Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳр the word is in our database.
тӳр (тĕпĕ: тӳр) more information about the word form can be found here.
Е тата Самар кӗпернинчи чӑвашсене хамӑр искусствӑна кайса кӑтартас пулсан, — мӗн чухлӗ тӗлӗнӗччӗҫ-ши вӗсем, мӗн чухлӗ савӑнӗччӗҫ чӑваш юрри-ташшине итлеме тӳр килес пулсан е чӑвашсем спектакльсем лартса парас пулсан?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Госпитальре выртнӑ чух ӑнсӑртран пӗлме тӳр килчӗ: Георгий Петрович Златоуст ҫывӑхӗнче пӗтнӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑйлӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн, июлӗн ҫиччӗмӗшӗнче, мана иккӗмӗш хут ку хулана кӗме тӳр килчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Киремет сӑртне хӑпарсан икӗ юлташ уйрӑлчӗҫ: пӗри Чӗнере тӳр ҫулпа утрӗ, тепри — Шывшӑвар шырланӗ урлӑ Кутемере.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӳр кӑмӑллӑ, паттӑр командир.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Белебейре ман ывӑл лазаретра выртать, тен, курма тӳр килӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӳр каякан мӗн хыпнӑ теҫҫӗ-ха чӑвашсем?

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хусантан тухса каяс умӗн Евӑна тӗл пулма тӳр килменшӗн-ши?

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тен, п-патша патӗнче пулма тӳр килӗ, каласамӑрччӗ ӑна, п-пурӑнать, тейӗр, сирӗн император величестви, ҫав-ҫав ҫӗрте — П-пӑрмасра… — «Ревизор» комедири Бобчинский рольне кӑшт улӑштарса выляса кӑтартрӗ Максимов.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унӑн хваттерне кӗрсе курма тӳр килменччӗ Павлуша, анчах пиччӗшӗ ӑна унта калама ҫук хаклӑ япаласем пурри ҫинчен темиҫе те каласа панӑччӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Виҫҫӗмӗш хут тӗл пулма тӳр килчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ах, турӑ, мӗн курма тӳр килчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— «Аслӑ пухура» ларма тӳр килчӗ, — мӑнаҫлӑн каларӗ Павлуш, кӑмака умӗнчи чугунтан пиҫнӗ ҫӗрулми тупса шуратнӑ хушӑра.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Шӗнерпуҫӗнче Тимофей Николаевича тӗл пулма тӳр килчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Каллех пире тӗл пулма тӳр килчӗ иккен, — хумханса каларӗ Павлуш.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кайма тӳр килмен, — терӗ аслӑ Эльгеев.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Акӑ епле тӗл пулма тӳр килчӗ, ваше благородие?

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӗр тикӗс куҫ харшийӗсем, пӗр кӑлтӑксӑр пит-куҫӗ, тӳр сӑмса, ҫӳхе тута — дворян йӑхӗнчен пулни уҫҫӑн палӑрать.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сарлака кантӑк умӗнче пӗчӗк сӗтел-бювар вырнаҫтарнӑ, сӗтел ҫинче — ылтӑн рамӑллӑ портрет: тӑрӑхларах пит-куҫлӑ, тӳр сӑмсаллӑ, капӑр ҫӳҫлӗ, кӗске бакенбардлӑ, сухалсӑр арҫын сӑн-сӑпачӗ халь сӑрласа ӳкернӗ пекех уҫҫӑн палӑрать.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӳр калани — каламаннинчен усӑллӑрах.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed