Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗ the word is in our database.
тӗплӗ (тĕпĕ: тӗплӗ) more information about the word form can be found here.
Пӑртасри пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче, сӑмахран,тӗплӗ ӗҫсем палӑртнӑ.

Help to translate

Юсав ӗҫӗсем - тимлӗхрех // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11108-yu ... iml-khrekh

Коррупципе кӗрешес ӗҫе Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗрпӳ районӗсемпе Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче тӗплӗ тишкерӳ туса ирттернине асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Help to translate

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Илтнӗ те тӗплӗ пӗлместпӗр ҫав, — терӗҫ пӗр ялта.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӗнтерме тивӗҫлӗ, — терӗ Сарри хӑй ваттисене пит тӗплӗ итленӗ пек кӑтартма тӑрӑшса.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей ӑна Али-Акрама мӗн каламаллине тӗплӗ вӗрентрӗ: нуратдин хан мӗнле ӗҫ хушнине манман, анчах унӑн васкавлӑ ӗҫпе Кӗривӗш вӑрманне каймалла пулчӗ, Кӑкшамара вӑл пӗр эрнесӗр таврӑнаймасть.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрам унтан Мӗша тӑрӑхӗнчи ҫапӑҫу пирки тӗплӗ ыйтса пӗлчӗ, мӑрса каласа кӑтартнӑ чухне йынӑшнӑ пек вӗҫӗмсӗр ай-ай-ай! ай-ай-ай! тесе пычӗ.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарҫӑ пурнӑҫӗ Иливана кирек мӗнле ӗҫе те тӗплӗ шухӑшласа тума вӗрентнӗ.

Help to translate

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле тӗплӗ шырасан та пенӗ ухӑ йӗпписене нумайӑшне тупаймарӗҫ.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайран пӑхатӑп — кунта ман пек тӗплӗ шутламасӑр йӑнӑшпа килнисем нумай.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗр пирки пӑшӑрханса пурӑнас мар, Новоград Свияжскине каяс та унта аслӑ воеводӑран тӗплӗ ыйтса пӗлес терӗҫ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑнасем те малтан йӗркене пӗлсе, асӑрханса, сӑмаха тӗплӗ виҫсе калаҫрӗҫ, унтан пӳрт шуйхатнӑ вӗлле пек сӗрлеме тытӑнчӗ, юлашкинчен, вӑйсӑртараххисем ӳксе-йӑванса пӗтиччен, вӑйлӑраххисем, хастартараххисем тӑпӑр-тӑпӑр ташласа, мачча таран сиксе халтан кайиччен, чул никӗс ҫинче чӗтресе ларчӗ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине мӑрсасем кунта мӗн пулса иртнине тӗплӗ пӗлеймесӗрех, чунӗсене лӑплан-тараймасӑрах ҫула тухрӗҫ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫ тавра тӗплӗ шутласа пӑхӑр.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпир хамӑра хушнӑ ӗҫе тӗплӗ тума вӗреннӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ ӑҫта иккенне Туканаш тӗплӗ пӗлмерӗ-ха — те Ҫавал таврашне каймалла ӗнтӗ унӑн, те вӑрман варринчи Тукай ялне ҫитмелле.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Куратӑп, эсӗ тӗплӗ ҫын, — терӗ Урачко ҫерем ҫине парахнӑ хӗҫ-пӑшалсем хушшинче князь ятаганне шыраса тупса.

Help to translate

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн пурин пирки те тӗплӗ пӗлмелле, мӗн тусан мӗн пулса тухассине витӗр курса тӑмалла.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

1390 ҫын тӗплӗ обследовани тутарнӑ.

Help to translate

Вӑхӑтра тӗрӗсленнине нимӗн те ҫитмест // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11859-v- ... te-citmest

Мӗнле тивӗҫсем Росгварди сотрудникӗсен, епле пахалӑхсене аталантармалла хӑвӑнта ку службӑна кӗрес тесен… - ачасене питӗ тӗплӗ ӑнлантарнӑ пакунлӑ хӑнасем.

Help to translate

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

Сарри мӑрса кинӗ ҫине сивӗ куҫпа пӑхса илчӗ, упӑшку вилнипе вилменнине тӗплӗ пӗлместӗн-ха, пур пӗр урӑх арҫын ҫумне сӗкӗнетӗн терӗ пулмалла.

Help to translate

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed