Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлакан (тĕпĕ: тӑсӑл) more information about the word form can be found here.
Пӗрремӗш Украина фрончӗн ҫарӗсем, авиаци пулӑшӑвне сирсе тӑракан начар ҫанталӑка пӑхмасӑр, Сандомиртан хӗвеланӑҫнерех наступлени пуҫарса ярса, тӑшманӑн хӗрӗх ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлакан вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ оборонине татса кӗнӗ.

Войска 1-го Украинского фронта, перейдя в наступление западнее Сандомира, несмотря на плохие условия погоды, исключающие боевую поддержку авиации, прорвали сильно укрепленную оборону противника на фронте протяжением сорок километров.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Иртнӗ кунсенчи каннӑ вӑхӑтсене хавхалантаракан тата ялан пӗр пек тӑсӑлакан ҫулсене тӗрлӗ интерессемпе тултаракан калаҫусем пӗтрӗҫпе пӗрех темелле.

Общие разговоры, оживлявшие в былые времена привалы и скрашивавшие однообразие и бедность путевых впечатлений, почти прекратились.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кентербери провинцийӗн ҫурҫӗр пайӗнче тӑсӑлакан сӑртсем урлӑ ӑҫтан каҫмаллине тупас тесе, вӗсем иккӗшӗ те Кристчерчран 1863 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче тухнӑ.

Обе экспедиции выехали из Кристчерча в начале 1863 года, чтобы найти перевалы в горах, тянущихся в северной части провинции Кентербери.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна Австралири Альп тӑвӗсем, ҫурҫӗртен кӑнтӑралла пин те пилӗкҫӗр миль таранччен тӑсӑлакан сӑртсем пӳлеҫҫӗ, унӑн тӑрнашкисем ҫӳлте пыракан пӗлӗтсене тӑватӑ пин фут ҫӳллӗшӗнче тытса тӑраҫҫӗ.

Это была цепь Австралийских Альп — горный хребет, тянувшийся с севера на юг на полторы тысячи миль; его вершины задерживают движение облаков на высоте четырёх тысяч футов.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чӳречесем сӑртсен айне ҫитичченех тӑсӑлакан темӗн анлӑш тӳремлӗхе тухаҫҫӗ.

Окна выходили на обширную равнину, тянущуюся до подножья гор.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ӑна-кӑна тиркесе тӑмалли ҫук, отряд кун каҫичченех ялан пӗр евӗрлӗ тӑсӑлакан йывӑҫсен хушшипе иртсе пычӗ.

Но выбора не было, и фургон целый день пробирался среди однообразных высоких стволов.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

1814 ҫулта сэр Годерик Мерчисон, Королевствӑн Лондонри географилле обществин президенчӗ, ыйтӑва нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, ҫапла каланӑ: Урал тӑвӗсемпе Австралин кӑнтӑр ҫыранӗсем тӑрӑх ҫурҫӗртен кӑнтӑралла тӑсӑлакан тусен кӳлеписем нумай енчен пӗр мая килеҫҫӗ тенӗ.

В 1814 году сэр Годерик Мерчисон, действительный президент Королевского географического общества в Лондоне, после долгого изучения вопроса пришёл к выводу, что в очертаниях Уральского горного хребта и хребта, тянущегося с севера на юг вдоль южного берега Австралии, есть значительное сходство.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» ҫав ҫырансен хӗррипе тӑсӑлакан чуллӑ ҫӗрсем ҫине ҫапӑнса ваннӑ пулсан, ҫакӑн евӗрлӗ инкек Вӑтаҫӗр Африкӑн тискер ҫӗрӗсенче пулнӑ пекех, ӑна ниҫтан та пулӑшу пулма пултарайман.

Если «Британия» разбилась о скалы, тянущиеся вдоль этих берегов, то ей неоткуда было ждать помощи, точно так же, как если бы это случилось в дикой Центральной Африке.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑрла ҫитерехпе ту ҫинчен анса ҫулҫӳревҫӗсем тинӗс хӗррине ҫитичченех тӑсӑлакан сӑртлӑ тӳремлӗхпе пыма пуҫларӗҫ.

Около полудня путешественники опустились с горы и очутились на холмистой равнине, тянущейся до самого моря.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав кунхине пӗр япала пулса иртсе, ялан пӗр евӗрлӗ тӑсӑлакан ҫӳреве пӑртаклӑха улӑштарчӗ.

В этот день произошло событие, которое ненадолго внесло разнообразие в монотонное путешествие.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗрмай пӗр евӗрлӗ тӑсӑлакан пушӑ ҫеҫенхиртен йӑлӑхнӑ ҫулҫӳревҫӗсен куҫӗнче ҫак сисӗнмесӗр юлма пултараймарӗ.

Это не могло ускользнуть от глаз путешественников, утомлённых однообразием пустынной степи.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Октябрӗн 29-мӗшӗнче ҫулҫӳревҫӗсем кун каҫиччен ялан пӗр евӗрлӗ тӑсӑлакан тӳрем ҫӗрпе пычӗҫ.

Весь день 29 октября путешественники ехали по бесконечной и однообразной равнине.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пампассенче тӑсӑлакан сукмаксене отряд темиҫе хутчен те каҫа-каҫа кайрӗ, ҫавӑн пекех вӑл куҫса ҫӳренӗ вӑхӑтсенче ӳксе вилнӗ выльӑхсен шӑммисемпе витӗннӗ Карменран Мендосӑна каякан ҫул урлӑ та каҫса кайрӗ.

Несколько раз уже отряд пересекал тропы, проложенные в пампасах, в том числе дорогу из Кармена в Мендосу, усеянную костями домашних животных, павших во время перегона.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнтах ҫул ҫине тапранма сигнал пулчӗ, отрядик айӑккипе кристалла известняк ҫӗре тӑсӑлакан Лас-Лехас хушшипе кӗрсе кайрӗ.

Тотчас же был дан сигнал к походу, и отряд углубился в лощину Лас-Лехас, лежавшую между двумя массивами кристаллического известняка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Икӗ океанӑн шывӗсене уйӑрса тӑсӑлакан ҫак пысӑк материкӗн ҫӗрне мӗнле кӑна катастрофа ҫӗкленсе туланӑ-ши?

Какая космическая катастрофа так истерзала этот огромный материк, служащий водоразделом для двух океанов?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Темӗскер хӑтлансан та майор ун ҫине интереспе ҫавӑрӑнса пӑхмарӗ, ҫакна кура юмахри пек таҫтан сиксе тухнӑ этем хӑйӗн тӑсӑлакан трубине илсе, — труби сахалтан та тӑршшӗпе тӑватӑ фут пулать, — ӑна горизонт еннелле тытса телефон юпи пек хытса тӑчӗ, тӗреклӗрех тӑрас тесе пуль, урисене тем сарлакӑш чарса пӑрахрӗ.

Когда загадочный человек увидел, что все его попытки обратить на себя внимание разбиваются о равнодушие майора, он схватил свою раздвижную подзорную трубу, — она имела добрых четыре фута в длину, — направил её на линию горизонта и застыл неподвижно, широко расставив ноги, похожий на телеграфный столб.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван ҫав кунхинех Джон Мангльса телеграмма пачӗ: Дункана вӑл Глазгона илсе каясси ҫинчен пӗлтерчӗ, Кӑнтӑр енчи тинӗссене нумай вӑхӑта тӑсӑлакан экспедицине каятпӑр терӗ, ҫавӑнпа та мӗн-мӗн кирлисене нумай хатӗрлеме хушрӗ, мӗншӗн тесен: ку экспедиципе пӗтӗм тӗнче тавра та ҫавӑрӑнмалла пулӗ.

В тот же день Гленарван телеграфно приказал Джону Мангльсу привести «Дункан» в Глазго и сделать все необходимые приготовления для длительной экспедиции в южные моря, которая могла превратиться в кругосветное плавание.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Григорий йӑлӑхтарса ҫитермелле кичеммӗн тӑсӑлакан кунсен шутне-йӗрне те ҫухатрӗ.

Григорий потерял счет томительно тянувшимся дням.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫурҫӗр енчи чӑнкӑ тайлӑмра, хӗвел ҫути курман ҫӳллӗ шырлан сулхӑнӗнче, пӗр-пӗринпе сыпӑнса тӑсӑлакан юр кӗрчӗсем халӗ те шыв сӑрхӑнтарса выртаҫҫӗ-ха.

На крутой осыпи северного склона, затененные обрывом, еще лежали слитые, сочащиеся влагой пласты снега.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шурӑ ҫӑлтӑрлӑ ӑмралӑхӗ ҫине кӑпӑк сирпӗнтерсе ҫывхаракан лашана та, пит-куҫӗ хӗремесленсе кайнӑ ҫамрӑк юланута та, ун хыҫӗнче — Дон хӗрринелле сарлакан тӑсӑлакан тӗтреллӗ ҫеҫенхире те Григорий ҫиҫӗм ҫиҫсе илнӗ самантри пек темле сиссе юлмалла мар хӑвӑрт асӑрхарӗ…

Как при вспышке молнии, за какое-то неуловимое мгновение Григорий увидел и лошадь с белой звездой нагрудника, покрытого хлопьями пены, и всадника с красным, разгоряченным, молодым лицом, и широкий пасмурный просвет уходящей к Дону степи — за ним…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed