Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑнчӗ (тĕпĕ: туртӑн) more information about the word form can be found here.
Лаша туртӑнчӗ, анчах каллех чарӑнчӗ.

Лошадь дернулась и остановилась.

30 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Лена малалла туртӑнчӗ те ҫӗнӗ ыйтупа хытса тӑчӗ.

Лена подалась вперед и замерла в немом вопросе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Унӑн алли каллех ҫартан килнӗ ҫырусем патне туртӑнчӗ, анчах вӑл вӗсене уҫма хӑяймарӗ.

Рука его снова протянулась к письмам из армии, но он не посмел их вскрыть.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Унӑн ырӑ кӑмӑллӑ та пысӑк сӑн-пичӗ кӑрт та карт туртӑнчӗ, куҫӗ йӑлкӑшса кулчӗ, куҫ харши, хускала-хускала, куҫ ҫутине ҫунатлантарнӑ пек пулчӗ.

Ее доброе большое лицо вздрагивало, глаза лучисто улыбались, и брови трепетали над ними, как бы окрыляя их блеск.

XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Амӑшӗ пуҫне ҫӗклерӗ, пӗтӗм кӗлеткипе малалла туртӑнчӗ те, хӑрушӑ япала пуласса ҫӗнӗрен кӗтсе, хытса ларчӗ.

Мать вытянула шею, всем телом подалась вперед и замерла в новом ожидании страшного.

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Степан, пӗр аллипе сӗтел ҫине чавсаланса, пӗтӗм кӗлеткипе малалла туртӑнчӗ, мӑйне тӑсса, халь те итленӗ пек ларчӗ.

Степан, облокотясь одной рукой на стол, весь подался вперед, вытянул шею и как бы все еще слушал.

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унӑн куҫӗ амӑшӗн куҫӗпе тӗл пулчӗ, — амӑшӗ кӑртах сиксе ун патнелле туртӑнчӗ, хӑй сисмесӗрех аллипе сулса илчӗ, — ҫак самантрах Михайло тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Взгляд его скользнул по лицу матери, — она, вздрогнув, потянулась к нему, невольно взмахнула рукою, — он отвернулся.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Амӑшӗн аллинчи ача ун патнелле туртӑнчӗ те хыттӑн макӑрса ячӗ пек.

Ребенок потянулся к ним с ее рук и громко заплакал.

I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑл ун еннелле туртӑнчӗ, анчах Соколова мӑйӗнчен ыталаса илнӗ алли сасартӑк пушанчӗ те вӗҫерӗнсе кайрӗ, Вестовой ӑна ҫийӗнчех тытман пулсан, вӑл тӗршӗнсе те аннӑ пулӗччӗ.

Он потянулся к нему, но рука, обнимавшая шею Соколова, вдруг ослабла и разжалась, Он рухнул бы на землю, если бы вестовой не подхватил его.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Старик халичченхинчен те ҫемҫелчӗ, лӑпланчӗ, анчах вӑл Степанидӑран темле сивӗнчӗ те Василий патнелле уйрӑм вӑйпа туртӑнчӗ.

Старик еще больше смягчился, успокоился, но как-то охладел к Степаниде и с особой силой стал тянуться к Василию.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл аран-аран ура ҫине тӑрса, Маринкин патне сулланкаласа утса пычӗ те чӳрече еннелле туртӑнчӗ.

Он с трудом встал, шатаясь подошел к Маринкину и потянулся к окну.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӗрарӑмсем вырнаҫса ларсан, Анна сасартӑк, хӑйне ҫурӑмран тӗртнӗ пек, ҫамрӑкки патнелле туртӑнчӗ, ӑна хӑвӑрттӑн ыталаса чуптурӗ.

Когда женщины уже уселись, Анна вдруг, словно ее толкнули в спину, потянулась к молоденькой, порывисто обняла ее и поцеловала.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Арӑмӗнчен сивӗнсе, хӑйӗн пӗтӗм йӳтенӗ те ачалла чӗрипе ывӑлӗ патнелле туртӑнчӗ.

Оттолкнулся от жены и всем своим сердцем, дряхлым и детским, потянулся к сыну.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл обком аппаратӗнче ӗҫлеме тем тусан та килӗшмерӗ, района туртӑнчӗ.

Он упорно отказывался от работы в аппарате обкома и рвался в район.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Степан ун патнелле туртӑнчӗ..

Степан рванулся к ней.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кай! — кӑшкӑрчӗ вӑл, унтан Степан еннелле туртӑнчӗ.

Уйди! — и потянулась к Степану.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑйӗн инкек-синкек тӳсмен ҫамрӑклӑхне курнӑшӑн хӑйне хӑй питех те кӑмӑллӑ пулнипе Василий пурин ҫинчен те манса кайрӗ, шартах сиксе илсе, тӑван та чи ҫывӑх, ултавсӑр хӗрачи патнелле туртӑнчӗ.

Так сладко и удивительно было встретить и узнать самого себя, свое первое, не примятое жизнью детство, что Василий забыл обо всем, дрогнул и потянулся к теплому комочку родного, кровного, безобманного.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Шмульткен алли хӑй тӗллӗнех пиҫиххи еннелле туртӑнчӗ.

Шмультке инстинктивно протянул руку к поясу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӑл хӑвӑрт каялла туртӑнчӗ, анчах тӗреклӗ арҫын аллисем ӑна ҫирӗппӗн тытнӑ.

Она отшатнулась, но мужские руки держали крепко.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ялав айӗнче пӗр ҫирӗм ҫынтан ытла мар тӑрса юлчӗ, анчах та вӗсем ҫирӗппӗн тӑчӗҫ; ҫавсемшӗн хӑранипе, ҫав ҫынсене мӗн те пулин калас килнипе амӑшӗ вӗсем патнелле туртӑнчӗ.

Под знаменем стояло человек двадцать, не более, но они стояли твердо, притягивая мать к себе чувством страха за них и смутным желанием что-то сказать им…

XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed