Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сивӗ the word is in our database.
сивӗ (тĕпĕ: сивӗ) more information about the word form can be found here.
Узин сивӗ тарпа витӗнсе вӑранса кайрӗ, аялти кӗпи-йӗмӗ витӗрех нӳрелнӗ.

Help to translate

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тӗпӗнче шыв сивӗ, ӑна вӑл ӳт-пӗвӗпе, чунӗпе, пуҫӗпе туйрӗ.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ваткӑ утиялне сирсе, сивӗ тарне шӑлса типӗтрӗ Тетей.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Чӑнах та ҫиес килет, анчах хӑвах пӗлетӗн, анне, вутӑсӑр сивӗ те хӑтӑсӑр пӳртре.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Кӑштахах мар пек туйӑнать, пӳртре ав сивӗ, кӑмака хутман пулмалла паян.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗрмай куҫӗсене сасартӑк уҫкаларӗ, ҫамки сивӗ тарпа витӗнсе тӑчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ӑшне ҫавӑн чухлӗ шывпа лӑплантарни нихӑҫан та пулманччӗ унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче, ҫитменнине, ҫавнашкал сивӗ шывпа, ҫӑлкуҫран ӑсса килнӗскерпе.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Юр шап-шурӑ, сывлӑш сивӗ, нимӗн те ут-пӗве те чуна та ӑшӑтмасть, каҫ ҫутӑ пулни ҫеҫ кӑштах лӑплантарать.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюнан варӗнче ача пулнине аса илсен, ҫӳҫӗ вирелле тӑрать Узинӑн, хӑйне вӗрилентерсе ярать, пӗтӗм ӳт ҫине сивӗ тар тапса тухать, ҫамкаран шӑпӑртатсах юхать.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сивӗ те нӳрӗ, пӗтӗм ут-пӳ ҫӳҫенет.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫав вӑхӑтра сивӗ ҫил вӗрме пуҫларӗ, вӑл ҫурҫӗр Атӑл енчен вӗрет, хӑйпе пӗрле хура пӗлӗтсене илсе килет.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл чуп тӑвасшӑн пулчӗ Алюнана, лешӗн тути темшӗн сивӗ пулчӗ. кун йышшине вӑл пӗрремӗш хут туять.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Икӗ чуншӑн ӑшӑ та, сивӗ те темех мар, пӗрле чухне иккӗшне те аван.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Малтан эсӗ хӑвӑн чӑрсӑр та сивӗ аллусене вӗҫерт.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Урамра сивӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей тӳпенелле пӑхса илчӗ, сивӗ каҫсенче унта ҫӑлтӑрсем аван курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей Меретпе пӗрле урама тухрӗ, ҫавӑнтах кӗрхи сивӗ ҫил вӗсен пичӗсене вӗрсе ҫапӑнчӗ, ҫавӑнпа пуҫсене айккинелле пӑрма тиврӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл час сивӗнменрен кастрюле сивӗ шыв янӑ раковинӑна лартрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кайран хурлӑханран тунӑ варение вӗретнӗ шыва ячӗ, ҫав кастрюле сивӗ шыв хушрӗ, икӗ кашӑк крахмал ячӗ, тӗплӗн пӑтратрӗ, вӗри шыв хушса, ҫунакан плита ҫине лартрӗ, хуран ҫӑпалипе пӑтратса тӑчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл хӑвӑрт нӳхрепе анчӗ, пӗр кӑкшӑм килти чӑваш сӑрине илсе тухрӗ, пӳртре сӗтел ҫине лартрӗ, икӗ курка сивӗ сӑра ӗҫрӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed