Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрер the word is in our database.
пӗрер (тĕпĕ: пӗрер) more information about the word form can be found here.
Титти Ҫтаппанӗ, ав, кашни вырсарникун тапак сутса, пӗрер михӗ ҫӑнӑх туртса таврӑнать, тет.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрер михӗ ҫӑнӑх тупаймӑн-и пасарта…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ирхи кӗлле кӗриччен пӗрер сехет маларах.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрер кӗренке сушкӑ ил те мана сывлӑх сунса ҫи!

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене пир мӗн хак тӑни мар, икӗ витре эрех пӗрер черккен миҫе ҫынна ҫитесси шухӑшлаттарчӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй сӗтел хушшине вырнаҫрӗ, ҫӗре ӳкесрен кӗмӗл купине, хӑрах аллипе пӳлсе, пӗрер укҫан иле-иле купа ҫине пӑрахма тытӑнчӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лимон ярса пӗрер стакан чей ӗҫме кӑмӑл тумӑр-ши?

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апат ҫинипе хваттершӗн тытса юлнине шутламасӑр крючниксем кунне пӗрер тенкӗрен кая ӗҫлесе тупмаҫҫӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрер стакан эрех ӗҫтерсен те ҫылӑх мар.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнен, Степан Иванович, пӗрер эрне ӗҫлесен, каллех укҫаллӑ пулӑн.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрер черкке ӗҫрӗҫ те тухса кайрӗҫ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ ман шут ҫинчен пӗрер черкке тултарттар-ха.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хамӑра хушнӑ ӗҫе турӑмӑр темелле — пӗрер хулӑн тетрадь сӑвӑ-юрӑ пухрӑмӑр.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пӗрер эрнерен ҫамрӑк организм апат нумай ыйтма тытӑнать.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Кӑштахран Миккуль тете: «Ҫавӑнталла кайса кил-ха, пӑхкала, ҫав вырӑнта пӗрер тӗк тӑр», — текелетчӗ.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Сайра килсе ҫаврӑнса каякан варкӑш вӗри ҫилпе пӗрер панулми ӳксен ачасемшӗн питӗ пысӑк савӑнӑҫ пулӗччӗ те…

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ун патне кӳршисем тӑтӑшах каҫкаласа: «Нетӳк, хаклӑ тӑванӑм, тархасшӑн, ачасене вилме ан пар — кивҫен тепӗр кӗркуннеччен тырруна пӗрер пӑт пар тархасшӑн. Чӗркуҫленсе ыйтатӑп», — куҫҫуль кӑлара-кӑлара тархаслани те пулнӑ.

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Икшер ывӑл та пӗрер хӗр вӗсен.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӗрер ҫул ӗҫлӗр-ха, унта курӑпӑр-шухӑшлӑпӑр мӗн тумаллине, — терӗ те директор хӗре ӗҫе вырнаҫма кирлӗ документсене секретаре пама хушрӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫавӑнпа ячӗ те председатель: «Тен, пирӗн пата пӗрер ҫемье килме кӑмӑл тӑвӗ», — терӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed