Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл именӳллӗн пӑхни Соболь хыттӑн, татӑклӑн пӑхнипе тӗл пулчӗ те, вӗсен куҫӗсенче пӗр-пӗрине ӑнланнинчен пысӑкрах япала пурри палӑрчӗ.
3. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Вӑл пӗтӗм шӑмшакӗпе туртӑнса тӑнинче темскерле кушакла йӑла палӑрчӗ.
1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Кӗрӗк арки йӑваласа ларасси теесрен, — хӗр мухтани килӗшрӗ курӑнать йӗкӗте — тути хушшинче кулӑ палӑрчӗ унӑн.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Питӗнче савнӑ этеммине ҫывӑххӑн курнипе кӑнӑҫланни те, савнӑ этемми хӗр шухӑш-кӑмӑлне ӑнланаймасӑр пуплешнӗн кулянни те, тен, чӑн та, Матвие вӑхӑтӗнче татӑклӑн шантарманшӑн пӑшӑрханни те, савнӑ этемми сӑпайлӑ мӑшӑр тупнишӗн савӑкланни те пурте, пурте пӗр харӑс хурлӑн-именчеклӗн тӗтреленсе палӑрчӗ унта.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сассинче унӑн шӳтлешсе илес кӑмӑл та палӑрчӗ:
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унӑн питне темле куҫа курӑнман ухӑ йӗппи витӗрех шӑтарса тухнӑ пек пулчӗ, вӑл унталла-кунталла чалӑшса илчӗ, хӑй хӑрама пуҫлани палӑрчӗ.Будто невидимой стрелой пронзило его лицо, оно передернулось, и тень страха пробежала во взгляде.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Пӗркеленчӗксем пытанчӗҫ, вӗсем сахалланчӗҫ; мӑйӑхӗ айӗнче ырӑ кӑмӑллӑ кулӑ палӑрчӗ; куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӳмесем шатӑртатнипе партизансем хӑш еннелле кайни палӑрчӗ те нимӗҫсем вӗсене вӑйлӑн пеме пуҫларӗҫ.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пушар сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пычӗ, тӳпе тӗксӗмленчӗ, ҫумӑр пуласси палӑрчӗ.Между тем пожар распространялся все дальше и дальше, небо нахмурилось, собирался дождь.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫӗршӗн часах хӑшӗсем нумайрах, хӑшӗсем сахалтарах тӳлени палӑрчӗ, ҫитменнине тата хӑйсен лаптӑкӗ ӑҫта иккенне, вӗсен чиккине ӑҫта лартмаллине пӗри те пӗлмест.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫакӑ та паллӑ пулчӗ тата: колонистсен уполномоченнӑйӗ ҫакӑнти ҫӗре килсе курмасӑрах чугун ҫул колонийӗнчен туянни, хӑй вӑл кунта пӗрре те пулманни палӑрчӗ; унсӑрӑн кӑшт-кашт ҫеҫ вӑрманпа витӗнкеленӗ ҫеҫенхире туянма май пур ҫӗртех сӗм вӑрмана туянман пулӗччӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вавжонпа Марысьӑна курсан, унӑн мӑйӑхӗ сиккелесе илчӗ; сӑнӗнчен тӗлӗнни палӑрчӗ, вӑл йӑл кулчӗ те вӗсене сӑнарах пӑхса илчӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Тепӗр ирхине, палуба ҫине тухсан, вӗсене пӗр япала тӗлӗнтерчӗ: малта, уҫӑ тинӗсре, хумсем ҫинче тем сиккелет; пӑрахут ун ҫывӑхне пырсан вӑл пысӑк хӗрлӗ пичӗке пулни палӑрчӗ, ун хыҫӗнче тепри курӑнать, ун хыҫӗнче — виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш…
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Матрос, шухӑша кайса, пӑрахут аяккине ҫапса лартнӑ пысӑк йӗс пӑта ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан пуҫне ҫӗклерӗ те хӗр ҫине, унӑн йӗтӗн пек ҫутӑ ҫӳҫӗ ҫине пӑхрӗ; ҫилпе куштӑрканӑ пичӗ ҫинче аран курӑнакан ырӑ кулӑ палӑрчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Унӑн ҫилпелен хӗрелнӗ питӗнчен вӑл тем аса илни, тем шухӑшлани палӑрчӗ.По его обветренному красному лицу было видно, что он силится что-то вспомнить и собраться с мыслями.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫак сӑмахра унт чӗрине асаплантаракан мӗнпур хурлӑх палӑрчӗ.Вкладывая в это слово всю едкую горечь, переполнившую его сердце.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Сан чирӳ ерекен чир, юрать-ха палӑрчӗ вӑл санӑн.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл мӗн чухлӗ шухӑшларӗ, Морава урлӑ ӑнӑҫлӑн каҫни отрядӑн кун-ҫулне татса парасси ҫеҫ мар, Гвозден пирки йышӑннӑ хаяр приговора та тӳрре кӑларасси ҫавӑн чухлӗ уҫҫӑнрах палӑрчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Юлашкинчен ҫакӑ палӑрчӗ: йытӑ йӗре ҫухатнӑ иккен.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Громада кулса ҫеҫ ыйтрӗ, ҫапах та вӑл шӳт туманни аванах палӑрчӗ.Хотя Громада смягчил свой вопрос улыбкой, все же это была не просто шутка.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.