Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хвеччис, темиҫе минут тӑршшинчех мӗн курнипе, йӑтӑнса-синкерленниле чунӗ-кӗлеткине йӑлт хавшатса чуллантарнӑскер, нимӗн те ӑнланайманнӑн пӗрре Виталий енне, тепре Бонапарт енне, мӑйне пӑра-пӑра, куҫне-пуҫне тӗлсӗрлетрӗ-тӗлсӗрлетрӗ те, тепӗрҫемӗн, сирсе сирӗлми инкек пуҫ тӑрне лашлатмаллипех лашлатнине ӑнлансан, ерӗшки хушӑвне чӗптӗм те хӑлхине чикмесӗр (тӑрана пӗлми карланкӑ!), ҫекӗлти кӗрӗкне вашт! вӗҫертсе, тухтӑр патне килне пӗтсе те хыпӑнса тухса чупрӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Йӑраланса, мӑйне, янах шӑммине хыпаласа, Виталий те тӑчӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Матвие каласа пӗтерме памарӗ Кӗҫени, паҫӑр ун ытамӗнчен ҫӑлӑнасшӑн хиркеленекенскер, упӑшки сӑмахӗсене тӑнласа шӗлтӗркенӗскер, сасартӑк чӗвен тӑчӗ те, арҫынннин мӑйне аллисемпе ыталаса, ун тутине хӑй тутипе лап хупласа та хучӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл картусне пуҫӗ ҫине ватӑ старикле тӑхӑнни тата пурне те кӑтартса, мӑйне ҫыхнӑ хӗрлӗ шарфпа чӗркесе, хӑтланни мана темле лайӑх мар пек туйӑнатчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрре, июлӗн пуҫламӑшӗнче, эпир ӗҫленӗ ҫӗре пӗр халтӑркка пролетка вӗҫтерсе ҫитрӗ; ларчӑкӗ ҫинче сухаллӑ, ӳсер извозчик ҫӗлӗксӗр-мӗнсӗр, ҫапса суранланнӑ туталлӑскер, салхуллӑн ларатчӗ; пролетка ҫине ӳсӗр Григорий Шишкин сарӑлса кӗрсе ларнӑ, улӑм шлепкеллӗ, хӗрлӗ питлӗ, мӑнтӑр хӗр ӑна алли айӗнчен тытса ларатчӗ, хӑй хӗрлӗ бантлӑ мӑйне чие ҫырли пек ялтӑркка шӑрса ҫакнӑччӗ, аллине зонтик тытнӑччӗ, ҫара ури ҫине резина калуш тӑхӑнса янӑччӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мунчаран тавӑрӑнсан вӑл шукӑль тумланатчӗ, манишкӑ тӑхӑнатчӗ, мӑйне косынка ҫыхатчӗ, атлас жилет ҫинелле вӑрӑм кӗмӗл вӑчӑра кӑларса яратчӗ те ним чӗнмесӗр тухса каятчӗ, мана тата Павӑла хушса хӑваратчӗ:
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑн пек вӑрттӑн майпах вӑл пыл ҫинчен («сӑр-сӑр-р»…) ветчина («нӑрӑх-нӑрӑх») ҫинчен систерет, юлашкинчен вара хӑйне пырӗнчен, кӑшт аяккарахран, пӳрнипе шаклатать те, мӑйне ҫӗклесе каласа хурать:
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Эпӗ сукмак ҫинелле чупса тухрӑм, йытӑ мӑйне пӑрмасӑр темле авӑнса илчӗ, мана симӗс тӗслӗ выҫӑ куҫпа пӑхса илчӗ те, хӳрине хӗссе вӑрман ӑшнелле тапса сикрӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӗтрекен хунар ҫутинче шурӑ тутӑр айӗнчен тухса тӑракан хура ҫӳҫ йӑлтӑртатать, пичӗ ҫинче хӗрелекен юн йӑрӑмӗ шурӑ мӑйне юхса анать…
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Темле, питӗ пысӑк пек курӑнаҫҫӗ вӗсем — така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑват кӗтеслӗ ҫӗлӗкӗ айӗнчен кӑвакара пуҫланӑ вӑрӑм ҫӳҫӗ сапаланса тухнӑ Польша хресченӗпе мӑйне шӑрҫа ҫакнӑ, ҫыхса тунӑ тӗксӗм кӑвак кофта пекки тӑхӑннӑ Липинца хӗрӗ — ҫак Америка ҫӗрӗнче, Нью-Йоркра.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Мӑйне пӑркаласа тарӑн сывласа илчӗ мучи; ҫапах та балкон патне ҫывхарчӗ, шарманкине хывса туя ҫине лартрӗ те галопа паҫӑр чарӑннӑ вырӑнтан малалла калаттарма тытӑнчӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ҫаврӑнса пӑхрӗ те акӑ мӗн курчӗ: ун умӗнче хура уссиллӗ, ҫупа вараланса пӗтнӗ, лӳчӗркеннӗ шлепке, шоферсен сӑран пальтине, сӑран алсине тӑхӑннӑ, мӑйне ӑшӑ шарф ҫавӑрса ҫыхнӑ пысӑк ҫын тӑра парать.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл, хӗл сиввипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе илемленнӗрен телейлӗскер, хӑнаран таврӑннӑ хыҫҫӑн, шлепкине хывса, хӑй ҫине пӑхма тӗкӗр умне пынӑ чух е балсене ҫӳремелли ҫара мӑйлӑ кӗпине чӑштӑртаттарса, тарҫӑсенчен вӑтанарах, ҫакӑнпа пӗрлех мӑнаҫланарах та, каретӑна ларма тухнӑ чух, е хамӑр килти пӗчӗк вечерсенче, тӑп-тӑп ҫухаллӑ пурҫӑн кӗпе тӑхӑнса тата ҫепӗҫ мӑйне темле чаплӑ чӗнтӗрпе капӑрлатса, хӑйӗн ялан пӗр евӗрлӗ курӑнакан илемлӗ сӑнӗпе унталла та кунталла пӑхкаласа кулнӑ чух эпӗ ун ҫине пӑхуҫӑн час-часах ҫапла шухӑшларӑм; ӑна тӗлӗнмелле лайӑх хӗрарӑм вырӑнне хуракансем вӑл мӗнлине эп курнӑ пек курас-тӑк, киле тӑрса юлнӑ каҫсенче, вуникӗ сехет хыҫҫӑн упӑшки клубран таврӑнасса кӗтсе, вӑл пӗр-пӗр шалпар кӗпепе, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, тӗттӗм пӳлӗмсем тӑрӑх мӗлке пек ҫӳренине курас-тӑк, мӗн каланӑ пулӗччӗҫ-ши?
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫук, — тӑсрӗ малалла Дмитрий, галстукне тӳрлетес шутпа мӑйне ҫиллессӗн пӑрса, — эхер эпӗ юрататӑп-тӑк, мухтани те, ятлани те ман туйӑма улӑштарма пултараймасть.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара манӑн ӗнер аннепе пурнӑҫра пӗрремӗш хут тавлашмалла пулчӗ, тата чылаях хӗрӳллӗн, — вӗҫлерӗ Дмитрий сӑмахне, вӑл хӑй епле тавлашнине аса илчӗ пулас, мӑйне шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек хускаткаларӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба пӗрре шуралса, тепре хӗрелсе кайрӗ, ҫырнӑ хутне саппунӗ айӗнчен кӑларчӗ те каллех пытарчӗ, вара пуҫне усса, мӑйне темле кӗскетсе, ҫӳлтен кӗҫ-вӗҫ такам ҫапасса кӗтнӗ пек, вӑраххӑн алӑкран кӗчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Учитель хыҫӗнче Володя мӑйне тӑсса тӑрать, ун хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхать.Володя, вытянув шею, стоял сзади учителя и смотрел ему через плечо.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Жиранӑн ҫӑмламас мӑйне тутӑрпа яваларӑм та хама хушни вырӑна ҫил пек ыткӑнтӑм.Я обмотал платком мохнатую шею Жирана и опрометью бросился бежать к назначенному месту.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫав тери хытӑ пӑлханчӗ: мӑйне пӑркаларӗ, хумсем шавланине итлерӗ, хӑлхисене ҫил кӗресрен витнӗ тутӑрне те салтрӗ.
II // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.