Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурҫӑна ҫул ҫӳрен усламҫӑсем кӳрсе килсе сутнӑ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
«Кӑвак улача сарӑлни Индирен кӳрсе килнӗ «индиго» текен сӑрӑпа усӑ курнинчен килнӗ.«Распространение синей ткани, видимо, связано с употреблением краски индиго, пришедшей из Индии.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Е вӗсем кӳрсе парсан, эпӗ сана калӑп.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анчах вӗсем ман пата хура шӑпа кӳрсе париччен е эсӗ Хура Йытта, хӑрах ураллӑ моряка куриччен, эсӗ нимӗн те ан ту.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ыран пӗтӗмӗшпех кӳрсе пар, унсӑрӑн вексельсене протестлетӗп…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Усал-тӗселтен пӑрӑн та… пире ҫыртмалли кӳрсе пар.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анлӑ кӑкӑрлӑ ҫырма икӗ ҫыран хушшипе мухтавлӑн тӑсӑлнӑ; хум-шавсӑр, савӑклан, васкамасӑр юхнӑ унӑн шывӗ; сӑртлӑ ҫыран ун тӗкӗрӗ ҫинче хура ӗмӗлкеллӗн сӑнланнӑ; сулахай енче ылтӑн тӗслӗ хӑйӑр кӗрчӗсен аркисем тата ешӗл бархат пек ҫыран талккӑшӗсем илем кӳрсе выртнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем, ун ятне парне кӳрсе, ик-виҫӗ каҫ ыйхӑсӑр ирттереҫҫӗ; ытах та намӑслӑх туйӑмӗ хӑйсене ҫӗнтерсе илсен, вӗсем пурпӗрех хавшаса ӳкмеҫҫӗ, ун айӗнче те ҫав-ҫавах вӑйлӑн, тӗреклӗн пурӑнаҫҫӗ…
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хресченсем ӑна укҫасӑрах шыв кӳрсе, вутӑ ҫурса панӑ, кансем тунӑ, хӳме тытнӑ, пахчисенче ӗҫленӗ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Итали таварӗсене ҫӗршыва кӳрсе килес тӗлӗшпе мӗнпур чарусене пӗтернӗ.Снимались все ограничения на ввозимые в страну итальянские товары.
Ахмет Зогу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D1% ... 0%B3%D1%83
Ҫав сад пӗтӗм яла илем кӳрсе ларать.
5. Хӗрӳллӗ кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пӗчӗк витре ил, шыв кӳрсе тӑрӑн!
2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пирӗн пата «Пысӑк Ҫӗр» ҫинчен икӗ самолетпа икӗ 76-миллиметрлӑ оруди кӳрсе панӑччӗ, кунсӑр пуҫне мӗнпур отрядсен вооруженинче тӑшманран туртса илнӗ 45-миллиметрлӑ тупӑсем вунпӗр пурччӗ.
Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хӑш чухне ҫав татӑк-кӗсӗк хутсем ҫине чӗркелесе тухнӑ сӑмахсене ӑнланма та йывӑрччӗ, ҫапах та никам курман-илтмен радист пире кашни кун кӳрсе паракан сӑмахсем ҫав тери хаклӑччӗ.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Малтан эпир вӑл сводкӑсене иккӗмӗш алӑсем урлӑ кӑна илсе тӑраттӑмӑр, вӗсене пире таҫтан кӑранташпа ҫырса илсе кӳрсе паратчӗҫ…
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Акӑ райисполком ҫурчӗ, хула илемне кӳрсе ларакан пысӑк ҫурт: ун алӑкӗ умӗнче темиҫе бричка; иккӗмӗш хутра чӳречесене яриех уҫса янӑ, такам чӳрече ани ҫинче ҫурӑмне тулалла кӑтартса ларать — ахӑртнех председатель кабинетӗнче темӗнле канашлу пырать пулмалла.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Сахӑр запасне тата колхозниксем пӗҫерсе кӳрсе панӑ варение пӗтӗмпех партизансене алла валеҫсе патӑмӑр.Сахар и наваренное нам колхозниками варенье были выданы бойцам на руки.
Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кашни ушкӑн умӗнче мимсем, трубачсем, юрӑҫӑсем, цитристсем пынӑ; вӗсем Сатурн аслӑ туррине мухтаса гимнсем юрланӑ, пурте, урса кайнӑ пек, унӑн ятне чыс кӳрсе кӑшкӑрнӑ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартакпа Марк Теренций Лукулл консул калаҫнӑ хыҫҫӑн вунсакӑр кун иртсен, тыткӑна илнӗ тӑватӑ пин римлянина хӑтармашкӑн лагере вунӑ пин панцырь, вунӑ пин питлӗх, вунӑ пин хӗҫ тата дротиксем кӳрсе пачӗҫ.
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫавӑнпа эпӗ сана астутарса калатӑп: хам ыйтакан хӗҫ-пӑшала ҫирӗм кун хушшинче лагере кӳрсе памасан, сирӗн тыткӑна илнӗ тӑватӑ пин салтакӑра хӑвӑр тунӑ пекех пӑталаса вӗлерттерӗп.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.