Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тухрӗ, эпӗ кравать патне пырса тӑтӑм, шухӑшлатӑп: сарса хунӑ вырӑна пӑхнипех ҫывӑрас килет-ши?Он вышел, а я подошел к кровати, думая, не вызовет ли ее вид желания спать.
XX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Чи малтанах кравать умӗнче ларакан Моллие асӑрхарӑм; Ганувер пуҫӗ ҫӳллӗ ҫӗклесе хунӑ минтерсем ҫинче, вӑл Моллие аллинчен тытнӑ.
XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Поп хупӑ ҫӳллӗ алӑкран шаккарӗ, тепре шаккама хатӗрленнӗ самантра Эстамп шалтан уҫрӗ, ҫавӑнтах пӑрӑнчӗ те эпир килсе ҫитнӗрен вӗҫлеймен сӑмахӗсене кравать еннелле пӑрӑнса каласа пӗтерчӗ:
XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Револьвера туртса кӑларса кравать шарикне тӗллеме хӑтлантӑм.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Чаплӑран та чаплӑ ҫак гипотеза хирӗҫлевӗ — сивлек темӗнле хӑтланӑш пирки тӗшмӗртӳ, ҫавӑнпа та пӗр иккӗленмесӗр ӗнентерсе лартрӑм: акӑ ҫывӑрса каятӑп та — кравать вӑрттӑн трапа чӑмать, унта факелсен ҫутинче маскӑллӑ ҫынсем манӑн карланкӑ патнелле юнлӑ ҫӗҫҫисемпе кармашаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл сылтӑмри алӑка тӗкрӗ; унта самай ансӑр анлӑшра кравать ларать тата — капӑр пурнӑҫӑн ытти япали.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл кравать ҫине япаласен тӗркемне хучӗ те Томран ыйтрӗ:
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл кравать ҫине ларчӗ те малашлӑх пирки хавхаллӑн уйланма пикенчӗ, — шухӑшсен сыпӑкӗсемпе мар, курӑнусен татӑкӗсемпе, хайхисем хӑйсен самантлӑх янкӑрлӑхне пӗр-пӗринчен перӗнсе хухтараҫҫӗ.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Блюм аллисене сӑтӑркаларӗ та кравать ҫине ларчӗ, тӑчӗ, чӳрече каррине ҫӗклесе тулалла пӑхрӗ.Блюм потер руки, сел на кровать, встал, приподнял занавесь и выглянул.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫӗр урай, пӗрене стенасем — вӗсене ластӑксем-ҫулсем якатнӑ, лакпа витнӗ симӗс веерсем евӗрлӗ типӗ ҫулҫӑсемпе тирпейлӗн капӑрлатнӑ; минтерлӗ, ҫӑм утияллӑ лутра кравать; сӑрламан пысӑк сӗтел; темиҫе кӗнеке, ҫырса тултарнӑ хутламсем, пысӑк икӗ чӳречен улӑм каррисем, хытӑ пукансем, пуҫелӗк тӗлӗнче ҫакса хунӑ икӗ пӑшал, — ҫаксем пурте Блюм ҫине витӗмлӗ, тиркевлӗ ҫыхӑнулӑхпа пӑхаҫҫӗ: тӑпра — чӗнтӗрлӗ минтерпе, пӑшал кӗпҫи — пичет страниципе, пӗренесем — туалет тӗкӗрӗпе, тискерлӗх — шухӑшпа, кӑнттам ансатлӑх — хӗрарӑм пуррилӗхпе.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Хуравпа кӑсӑкланмасӑр вӑл кравать тӗлӗнче выртакан атти патнелле тӑсӑлчӗ.Не дожидаясь ответа, он потянулся к сапогам, лежавшим возле кровати.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Унта — татӑк-кӗсӗкрен тӗртнӗ утиял айӗнче, хӑмаран ҫапса тунӑ кравать ҫинче — ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ арҫын выртать; вӑл вӑйсӑррипе йывӑррӑн сывлать, куҫӗсенче савӑнӑҫлӑ тӳсӗмсӗрлӗх ҫиҫет; тӳрех паллӑ: Мери ҫул кӑтартуҫин ӑратӗнчен мар.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
Ассоль упӑшкине хӗрхенсе кравать патне шарламасӑр пырса тӑчӗ, юнашар вырнаҫрӗ те Жиль кӑкӑрӗ ҫинче шӑпланчӗ.Ассоль, жалея его, молча подошла к кровати и легла рядом, затихнув на груди Жиля.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Жиль кравать патне пычӗ, тӑсӑлса выртрӗ те куҫне хупрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Унӑн пысӑках мар хура куҫӗсенче сисӗни-сисӗнми кулӑ мӗлтлетрӗ те вӑл алӑка шӑппӑн хупрӗ — унсӑрӑн лазаретӑн пӗрлехи уйрӑмӗн надзирателӗ калаҫӑва итлеме пултарать, унтан кравать ҫине Давенант урисен вӗҫне ларчӗ, ӑна лӑпкӑ пулма тата шанма ыйтса пуҫне сӗлтрӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тиррей кравать ҫине ларса шухӑша путрӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кравать ури тӗлӗнче клеенкӑпа витнӗ сӗтел ларать; кунтах — йывӑр темиҫе пукан, стена ҫинче пӑшал, кӗтессенче михӗсем, стена ҫумӗнче канфетпа макарон ешчӗкӗсем, тигра йӗрлекен сунара сӑнлакан картина; ҫурма сарай урайне сарӑ кирпӗч сарнӑ, чӑн та, вырӑн-вырӑнпа такӑнса ӳкме пулать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Чӳречене карӑпа хупласан, — мӗншӗн тесен йӑпатмасӑр йӑлкӑшса тата ӑшӑтмасӑр хӗртсе куҫа шартаракан хӗвел пайӑркисем улталаҫҫӗ ҫеҫ, — тертленсех ҫитнӗ Давенант кравать ҫине выртрӗ те ҫавӑнтах ыйха путрӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн тумне пӑхсан — паян эсӗ балдахинлӑ кравать ҫинче ҫывӑратӑн!Судя по его костюму, ты будешь спать сегодня в кровати с балдахином!
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Эппин, паян эпӗ ҫывӑраймастӑп! — пӗлтерчӗ Давенант Галеран хыҫҫӑн пӳлӗме кӗрсе тӑрса; стенасене симӗс хитре хут ҫыпӑҫтарнӑ, стена ӑшӗнчи тарӑн путӑкра кравать ларать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.