Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20. халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21. кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22. Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑслӑ-тӑнлӑ арӑмпа пурӑнакан, чӗлхине пула ҫылӑх туман, йӗркесӗр этемшӗн ӗҫлемен ҫын телейлӗ.11. Блажен, кто живет с женою разумною, кто не погрешает языком и не служит недостойному себя.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2-3. Манӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсене хӗрхенмесӗр питлемешкӗн, вӗсем аташнине чарса лартмашкӑн тата айӑпӑмсем нумайланасран, аташни-йӑнӑшни хушӑнасран, хама курайман ҫынсем умӗнче ӳкесрен, тӑшманӑмсене савӑнтарасран манӑн шухӑшӑм тӗлне кам чӑпӑркка кӑнтарӗ-ши, манӑн чӗреме кам ӑс парса тӑрӗ-ши?
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вилнӗ ҫыншӑн ҫичӗ кунччен хӳхле, ӑссӑршӑн, йӗркесӗр ҫыншӑн вӗсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех хӳхле.11. Плачь об умершем - семь дней, а о глупом и нечестивом - все дни жизни его.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Йӗркесӗр ҫын шуйттана ылханни хӑй чунне ылханниех пулать.30. Когда нечестивый проклинает сатану, то проклинает свою душу.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсем Унран пытанса юлайман, вӗсен пӗтӗм ҫылӑхӗ — Ҫӳлхуҫа умӗнче.17. Не утаились от Него неправды их, и все грехи их - пред Господом.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл вӗсене: «пур йӗркесӗр ӗҫрен те сыхланӑр» тенӗ; ҫынсем пӗр-пӗринпе мӗнле пурӑнма тивӗҫлине вӗрентнӗ.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Юравсӑр ача нумай пулнине ан хапӑлла, йӗркесӗр ҫынсен ывӑлӗсемшӗн ан савӑн.1. Не желай множества негодных детей и не радуйся о сыновьях нечестивых.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑл никама та йӗркесӗр пурӑнма хушман, никама та ҫылӑха кӗме ирӗк паман.20. Никому не заповедал Он поступать нечестиво и никому не дал позволения грешить.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫылӑхсӑр пухнӑ пуянлӑх — ырӑ, йӗркесӗр ҫыншӑн чухӑнлӑх — усал.30. Хорошо богатство, в котором нет греха, и зла бедность в устах нечестивого.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Йӗркесӗр ҫынсем ырланине ан ырла, асту: вӗсем тамӑка кӗрсе ӳкиччен те тӳрленес ҫук.15. Не одобряй того, что одобряют нечестивые: помни, что они до самого ада не исправятся.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнтӗ сӑваплӑ халӑха пусмӑрлама шутланӑ йӗркесӗр ҫынсем, тӗттӗмлӗх чурисемпе вӑрӑм каҫ тыткӑнҫисем, килӗсенче питӗрӗнсе ларса, Пурне те Пӗлсе Тӑраканран пытанасшӑн пулнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӗсем тупа тӑвакан йӗрӗхсен вӑйӗ ҫук, йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗ хыҫҫӑн яланах ҫылӑх тӑвакансене айӑплакан сут пулать.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах вӗсене уншӑн та, урӑххишӗн те, йӗрӗхсене пуҫҫапса Турӑ ҫинчен йӗркесӗр шухӑшланӑшӑн та, таса йӗркерен йӗрӗнсе суя тупа тунӑшӑн та айӑплӗҫ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ята та тивӗҫсӗр йӗрӗхсене пуҫҫапни — кирек мӗнле усаллӑхӑн пуҫламӑшӗ, сӑлтавӗ, вӗҫӗ, 28. мӗншӗн тесессӗн вӗсем е савӑнса ашкӑнаҫҫӗ, е суя пӗлтереҫҫӗ, е йӗркесӗр пурӑнаҫҫӗ, е тупа тунине ҫийӗнчех пӑсаҫҫӗ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӗнтӗ йӗркесӗр ҫыннӑн шанчӑкӗ ҫил вӗҫтерекен кӑпӑк пек, тӑвӑл ҫавӑрттаракан пас пек, ҫил сӑвӑракан тӗтӗм пек ҫухалать, пӗр кунлӑх хӑнана манӑҫнӑ пекех иртсе каять.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эппин, эпир чӑнлӑх ҫулӗнчен аташса кайнӑ, пире тӳрӗлӗх ҫути ҫутатман, пирӗншӗн хӗвел те тухман. 7. Эпир йӗркесӗр ӗҫсемпе вилӗм ӗҫӗсем туса тултарнӑ, иртсе ҫӳрейми пушхирсемпе ҫӳренӗ, анчах Ҫӳлхуҫа ҫулне пӗлеймен. 8. Мӑнаҫлӑх пире мӗн усси кӳчӗ, пуянлӑх, чапшӑн ҫунни мӗн пачӗ пире?
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн вилӗмӗпе чӗрӗ юлнӑ усал ҫынсене айӑплать, тасалса ҫитнӗ ҫамрӑклӑх ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вӑрӑм ватлӑхне айӑплать: 17. ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсем тӳрӗ ҫын вилнине курӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа ун пирки малтанах палӑртса хунине, ӑна мӗншӗн хӑрушлӑхран хӑтарнине ӑнланаймӗҫ; 18. вӗсем курӗҫ ӑна, мӑшкӑллӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа вӗсенчен кулӗ ҫеҫ; 19. ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ӗмӗрлӗхе вилнисем хушшинче чыссӑр виле те мӑшкӑл анчах пулса юлӗҫ: Вӑл вӗсене чӗнейми туса ҫапса ӳкерӗ, никӗсне хускатӗ, вӗсем вара пӗтмеллипех хӑрӑнӗҫ, вӗсене асап ҫитӗ, вӗсем этем асӗнче те юлмӗҫ; 20. вӗсем ҫылӑхӗсене шутлаттарма кайнӑ чухне сехӗрленӗҫ, ҫылӑхӗсем вӗсен умне тӑрӗҫ те вӗсене айӑплӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Аллипе йӗркесӗр ӗҫ туман, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ чее шухӑш тытман хайран та телейлӗ: ӗненнӗшӗн Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӑна ятарлӑ тивлет, питех те кӑмӑллӑ шӑпа тивӗ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Йӗркесӗр ҫынсем вара ӑсчахланса калаҫнӑшӑн, тӳрӗ ҫынна хисеплеменшӗн, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннӑшӑн хаса тӳсӗҫ: 11. ӑслӑлӑхран, ӳкӗтлесе каланинчен йӗрӗнекен — телейсӗр, вӗсен шанчӑкӗ — вырӑнсӑр, ӗҫӗ-хӗлӗ усӑсӑр, вӗсем мӗн туни — юрӑхсӑр.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.