Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗ, яланхи йӑлипе, таҫта инҫетри уйра ӗҫпе ӑшталанса, киле таврӑнайманччӗ-ха.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Аманнисене ҫыхмалли пӳлӗме тирпейлерӗҫ, моряксен ун чухнехи йӑлипе, борт хӗррисене парӑссемпе канатсен ҫыххисене хурса тухрӗҫ, — ку етресенчен мар пулин те, пульӑсенчен сыхлать.
VIII. 9-380 // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпӗ ҫак хӗрарӑм та ҫулҫӳревҫӗсене Исланди йӑлипе чуптӑвать пулӗ, тесе шикленсе тӑтӑм, анчах ахалех пулчӗ — вӑл пире хӑйӗн ҫуртне те питех ӑшшӑн мар йышӑнса кӗртрӗ.
XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Мӗскӗн этем саламлама аллисене те тӑсмасть, вӑл часрах пӑрӑнса чупса каять, Ганс хӑйӗн йӑлипе «телейлӗ пул», тенӗ сӑмахне те каласа ӗлкӗреймест.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вагонсемпе пӑрахутсем ҫинче, гостиницӑсемпе чарӑнса тӑмалли ҫуртсенче, пур ҫӗрте те вӑл хӑйне кӑмӑллӑн та лӑпкӑн тыткаларӗ, палламан ҫынсемпе хӑй малтан калаҫма пуҫларӗ, пуриншӗн те кӑмӑллӑ та ӑшӑ калаҫӑвӗпе, нумай ҫӳренӗ, нумай курнӑ ҫын йӑлипе вӑл ним хӑрамасӑрах ҫынсене хӑй енне ҫавӑрчӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӗҫӗ ҫавӑн пек! — тесе темле сасӑпа ответлерӗ те вӑл, ниепле те ӑнланма пулмарӗ: йӑнӑша йышӑнчӗ-ши вӑл, ответлессинчен пӑрӑнчӗ-ши, хӑй йӑлипе шӑпах мӗн хумхантарнине шӳтленипе пытарма хӑтланчӗ-ши?
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унтан хӑйӗн хӑнӑхнӑ йӑлипе, пӳрнисене сӑхсӑхса илме хатӗрленнӗ евӗрлӗ выляткаласа илчӗ те, харсӑррӑн йӑл кулса илсе тата аллипе сулса, пӳлӗмрен тухса кайрӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кун ӑнӑҫлӑ иртнӗ хыҫҫӑн каҫхине вӑл ашшӗ ҫурчӗн малти пӳлӗмӗнче ларать, вара вӗсем хӑйсен йӑлипе шӑкӑлтатса калаҫса канаҫҫӗ.Вечером удачливого дня он сидел в отцовской горнице и все по обычаю сумерничали, то есть отдыхали.
9. Хуратул икерчисем // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн тӳрленсе ҫитейменнине курсан, Авдотья ӑна хӗрарӑм йӑлипе хӗрхенме, ачана пӑхнӑ пек пӑхма пуҫланӑ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ӗлӗкхи йӑлипе, хускалмасӑр тӑнине пула куҫ тӗлне пулас мар тесе, Раевски ҫиле май ҫавӑрӑнса тӑчӗ те пирус тивертсе ячӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Астӑватӑн-и, Павел, эсӗ мана пӗрре ҫапла каласа ӑнлантарнӑччӗ: кам мӗнле пурӑнать, вӑл ҫавӑн пекех шухӑшлать; рабочи — ҫапла, тесе калать пулсан, хуҫа — апла мар тесе хурать, анчах рабочи — апла мар, тет пулсан, хуҫа вара хӑйӗн йӑлипе тем пулсан та — ҫапла! тесе кӑшкӑрать, тенӗччӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унтан вӑл хресченле йывӑррӑн ӗненес йӑлипе хушса хучӗ:
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унччен Петӗр уй-хир бригадирӗ пулнӑ май хӑйӗн ҫывӑх юлташӗпе Василипе хире кайса килме шутларӗҫ, хресчен йӑлипе тыр-пулсене пӑхса килмеллеччӗ ҫав.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Халӗ туртар-ха, — яланхи йӑлипе Егор кӗсйине аллине чикрӗ: Иван Михайловӑн хӑйӗн ӗмӗрне те пирус пулман.
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл пуринчен ытларах ахлататчӗ — ват ҫын йӑлипе пуль ӗнтӗ.Он вздыхал больше всех, но это уж, видать, по старческой своей привычке.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пӳрте кӗрес умӗн вӑл, яланхи йӑлипе, Маруська патне пынӑ та ӑна ачашласа купарчинчен ҫапкаласа илнӗ, унтан лашана хулӑн та ҫемҫе тутинчен чуп тума тӑнӑ.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Марья Николаевна хӑй йӑлипе ун ҫине кӑшт хӑяккӑнрах та куҫ айӗнчен пӑхса илчӗ.Марья Николаевна глянула на него, по своей привычке, несколько вбок и из-под низу.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Кам ку? — ыйтрӗ Санин пур вырӑс ҫыннисен те «пӗлесшӗн ҫуннӑ» лайӑх мар йӑлипе.— Кто это? — спросил Санин, по дурной привычке «любопытствовать», свойственной всем русским.
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл вӗретнӗ шыв пек вӗри кофене пӗр курка ӗҫрӗ те (кельнера вӑл ҫиллес сасӑпа хӑйне ӗнер «пӑр пек сивӗ» кофе пани ҫинчен аса илтерчӗ), сӑрӑ, кукӑр шӑллӑ ҫӑварне Гаван сигарине хыпса, хӑйӗн йӑлипе ҫывӑрса кайрӗ; Санин куншӑн питӗ хавасланчӗ, вӑл, ҫемҫе кавир тӑрӑх шӑппӑн утса калле-малле ҫӳренӗ май, Джеммӑпа епле пурӑнасси тата ун патне мӗнле хыпарпа таврӑнасси ҫинчен шутлама; пуҫларӗ, — Анчах Полозов, хӑй каланӑ тӑрӑх, ахаль чухнехинчен иртерех вӑранчӗ — мӗн пурӗ те сехет ҫурӑ ҫеҫ ҫывӑрчӗ… вӑл, пӑрлӑ зельтер шывне пӗр стакан ӗҫсен, сакӑр кашӑка яхӑн варени ҫӑтса ячӗ.
XXXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Йывӑррӑн утни илтӗнсе кайрӗ те клумба хыҫӗнчен хулпуҫҫийӗ урлӑ кутамкка ҫакса янӑ, ҫителӗклех самӑр господин, — ют ҫӗршыв ҫынни пулмалла, — утса тухрӗ, вӑл ҫулҫӳревҫӗсен чӑрсӑр йӑлипе сак ҫинче ларакан мӑшӑр ҫине пӑхса хыттӑн ӳсӗрсе илсе, малалла иртсе кайрӗ.
XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.