Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анчӗҫ (тĕпĕ: ан) more information about the word form can be found here.
Карабас Барабас урса кайнӑ пек йӑваланнӑ вӑхӑтра малтан Буратино, ун хыҫӗнчен Мальвина, Пьеро, Артемон тата хыҫалтан Карло ашшӗ чӑнкӑ чул пусма тӑрӑх ҫӗр тӗпӗнчи шӑтӑкалла анчӗҫ.

Пока Карабас Барабас катался, как бешеный, и рвал на себе бороду, Буратино впереди, а за ним Мальвина, Пьеро, Артемон и — последним — папа Карло спускались по крутой каменной лестнице в подземелье.

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Алӑкӑн ҫӗрсе пӗтнӗ хӑмисем ҫӗмӗрӗлсе анчӗҫ те, тӑватӑ полицейски хӑйсен шашкисемпе чанкӑртаттарса, пусма айӗнчи пӳлӗме ҫӗмӗрсе кӗрсе кайрӗҫ.

Гнилые половинки дверей сорвались с петель, и четыре бравых полицейских, гремя саблями, с грохотом свалились в каморку под лестницей.

Карабас Барабас пусма айӗнчи пӳлӗме ҫӗмӗрсе кӗрет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино, Алиса тилӗ тата Базилио аҫа кушак сӑрт ҫинчен анчӗҫ те хирсем урлӑ, виноградниксем урлӑ, хыр вӑрманӗ витӗр утрӗҫ.

Буратино, лиса Алиса и кот Базилио спустились под гору и шли, шли — через поля, виноградники, через сосновую рощу.

«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Пӗр ача ӗмӗртекен хӗрарӑмӑн куҫҫулӗсем те юхса анчӗҫ.

Одна кормилица даже прослезилась.

Комеди кӑтартнӑ чухне пуканесем Буратинона палласа илеҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Тутин кӗтессисем усӑнса анчӗҫ, ҫӑварӗ ҫурла пек кукӑрӑлса карӗ, тути ҫинчи ӳт-тирӗ сиккеленсе тӑнине тата чӗтрекен пӗркеленчӗкӗсем чӗлхесӗрех тем ҫинчен каланине курса тӑрасси шутсӑрах лайӑх марччӗ.

Углы губ опустились, рот изогнулся серпом, и было мучительно смотреть, как вздрагивает кожа на губах и безмолвно говорят о чем-то трепетные морщинки.

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗрре эпӗ куртӑм: кӑмакана лартса пӗҫернӗ сӗт чӳлмекӗ тытса вӑл пусма патнелле утса пычӗ, анчах сасартӑк унӑн урисем хутланса анчӗҫ, вӑл ларчӗ те пӗр картлашка ҫинчен тепӗр картлашки ҫинелле кӗрӗс-кӗрӗс тутарса, чӳлмекне алӑран ямасӑр пусма тӑрӑх аялалла анса карӗ.

Однажды я видел, как она, взяв в руки горшок топленого молока, подошла к лестнице, но вдруг ноги ее подогнулись, она села и поехала вниз по лестнице, грузно шлепаясь со ступеньки на ступеньку и не выпуская горшка из рук.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл куҫне хӗсрӗ те, сасартӑк унӑн хаяр сӑн-пичӗ йӑл кулнипе улшӑнса тӑчӗ, хӗвелпе пиҫнӗ тачка питҫӑмартийӗсем хум пек хӑлхисем патнелле выртрӗҫ, лаша шӑлӗсем пек пысӑк шӑлӗсене уҫса кӑтартрӗҫ, уссийӗсем ҫемҫен аялалла усӑнса анчӗҫ — вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, мӑнтӑр хӗрарӑм евӗрлӗ пулса тӑчӗ.

Он мигнул, и вдруг его свирепое лицо изменилось от широкой улыбки, толстые, калёные щёки волною отошли к ушам, открыв большие лошадиные зубы, усы мягко опустились — он стал похож на толстую, добрую бабу.

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Тул ҫутӑлни чылая кайсан, хӗнесе пӗтернӗ Йевта старике нимӗҫсем аялалла сӗтӗрсе анчӗҫ.

Поздним утром полумертвого и избитого старика Евту погнали к подножью горы.

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Партизансем вӑрман витӗр хӑвӑрт анчӗҫ, ҫул урлӑ каҫрӗҫ, уйсем урлӑ Морава тӑрӑх кӗпер патнелле кайрӗҫ.

Партизаны быстро спустились по лесу и направились через поля к Мораве, к мосту.

39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Каҫ пулас умӗн сӑртсем ҫинчен анчӗҫ те Расина еннелле кайрӗҫ.

Вечером они спустились с горы и пошли к Расине.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫав самантра тенӗ пекех йывӑҫсем ҫинчен темиҫе арҫын сиксе анчӗҫ те пулӑшма чупрӗҫ, анчах вӗсене хумсем ярса илчӗҫ, ҫавӑркаласа ҫӳрерӗҫ те вӑрманалла — пӗтме илсе кайрӗҫ.

Почти в ту же минуту несколько мужчин соскочили с деревьев и бросились на помощь, но волны подхватили их, закружили в водовороте и унесли в лес на погибель.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Темиҫе урам урлӑ иртсен вӗсем порта тухрӗҫ те шыв хӗррине анчӗҫ.

По узким, утопающим в грязи уличкам они вышли в порт, и спустились к воде.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Вавжонпа Марыся та ыттисем хыҫҫӑн трюма анчӗҫ.

Вавжон и Марыся вслед за другими спустились в трюм.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Йытӑпа ачан ҫыпӑҫуллӑ та вӑр-вар ӳчӗсем аяла, ҫул ҫине хӑвӑрт та ҫемҫен сиксе анчӗҫ.

Два гибких, ловких тела — собаки и мальчика — быстро и мягко прыгнули вниз на дорогу.

VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Шултра вӗри куҫҫуль тумламӗсем минтер ҫине юхса анчӗҫ.

Горячие крупные слезы закапали на подушку.

26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Пурте аялалла чупса анчӗҫ те тӑватӑ партизан ӑна шывран туртса кӑларчӗҫ.

Все, кто был на берегу, бросились к нему на помощь, четверо бойцов подняли его.

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Колхозницӑсем тамба ҫинчен анчӗҫ те хире пур тӗле те сапаланчӗҫ, трактор сӳри лекмен вырӑнсене: путӑксене хушӑксене, канавсене, тахҫан шыв юхтарса яма чавнӑ шырлансене кӗреҫесемпе, тимӗр кӗреплесемпе, сулмаклӑ катмаксемпе тикӗслеме-кӑпкалатма тытӑнчӗҫ.

Покинув дамбу, рассыпавшись по всему полю, колхозницы лопатами, железными граблями, увесистыми рогачами выравнивали те впадины, выемки, канавы и старые ложа водостоков, которые не одолела тракторная борона.

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Пӑрҫа пек тар тумламӗсем ун пичӗ тӑрӑх юха-юха анчӗҫ.

Капли холодного пота, словно мелкие рисовые зернышки, проступили у него на лбу.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Икӗ сехет тӗлнелле Сен-Жеромпа Володя аяла анчӗҫ, Николай ман валли апат илсе килчӗ, эпӗ унпа хам мӗн туса хуни тата мана мӗн кӗтни пирки калаҫу пуҫарсан: — Эх, ырӑ ҫыннам, ан кулянӑр, ҫил вӗрет-вӗрет те хӑех чарӑнать, — терӗ вӑл.

В два часа St.-Jérôme и Володя сошли вниз, а Николай принес мне обед, и когда я разговорился с ним о том, что я наделал и что ожидает меня, он сказал: — Эх, сударь! не тужите, перемелется, мука будет.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Апла пулсан акӑ сана!» — капӑрлатмалли фарфор, хрусталь япаласем урайне чӑл-пар сирпӗнсе анчӗҫ.

«Так вот же тебе!» — и все фарфоровые и хрустальные украшения с дребезгом полетели на пол.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed