Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыран the word is in our database.
Ыран (тĕпĕ: ыран) more information about the word form can be found here.
«Азамат! — терӗ Григорий Александрович: — Карагез ыран ман алӑра пулать; паян ҫӗрле Бэлӑна кунта илсе килмесен, эсӗ Карагеза нихҫан та кураймӑн…»

— Азамат! — сказал Григорий Александрович, — завтра Карагез в моих руках; если нынче ночью Бэла не будет здесь, то не видать тебе коня…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ыран каҫпа кӗтсе тӑр мана ҫав юхан шыв патӗнчи ту хушшинче: эпӗ унпа пӗрле кӳршӗ аула каятӑп, — вӑл вара санӑн пулӗ.

дождись меня завтра ночью там в ущелье, где бежит поток: я пойду с нею мимо в соседний аул, — и она твоя.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ыран лайӑх ҫанталӑк пулать! — терӗм эпӗ.

— Завтра будет славная погода! — сказал я.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ыран вара сире вырӑн тупса парӑпӑр.

А завтра найдем вам местечко.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӳртсене резинӑран туманнипе вӗсем сарӑлма пултарайманни пирки шеллесе философилле калаҫнӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен комендант ҫӗнӗ ҫынсене пирвай тӗл пулнӑ пӳртех тӗртсе кӗртсе ячӗ: — Ҫакӑнта ҫӗр каҫӑр, ыран йӗркине тупӑпӑр, — терӗ вӑл.

После философских рассуждений с самим собой о том, как жаль, что избы не резиновые и не растягиваются, комендант втолкнул наконец новичков в первый попавшийся «дом»: — Ночуйте здесь, а завтра разберемся.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл Алексея ыран ир, вӗҫмелли кун пуҫланнӑ тӗле пыма хушрӗ те, ӑна тӳрех тӗрӗслесе пӑхма пулчӗ.

Он назначил Алексею явиться к началу летного дня и обещал сейчас же «попробовать».

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ыран пирӗн пата хӑнана килеҫҫӗ!

Завтра у нас обедать!

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Григорий Иванович ӑна сывлӑш ҫавӑрса илме памасӑр, ыран Берестовсем иккӗшӗ те вӗсем патне хӑнана килесси ҫинчен пӗлтернӗ.

Григорий Иванович, не дав ей опомниться, объявил, что завтра будут у него обедать оба Берестовы.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ыран та тухма сӑмах пани ӑна пуринчен ытла канӑҫ паман: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн тупа тунӑ сӑмахне, тен, тытмасан та юрамӗ-ши, тесе шухӑшла пуҫланӑ.

Обещание, данное ею на завтрашний день, всего более беспокоило ее: она совсем было решилась не сдержать своей торжественной клятвы.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Акулина чунӑм, чуптӑвӑттӑм та эпӗ сана, хӑймастӑп. Ыран ҫак вӑхӑтрах килместӗн-и?»

«Милая Акулина, расцеловал бы тебя, да не смею. Так завтра, в это время, не правда ли?»

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Питӗрте ҫамрӑк ухмах хӗрсем пайтах, вӗсем паян атлас та бархат тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ, ыран пӑхатӑн — хупахран ҫаралса тухнисемпе пӗрле урам шӑлаҫҫӗ.

Много их в Петербурге, молоденьких дур, сегодня в атласе да бархате, а завтра, поглядишь, метут улицу вместе с голью кабацкою.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Атӑр, килӗрех, ырӑ ҫыннӑмсем, пурте ыран каҫ ман пата хӑнана килӗр; турӑ панипе хӑна туса ярӑп тетӗп, — ҫапла каланӑ та тупӑкҫӑ, кровать ҫине кайса выртса, часах харлаттарма тытӑннӑ.

Милости просим, мои благодетели, завтра вечером у меня попировать; угощу, чем бог послал, с этим словом гробовщик отправился на кровать и вскоре захрапел.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ыран хам авланни ҫирӗм ҫул тултарнине уявлатӑп, эпӗ сире тата сирӗн хӗрсене ман пата пӗлӗшле пырса апат ҫиме чӗнетӗп, — тенӗ.

Завтра праздную мою серебряную свадьбу, и я прошу вас и ваших дочек отобедать у меня по-приятельски.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ыран тухса каяс тенӗ чух Мария Гавриловна ҫӗрӗпех ҫывӑрман; вӑл хӑйпе илсе каймалли япаласене хатӗрленӗ, кӗпи-йӗмӗсене чӗркесе ҫыхнӑ; хӑйӗн ҫемҫе чӗреллӗ, хӗрхенчӗклӗ тантӑш хӗр-тусӗ патне пысӑк ҫыру ҫырса хатӗрленӗ, тата ашшӗпе амӑшӗ патне те ҫыру ҫырнӑ.

Накануне решительного дня Марья Гавриловна не спала всю ночь; она укладывалась, увязывала белье и платье, написала длинное письмо к одной чувствительной барышне, ее подруге, другое к своим родителям.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ыран персе вӗлеретпӗр, терӗҫ.

Сказали, что завтра расстреляют.

«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ун пеккисем фронтра, ҫынсем яланах хӑрушлӑх умӗнче тӑнӑ чух, паян санӑн пурнӑҫна хӑвӑн юлташу ҫӑлнӑ, ыран унӑн пурнӑҫне эсӗ ҫӑлнӑ ҫӗрте пулаҫҫӗ.

Такая дружба возникает на фронте, когда людям угрожает постоянная опасность, когда сегодня твою жизнь спасает товарищ, а завтра ты спасаешь его.

Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ыран ӑса кӗмесен, персе вӗлеретпӗр.

– Не образумишься до завтра – расстреляем.

VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Анчах та ыран вилӗ пулмаллисем сасартӑк скелетсем пулса тӑрас пулсан, кашӑксем тӑм тирӗксене перӗнсе шакӑртатни шӑмӑсем тата янах шӑммисем шакӑртатнӑ сасӑсем хушшинче путнӑ пулӗччӗ.

Но если бы вдруг в эту минуту те, кто будет мертв завтра, превратились в скелеты, звяканье ложек о глиняную посуду потонуло бы в хрусте костей и сухом лязге челюстей.

VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Анчах та, эх, ыран тем те пулма пултарать вӗт-ха!

Но эх, мало ли что может случиться завтра!

Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Тен, вӑл паян каҫхине каять, тен, ыран, тен, пӗр эрнерен е иккӗрен.

Может быть, сегодня вечером, может быть, завтра, может быть, через неделю или две.

Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed