Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ те эпӗ ним евӗрлӗ те мар, сехетсемпе минутсене шутламастӑп, хӗвел тухнипе хӗвел аннине пӗлместӗп, пӗр ҫакна ҫеҫ шутлатӑп: куртӑм-и — курман, куратӑп-и — курмастӑп, килсе кайрӗ-и — килмен, килет-и…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑйлӑн та хӑвӑрт тӑкса ярать те, кӗтмен ҫӗртен савӑннипе макӑракан ҫынӑн шултра ӑшӑ куҫҫуль пек, хаваслӑн сиккелеме тытӑнать; ҫумӑр чарӑнтӑр ҫеҫ — хӗвел каллех ӑшӑ куллипе юратса пӑхать, уй-хирсемпе сӑрт айккисене типӗтет, вара каллех мӗнпур ҫӗршыв хӗвеле хирӗҫ телейлӗн кулать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ӗмӗтпе киленес, ачашланас килчӗ; вӑл, тӳпенелле пӑхса, хӑй юратнӑ хӗвеле шырарӗ, анчах хӗвел чӑн тӳпене ҫитнӗ-мӗн те курӑнмасть, пӳрт стенине ҫеҫ куҫа йӑмӑхтармалла ҫутатать, вӑл анса ларни ҫеҫ Обломова чӳречерен курӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куликово уйӗнче пуҫа ҫавӑракан карусель ҫичӗ кун хушши, хӗвел тухса хӗвел аничченех янӑрарӗ, шавларӗ.В продолжение семи дней с полудня до заката гремела головокружительная карусель Куликова поля.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Шашлан» ҫаврака та илемлӗ пӗчӗк ҫупкамра питӗ ҫӑра ӳсекен ҫырлисем ӑшӗнчи кӗренӗн курӑнакан сӗткенӗ ҫинче хӗвел вылять, «хӗрлӗ мускат» ун пек мар: унӑн ҫырлине тӗксӗм тусан хупласа тӑрать, ҫавӑнпа вӗсем ҫине хӗвел ӳксе выляймасть.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петенька пысакланчӗ, ӳсрӗ, шӑпах ял ачи пулса тӑчӗ, сӑмсине те хӗвел ҫиекен пулчӗ, хӗвелпе пиҫӗхнӗ урисенчи ҫемҫе ҫӑмӗ те ылттӑн тӗслӗ пулса кайрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗвел пур ҫӗрте те куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатать, ӑҫта куҫ хыван, пур ҫӗрте те — капитан кӗперӗн карлӑкӗсем ҫинче, ҫилпе вӑйкӑнан хумсен кӑтра ҫилхисенче, шыва чӑмса кӗнӗ чайкӑн ҫунат вӗҫӗнче, пур ҫӗрте те хӗвел ҫути ялкӑшать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вырӑс лагерӗ ҫийӗпе хӗвел хӗрелсе хӑпарать, император, тухӑҫӑн йӑмӑх ҫуттипе ҫӑвӑнса: Акӑ вӑл Аустерлиц хӗвелӗ — тесе аллине ҫӗклет.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ан тив, аташчӑр, «сартутлӑ» тетчӗр, ан кӳрен — сана хӗвел юратать, хӗвел паллисем вӑл сан сӑмсу ҫинче.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мересьев: ку асӑрханакан капитан «хӗвел айне» кӗрет, кайран, хӗвел ҫуттинче курӑнми пулса, тӑшман патне ҫывӑхах тухса, ӑна сасартӑк тапӑнасшӑн пулмалла, тесе шутларӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем аэродром ҫинче хӗвел тухнӑ вӑхӑтран пуҫласа хӗвел аничченех лӑкӑртатнӑ, кустӑрма йӗрӗсем урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ уй ҫине хуть те хӑҫан пӑхсан та, кам та пулин вӗҫсе хӑпарнине е анса ларнине курма пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвел тухичченех ура ҫине тӑни, хӗвел ансан ҫеҫ ҫывӑрма выртни ӗмӗрлӗхех асӗнче юлнӑ.
Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№
Хула урамӗнче икӗ тӗрлӗ ҫутҫанталӑк: хӗвел хӗртсе пӑхнӑ енче симӗс ҫӳҫесемпе хурӑнсем, хӗвел лекмен енче хӗллехилле ҫара туратсем.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
Натюш урамра ачасемпе выляса чупса ҫӳретчӗ – сисмен те, ҫанталӑк тӗттӗмленсе килчӗ, тӑхлан тӗслӗ пӗлӗтсем хӗвел анӑҫӗнчен йӑтӑнса тухса хӗвеле хупларӗҫ те хучҫ.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Кам пултӑр этемӗн хӗвелӗ, Хӗвел ман ҫӗршывӑм кӑна.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Кам пултӑр этемӗн хӗвелӗ, Хӗвел — савнӑ мӑшӑр кӑна.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Мана пӗр хӗвелӗм ҫеҫ кирлӗ, - Хӗвел ҫеҫ вӑй патӑр мана.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
«Аникеево, Ҫыран, Атӑл, Асамлӑ, Хӗвел тухӑҫ (Хӗвел тухӑҫ поселокӗ), Кремечке, Декабристсен – мӑшӑр ен 2 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 12 №-лӗ ҫурт таран, мӑшӑр мар ен 1 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 23 №-лӗ ҫурт таран, Ахах, Изумруд, Калинин – 105 №-лӗ ҫуртран пуҫласа вӗҫне ҫитиччен (110 №-лӗ ҫуртсӑр пуҫне), Константин Федин, Лучезарнӑй, Лучистӑй, Мир, Халӑх, Нефтебаза, Оригиналлӑ, Отраднӑй, Панорама, Ҫыран ҫум, Тухӑҫ ҫум, Тухӑҫ ҫум 1-мӗш, Тухӑҫ ҫум 2-мӗш, Рельс ҫум, Прогрессивлӑ, Путепровод, Путепровод 1-мӗш, Путепровод 2-мӗш, Шуҫӑм, Кӗмӗл, Пир-авӑрҫӑсен, Тютчев, Энергетиксен, Якимово, Якимово ҫырми, Якимово ҫырми 1-мӗш, Якимово ҫырми 2-мӗш.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗ Дмитрий Анатольевич Медведев хутшӑннипе «Хӗвел» заводра хӗвел модулӗсем туса кӑларакан ҫӗршыври пӗрремӗш производствӑна хута янӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
8. Тӑваттӑмӗш ангел хӑй куркине хӗвел ҫине тӑкрӗ — ӗнтӗ хӗвеле хӑйӗн вут-ҫулӑмӗпе ҫунтарма ирӗк панӑччӗ.8. Четвертый Ангел вылил чашу свою на солнце: и дано было ему жечь людей огнем.
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.