Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Халӗ the word is in our database.
Халӗ (тĕпĕ: халӗ) more information about the word form can be found here.
Халӗ кӗтсех тӑр, чир пек тапса килӗҫ.

Теперь жди, валом попрет.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӑҫта иккенни те паллӑ мар халӗ.

А где она теперь — тоже неизвестно.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта вӑл халӗ кашни кунах ачасене пулӑшма — ҫум ҫумлама, йӑран купалама, шыв сапма ҫӳрерӗ.

Теперь он приходил сюда почти каждый день, помогал ребятам полоть, окучивать, поливать.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ, Саня, ӑҫталла ҫул тытас, тетӗн?

— А теперь, Саня, у тебя дорожка какая?

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ пӑрӑнмастӑп, — Санька намӑсланса аяккинелле пӑхрӗ.

— Теперь не качнусь, — Санька сконфуженно отвел глаза.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн халӗ аҫусӑр юлнипе пӗр-пӗриншӗн тӑмалла, килӗштерсе пурӑнмалла!

Нам теперь без отца вот как друг за дружку держаться нужно!

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ никам та тытса чарас ҫук…

— Теперь уж держать некому…

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ халӗ те сыхласах тӑратӑп…

— Я и так настороже…

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан ывӑлӗ колхозран пӑрӑнма тӑчӗ, халӗ амӑшӗ, тейӗҫ.

Вот, скажут, cначала сынок из колхоза откачнулся, теперь матка.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ колхоз тыррипе кӑна тӑранса пурнаймастӑн вӗт.

На колхозных хлебах теперь не проживешь.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ вӑл, ӗлӗкхи пек, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах бригада членӗсене пуҫтарма тухса чупмасть, кӑмака умӗнче вӑрахчен мӗштӗртетет те пӗр сӑлтавсӑр-мӗнсӗр пӳртре ҫаврӑнса ҫӳрет.

По утрам она не бежала чуть свет, как раньше, собирать на работу членов звена, а долго возилась у печки или бесцельно бродила по избе.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ хурт ҫӑвӑрне алӑпах тытса илме пулать.

Теперь до пчелиного роя можно было достать рукой.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ унӑн ансӑр, илемсӗр чӗн пиҫиххи ҫеҫ, гимнастеркипе, лоткине тӑхӑнсан килӗшсех те каймасть вӑл.

Сейчас у него лишь неказистый узкий ремешок из сыромятной кожи, который так не подходит к пилотке и гимнастерке.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта унӑн ашшӗ пурӑннӑ, халӗ амӑшӗ ӗҫлет.

Здесь жил его отец, сейчас трудится мать.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ математикӑпа кая юлнисемпе Надежда Петровна ӗҫлет.

Сейчас с отстающими по математике занимается Надежда Петровна.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ кунталла пӑх, — учитель ял еннелле кӑтартрӗ.

— А теперь сюда посмотри, — учитель показал на деревню.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ чирлемелли вӑхӑт мар.

Сейчас болеть не время.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ, эсӗ ҫакӑн пек хӑналассине кӗтме пуҫлатӑп.

— Теперь буду ждать, когда ты меня такими же угостишь.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мучипе учитель савӑнса кайрӗҫ, пире вара: «Халӗ нимӗнле хулӑ та кирлӗ мар, ку вӑл ӳкмен тулӑ. Хӑех тӑрать-ха акӑ!» терӗҫ.

Дедушка с учителем обрадовались и говорят нам: «Не надо теперь никаких хворостинок, это неполегающая пшеница. Сама встанет».

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, вӑхӑчӗ урӑхрах пулсан, ҫак сӑмахсенчен кулнӑ та пулӗччӗ Санька, анчах халӗ вӑл тулӑ умне шӑппӑн чӗркуҫленсе ларчӗ.

В другое время Санька, может быть, и посмеялся бы над таким странным разговором, но сейчас он молча опустился перед посевами на корточки.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed