Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килнӗ (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Михайловкӑри ӑстаҫӑсен опытне вӗренме Уфа районӗнчи Алексеевка ятлӑ кӳршӗ ялтан пуҫаруллӑ ушкӑн килнӗ.

Help to translate

Пушкӑртра волонтер центрӗнчи ҫынсем маскировка сеткисем ҫыхас енӗпе ӑсталӑх класне ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3778477

Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлес текенсене патшалӑх мӗн май килнӗ таран пулӑшса пыма тӑрӑшать.

Help to translate

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ // Оксана Козина. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d3%97%d2%a ... %80%d3%97/

Кейп-Код ҫинче Европӑран куҫса килнӗ ҫнсен Ҫурҫӗр Америкӑри чи малтанхи ял-хулисем вырнаҫнӑ пулнӑ.

На Кейп-Коде располагались одни из первых поселений европейцев в Северной Америке.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Ал ӗҫӗпе яланах аппаланас килнӗ, анчах вӑхӑт ҫитмен.

Очень хотелось заниматься рукоделием, но всегда не хватало на это времени.

Ватӑсем сумка ҫӗлеҫҫӗ тата ҫыхаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38116.html

1620 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Кейп-Код сӑмсахӗн бухти патӗнче (халӗ Провинстаун вырнаҫнӑ вырӑнта) пилигрим ашшӗсем пилӗк пурӑнса ирттернӗ, вӗсем Англирен «Мэйфлауэр» карап ҫинче ишсе килнӗ.

В ноябре 1620 года у бухты мыса Кейп-Код (там, где сейчас находится Провинстаун) провели пять недель отцы-пилигримы, приплывшие из Англии на корабле «Мэйфлауэр».

Кейп-Код (кӳлмек) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... %B5%D0%BA)

Куҫ умӗнчех: эп салтакран килнӗ чух йӑмра-асатте айӗнче хуп-хура куҫлӑ, пӗ-ӗ-ӗчӗкҫеҫ чиперкке тӑп-тӑп пускаласа ҫӳретчӗ.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Тепрехинче ашшӗпе амӑшӗ, шӑллӗпе Вихтӗр тенкел ҫинче ларатчӗҫ, халь анчах лавккаран илсе килнӗ радио калаҫнине итлетчӗҫ.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ кӑнтӑралла вӗҫекен хуркайӑксем ялан ытларах ҫуйхашаҫҫӗ, кунталла килнӗ чух, ҫуркунне, сас-чӳсӗр ана-ана лараҫҫӗ.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ара, куккӑшне питӗ курасси килнӗ мар-и…

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Виктор Прокопьев парафинпа ӑвӑс туянма пулӑшнӑ, ҫавӑн пекех ӑвӑс Юрий Иванов илсе килнӗ.

Help to translate

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3770916

Кун-ҫул кустӑрми ентеше тӑван ене ҫавӑрса ҫитернӗ, ҫемйине ҫӗнӗ кайӑксем те вӗҫсе килнӗ.

Help to translate

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

Пӗлтӗр, сӑмахран, Шупашкара Атӑл тӑрӑх 90 пине яхӑн ҫын килнӗ.

Help to translate

Атӑл тӑрӑх ҫул хывӗҫ // Каҫал ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... b%d0%b2ec/

Ушкӑна Чӑваш Енри ассоциацин ертӳҫи Юрий Иванович Петров ертсе пынипе стройпа Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Патӑрьел, Елчӗк округӗсенчен тата Ульяновск облаҫӗнчен килнӗ представительсем утса иртрӗҫ.

Help to translate

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Отрядсене парада тухма команда параканӗ — ҫар операцийӗнчен отпуска килнӗ Александр Обручков (Аслӑ Елчӗк) лейтенант.

Help to translate

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Ирхине вӗсем Таяпа Энтринчи Анатолий Петровӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн уйӗсене ҫитсе килнӗ.

Help to translate

Ҫирӗп контроль кирлӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 80%d0%bbe/

Аякран килнӗ хӑнасене вырӑнти ҫынсем ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.

Help to translate

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче больницӑна ҫамрӑк медсестрасен пӗр ӑрӑвӗ кӑна мар килнӗ, нумайӑшӗшӗн вӑл наставник пулнӑ, ҫамрӑк специалистсене малалла та пулӑшать.

Help to translate

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Яла ҫамрӑк специалистсем килнӗ, ӗҫӗ йывӑр пулсан та, пурте колхоза васканӑ.

Help to translate

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Ҫакна республикӑра «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне пурнӑҫланине пула тума май килнӗ.

Help to translate

Пушкӑртри Верхний Гулюм ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3763306

- Ун чухне манӑн аттепе аннене питех те йывӑр килнӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed