Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Антун (тĕпĕ: ант) more information about the word form can be found here.
Тулӗк сирӗн хӑтасене те илсе килмеллеччӗ, — ҫав хушӑрах пӑшӑрханчӗ Антун хунямӑшӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун ӗҫ-пуҫ ҫапла ҫаврӑнса килессе малтанах шутласа хунӑ пулас, хайхи кӗрӗк кӗсйинчен пӗр кӗленче «Красный восток» туртса кӑларчӗ те: — Ма кӗрес мар, кӗрес, ахальтен ӑшӑтса ҫӳрерӗм-им ҫак эрехе, — терӗ, ҫавӑнтах тилхепене сулахай енчен туртрӗ те ывӑнма пӗлмен Тӑвӑл сарлака урама чуппине чакармасӑр вӗҫтерсе кӗчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Шӑллӑм, пӑрах ачапчалла аппаланма, атя пирӗнпе! — лаша чарсах чӗнчӗ ӑна Антун.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Яснӑ?! — арӑмӗ енне пуҫне пӑрса, мӑнкӑмӑллӑн кӑшкӑрчӗ Антун.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун ӑйӑрӗ вӗсене таптас мар тесе хӑех ҫулран пӑрӑнчӗ, юра-мӗне пӑхмасӑр вӑшлаттарса иртсе кайрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атя, иртсе каяр ҫав каппайчӑкран, — сӗнчӗ Антун, савнӑ мӑшӑрӗ килӗшессе кӗтмесӗрех тилхепене хӗреслетсе, ӑйӑра купарчаран ҫатлаттарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— А ну, Тӑвӑл тусӑм, яра пар! — мӑшӑрӗпе юнашар ларса ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрмен ӑйӑра пушӑпа хӑмсарчӗ Антун.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюк калинккерен йӑпӑрт тухрӗ ҫеҫ, Антун ӑна тытрӗ те утӑ тултарнӑ ҫуна ҫине вӑшт кӑна йӑтса лартрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӑмака карнисӗ ҫине чалӑштарса тӑратнӑ куҫкӗски умӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра Антун картишне тухрӗ, Тӑвӑла васкамасӑр, киленсе кӳлчӗ, пӗкке тахҫан ҫак ӗмӗтпех Нурӑс пасарӗнчен туянса килнӗ хӗрлӗ те кӑвак пурҫӑн хӑюсемпе эрешлетрӗ, ункӑран йӗс шӑнкӑрав ҫакса ячӗ, унтан, хапха уҫса, ӑйӑра урама кӑларса тӑратрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакна пӑхса ларакан Антун, хӑйӗн стаканне пӗр-иккӗ сыпсах пушатнӑскер, телейне ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр савӑнса кулчӗ, машӑрне хулпуҫҫинчен ҫатӑр ҫупӑрласа хай ҫумне пӑчӑртарӗ те: — Эх, Санюк, пӑрчӑканӑм, пурӑнатпӑр пурнӑҫа! — терӗ саванӑҫлӑн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кам куртӑр пире, иксӗмӗр кӑна-иҫ килте, — каллех ӑшшӑн та юратса кулчӗ Антун.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тархасшӑн, тем ан аташ, Антун, ҫын курсан, мӗн калӗ, — вӑтанчӗ Санюк.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Атя, ларсам, Санюк, юнашар… — мӑшӑрне каллех пилӗкӗнчен ыталарӗ Антун.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӑварни кунӗ, арӑмӗ сӗтел ҫине пӗр ывӑс икерчӗ пырса хурсан, Антун ӑна пилӗкӗнчен ачашшӑн ыталаса тытрӗ те: — Атя, Санюк, пӗрле ларса ҫиер, праҫник ячӗпе ҫуршар стакан эрех те ӗҫер, вара катаччи чупма тухӑпӑр, тӗнчене тӗлӗнтерӗпӗр. Яснӑ? — терӗ кӑмӑллӑн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун вара халӑха малашне татах тӗлӗнтермӗшсем кӑтартӗ-ха.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун Тӑвӑла халӑх умне ытахаль кун мар, ҫӑварнире кӑларма шут тытрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ашшӗ пулӑшнипе Антун хайхи шинласах, эрешлетсех чаплӑ кӑна хыҫлӑ ҫуна ӑсталарӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑрантарчӗ вара Антун утне, киввине пӑрахӑҫласа, ҫӗнӗрен Тӑвӑл ят хунӑскере.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун, ӗнтӗ юлашки укҫипе темелле, сӗлӗ туянчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун пурпӗр кулянмарӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed