Шырав
Шырав ĕçĕ:
Атте пулман манӑн, эпир аннепе иккӗнех пурӑннӑ.
29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Айта, аннепе паллаштарам.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вара манӑн ӗнер аннепе пурнӑҫра пӗрремӗш хут тавлашмалла пулчӗ, тата чылаях хӗрӳллӗн, — вӗҫлерӗ Дмитрий сӑмахне, вӑл хӑй епле тавлашнине аса илчӗ пулас, мӑйне шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек хускаткаларӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аннепе ман хушӑра пӗрпеклӗх пачах ҫуккине эпӗ тӗп-тӗрӗс пӗлетӗп пулин те, Lise тӗрӗс тесе ответлерӗ.Lise сказала, что правда, хотя я знаю наверно, что во мне не было ни малейшего сходства с матушкой.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Эпӗ хамӑн аннепе атте ывӑлӗ мар, Володя шӑллӗ мар, телейсӗр тӑлӑх, пӑрахса хӑварнӑ ҫӗртен хӗрхенсе илсе кӗнӗ ача пултӑм пулӗ», — терӗм эпӗ хама хам, ҫак айванла шухӑш мана темле хурлӑхлӑн лӑпкарӗ ҫеҫ мар, пӗтӗмпех тӗрӗссӗн туйӑнчӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпир аннепе иксӗмӗр кашни ытларикунпа эрнекунах лаша кӳлсе Тверской урамне уҫӑлса ҫӳреме тухатпӑр.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Клавье аппапа манӑн пӗрре те тӗл пулассӑм килместчӗ, мӗншӗн тесен вӑл мана курнӑ-курман Маришкӑпа — хам аннепе — танлаштарма тытӑнатчӗ.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Пӗррехинче ҫапла эпир аннепе савӑт-сапа сутакан магазина кӗтӗмӗр.
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпӗ ӑна аннепе атте сывлӑхӗ ҫинчен, атте амӑшӗн — асаннен — сывлӑхӗ ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартрӑм…А я подробно рассказывал ему про здоровье мамы, и папы, и папиной мамы, то есть моей бабушки…
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Пӗррехинче, вырсарникун, эпир аннепе иксӗмӗр Химкине кайрӑмӑр.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпир аннепе иксӗмӗр демонстрацине кайрӑмӑр.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унта, Аляскӑра, ман тӑвансем пур, аннепе пӗр тӑванӗн ывӑлӗ…
Пограничниксемпе тӗл пулни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Аннепе иксӗмӗр сукмакпа пыратпӑр.
21 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Аннепе йӑмӑк Российӑран мана курма килнӗ, — кӑмӑллӑн ӑнлантарать вӑл йӗри-тавра тӑракансене.— Мама и сестра приехали из России меня навестить, — просто объяснил он окружающим.
Стокгольмри тӗлпулу // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Эпӗ купӑс кӑларасса кӗтетӗп, анчах кукка купӑс ҫинчен аса та илмест, пӗрмай аннепе калаҫать.Я жду, когда дядя вытащит гармонь, но дядя о гармони и не говорит, все время с мамой беседует.
Купӑста // Сергей Мерчен. Ялав, 1955, 9(117)№, 3 стр.
Аннепе йӑмӑкӑм та пӳртрен чупса тухрӗҫ.
Купӑста // Сергей Мерчен. Ялав, 1955, 9(117)№, 3 стр.
Салтака каятӑп вӗт, аннепе те арӑмпа та сывпуллашсах тухса килтӗм…Ведь я в солдаты иду, совсем распрощался с матушкой, с хозяйкой…
VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Эпӗ унран инҫех мар выртса аннепе Анюта ҫинчен шухӑша кайрӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Акӑ ӗнтӗ эпир аннепе курса калаҫнӑранпа виҫӗ уйӑха яхӑн иртсе кайрӗ.И вот прошло уже около трех месяцев после моего свидания с мамой.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мана аннепе юнашар айва йывӑҫҫи айне тулли сӗтел хушшине кӗртсе лартрӗҫ те эрех тултарса пачӗҫ.Меня усадили рядом с матерью за накрытый стол под айвой, налили вина.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.