Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухне the word is in our database.
чухне (тĕпĕ: чухне) more information about the word form can be found here.
Вӑл электроприборпа усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман.

При пользовании электроприборами он не соблюдал правила пожарной безопасности.

Эрехе пула - пушар // В.КИРИЛЛОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Есения тантӑшӗ Вероника та шурӑ хутпа киҫтӗк алӑра чухне тулли кӑмӑлтан ӳкерет.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫамрӑк юрӑҫ Резил Шарафутдинов илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ чухне куракансем пӗрле юрларӗҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫапах хӑшпӗр чухне ӑнать: тепӗр ушкӑна вӑрман мулкачӗ савӑнтарнӑ.

Help to translate

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

2015 ҫулхи ҫуркунне заповедник сотрудникӗсем виҫҫӗшӗпе ешӗллӗхри ҫул урлӑ каҫнӑ чухне тӗл пулнӑ, шутлав тапхӑрӗ пуҫланиччен пӗри фотооб Йӗлтӗрсене сӗтӗрсе малаллах каятпӑр.

Help to translate

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫурхи шыв кайнӑ чухне пӗтӗм гидросооруженишӗн муниципалитет йӗркеленӗвӗсем яваплӑ.

Help to translate

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Рейтинг хаклавӗсене палӑртнӑ чухне ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли ӗҫсен индексӗсене /атмосферӑри сывлӑш, шыв, биопуянлӑх/, промышленноҫ-экологин /йӑлари хытӑ каяш, промышленноҫ ӑпӑр-тапӑрӗ, бизнес яваплӑхӗ, промышленноҫ предприятийӗсен таврашӗ/, социаллӑ экологин /этем пурӑнакан тавралӑх, информаци-психологи лару-тӑрӑвӗ, саккун тата влаҫ/ индексӗсене тата пӗрлехи индекссене тӗпе хураҫҫӗ.

Help to translate

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӑл шкулта вӗреннӗ чухне ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине юратса ҫӳренӗ.

В школьные годы она с удовольствием посещала секцию вольной борьбы.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Светлана Арсентьева пуҫлӑх отпускра чухне унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑран чылай ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама тивет.

Многие вопросы приходится решать незамедлительно, исполняя обязонности начальника Свеланы Арсентьевны, когда она в отпуске.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗренӳ пайӗн пӗр автомашина кӑна та, вӑл пушӑ мар чухне хӑйӗн транспорчӗпе ҫула тухать.

У отдела образования только одна машина, поэтому иногда в дорогу выходит на своем транспорте.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Ӑнланатпӑр-ха, бюджетра хальлӗхе укҫа ҫителӗксӗр. Ҫапах ӗненӗве ҫухатмастпӑр, йывӑр вӑхӑт иртетех. Ун чухне пирӗн ыйтусене татса пама пултарӗҫ», - тет Юрий Ефимович.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сиплевҫӗсен кун пек чухне асӑрхануллӑрах пулмалла, ҫынсене тӗрӗс те тӗплӗнрех ӑнлантарса парасси ҫинчен шухӑшламалла.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Инвалидсене ӗҫе вырнаҫтарнине те шута илеҫҫӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кун пек чухне вӗсен тытӑм уставне пӑхӑнмалла.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Мордвинов вара ун чухне хӗрӗх тултарнӑ.

Мордвинову тогда исполнилось сорок.

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӑл пур чухне тӗнче те ҫутӑрах, сар хӗвел те ӑшӑрах пӑхать пек туйӑнать.

Когда она рядом, кажется, что и мир светлее, и солнце светит теплее.

Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4

Пӗрремӗш тӗлпулурах (вӑл ун чухне больницӑра сипленетчӗ): «Эсӗ манӑн анне пулатӑн-и? Мана кунта бӑ-бӑ (укол тунине ҫапла калатчӗ) тӑваҫҫӗ, илсе кай-ха», — тесе ман пата ыткӑнни куҫран та каймасть, хӑлхаран та тухмасть.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Аслӑ хӗрӗме хамӑр ҫемье членӗ тӑвас тенӗ чухне мӑшӑрӑмпа ҫав тери пӑлхантӑмӑр.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

— Ҫамрӑк чухне пӗчӗк пепкесен больницинче ӗҫленӗрен, хӑйсен ачине пӑрахса хӑваракансенчен тӗлӗнеттӗм.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Чылай чухне районти олимпиадӑсемпе тӗрлӗрен конкурсра палӑракан хастар хальхинче хӑйӗн професси ӑсталӑхӗпе педагогӑн маҫтӑрлӑхне ҫӗршывӑн тӗп хулинчех, Мускаврах, кӑтартма май тупнӑ.

Help to translate

Учитель танлăн утать, пурнăç таппинчен юлмасть // Хаҫат редакцийӗ. «Авангард», 2016, пуш, 4

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed