Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тепӗр the word is in our database.
Тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) more information about the word form can be found here.
Хамӑн хурӑн хуппи пуракне лайӑх тавҫӑрса пӑхсан, эпӗ тата тепӗр япала тупрӑм: мӑйӑр хӳтлӗхӗнче — ну, кам ӑна шухӑшлама пултарӗ? — эрешмен вырнаҫнӑ, вӑл пӗтӗм пурак ӑшне хӑйӗн ҫипписемпе каркаласа тухнӑ.

Разглядывая свою берестяную трубочку, я сделал ещё одно открытие: под прикрытием ореха поселился — кто бы мог подумать! — паучишко и всю внутренность трубочки затянул своей паутинкой.

Хурӑн хуппи пуракӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 94 с.

Вӗсем пиртен пӗртте хӑрамаҫҫӗ, анчах пит хытӑ пӑшӑрханса, пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине вӗҫсе лараҫҫӗ.

Нас они нисколько не боялись, порхали с ветки на ветку в большой тревоге.

Вӑрманти ҫуртсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 88–91 с.

Тепӗр йывӑҫӑн типсен хуппи ҫӗр ҫине ӳкет, ҫара йывӑҫ ҫавӑнпа вара час ҫӗрет те пӗтӗмӗшлех ӳкет, хурӑнӑн хуппи сӗвӗнсе ӳкмест; ҫав сӑмалаллӑ, тулашӗнчен шурӑ хупӑ — курӑс — шыв витмен хупӑлча пулса тӑрать, йывӑҫ, вилнӗ пулсан та, нумайччен чӗрӗ пекех тӑрать.

Другое дерево, засохнув, роняет на землю кору, и оттого непокрытая древесина скоро гниет и все дерево падает; у березы же кора не падает; эта смолистая, белая снаружи кора — береста — бывает непроницаемым футляром для дерева, и умершее дерево долго стоит, как живое.

Вӑрманти ҫуртсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 88–91 с.

Акӑ йывӑҫсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатма пуҫлаҫҫӗ: шурӑ шупӑр тӑхӑннӑ хурӑн тепӗр шурӑ хурӑнпа инҫетрен калаҫса илет; ҫамрӑк ӑвӑс уҫланкӑ варрине симӗс ҫурта пек тухса тӑнӑ та хӑй пекех тӳрӗ ҫурта пек ҫамрӑк ӑвӑса турачӗпе сулса хӑй патне пыма йыхӑрать; пӗр ҫӗмӗрт йывӑҫӗ тепӗр ҫӗмӗрт йывӑҫне сарӑлнӑ папкаллӑ туратне тӑсса парать.

И вот начинают шептаться между собой деревья: берёза с другой берёзой белой издали перекликаются; осинка молодая вышла на поляну, как зелёная свечка, и зовёт к себе такую же зелёную свечку- осинку, помахивая веточкой; черёмуха черёмухе подает ветку с раскрытыми почками.

Йывӑҫсем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 87–88 с.

Унтан тӑрна вӗҫсе килчӗ, вӑл шывӑн тепӗр енне, сарӑ шурлӑха, тункатасем хушшине ларчӗ те уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ.

Прилетел к нам в гости журавль и сел на той стороне речки, в жёлтом болоте, среди кочек, и стал там разгуливать.

Хӑнасем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 84–85 с.

Кӑткӑсен пӗр ушкӑнӗ ҫӳлелле чупать, тепӗр ушкӑнӗ аялалла чупать.

Одна полоса муравьев бежала вверх, другая вниз.

Кӑткӑсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 73–74 с.

Вӑл вара тепӗр разведчикшӑн кӗпер вырӑнне пулса тӑнӑ.

В свою очередь, он делался мостом для следующего разведчика.

Кӑткӑсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 73–74 с.

Тепӗр разведчик малалла каймашкӑн хӑйӗн юлташӗн виллипе усӑ курнӑ.

Следующий разведчик пользовался трупом своего товарища, чтобы продвинуться вперед.

Кӑткӑсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 73–74 с.

Мулкач хӑранӑ, ҫав вӑхӑтра ун куҫӗ умӗнче тепӗр турат, виҫҫӗмӗш турат хускалать, усӑнтарса антарнӑ юр купинчен хӑтӑлса, чӑрӑш тӑрри сиксе хӑпарать.

Зайцу страшно, а тут на глазах его другая, третья ветка шевельнулась и, освобождённая от снега, подпрыгнула.

Хӗрӳ сехет // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 72–73 с.

Мастерсем мана часах ҫавӑн пек пӳрт туса пачӗҫ; унӑн чӳречисене кантӑкран мар, фанерӑранах тунӑччӗ: фанерӑна пӗр еннелле тӗртетӗн — уҫӑлать, тепӗр еннелле тӗртетӗн — хупӑнать.

Мастера мне скоро сделали такой домик с выдвижными щитами для окон: задвинешь щитки — и в домике делается полная тьма.

Кустӑрмасем ҫинчи пӳрт // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 69–71 с.

Тепӗр кун ирхине, тул ҫутӑлма пуҫласанах, эпӗ ҫӳлте вӑл тӗпсакайӗнче чупкаласа ҫӳресе хӑйне майлӑ шӑхӑрма тытӑннине илтрӗм.

Рано утром на следующий день, когда только что стало светать, слышно мне было наверху, как он там, в подполье, забегал.

Ӑсан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 63–66 с.

Чакаксем кӑшкӑрнинчен, вӗсем пӑшӑрханса пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине сике-сике ларнинчен, чакаксен пурнӑҫӗ-йӑлинче чакак хӳресӗр юлнинчен ытла урӑх пысӑк мӑшкӑл пулманни лайӑх курӑнса тӑнӑ.

И было видно по всему сорочьему стрекотанию, по всей суете, что нет в сорочьем быту большего сраму, как лишиться сороке хвоста.

Ҫӑмӑлттай // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 57–61 с.

Вӑл шӑмма ярса илнӗ те тепӗр енне ҫаврӑнса тӑма та ӗлкӗрнӗ, унтан ҫуначӗсемпе ҫӗре ҫапса вӗҫме пикеннӗ.

Она схватила кость и даже успела повернуться в другую сторону, успела ударить по земле крыльями, поднять пыль из-под травы-муравы.

Ҫӑмӑлттай // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 57–61 с.

Анчах Вьюшка Ҫӑмӑлттай шухӑшне лайӑх ӑнланнӑ, вӑл ун ҫине ыткӑнмарӗ кӑна мар, хӑйӗн ҫивӗч куҫӗсемпе Ҫӑмӑлттая асӑрхаса, тепӗр еннелле пӑхса илчӗ; унта тӗрӗс ҫур ункӑ пек тӑрса — пӗрре сиксе, тепре шухӑшланӑ пек чарӑнса, — ултӑ ӑслӑ чакак чӗппи тапӑнса килнӗ.

Вьюшка, однако, замысел Выскочки хорошо поняла и не только не бросилась на нее, но, заметив Выскочку косым глазом, освободила кость и поглядела в противоположную сторону, где правильным полукругом, как бы нехотя — скок! и подумают — наступали шесть умных сорок.

Ҫӑмӑлттай // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 57–61 с.

Вьюшка пӗр чакак еннелле ҫаврӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра тепӗр чакакӗ ҫӑварӗпе — кап! хыпрӗ те шӑмма йӑтса кайрӗ.

Когда же Вьюшка повернула голову к одной — хвать! другая сорока с другой стороны хвать! — и унесла косточку.

Ҫӑмӑлттай // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 57–61 с.

Тепӗр кӑсӑйи ик-виҫ утӑм аяккарах, турат ҫинче чӗриклетсе ларать.

А другая гаечка сидела на ветке в двух-трех шагах и попискивала.

Кӑсӑясем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 53–55 с.

Унтан эпӗ майӗпен тепӗр енчен ҫаврӑнса вӑрттӑн пытӑм та, хӳре курӑнса тӑракан вырӑна алӑпа хупласа хутӑм.

Тогда я тихонечко заплел с другой стороны, подкрался и то место, где торчит хвостик, покрыл ладонью.

Кӑсӑясем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 53–55 с.

Эпӗ ҫав ҫӳппе кӑларнӑ чухне тепӗр куҫа та ҫӳпӗ лекрӗ.

Пока я ее вынимал, в другой глаз еще попала соринка.

Кӑсӑясем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 53–55 с.

Урисемпе чик-чик-чик тутарчӗҫ те — шывӑн тепӗр енне каҫрӗҫ кайрӗҫ.

Чик-чик-чик ножками — и на той стороне.

Текерлӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 51–53 с.

Ку вӑл хӑйӗн шурлӑхри тусӗсене сасӑ парса систерет; пӑхатӑн, унта кӑвакалсем сунарҫӑ ҫывхарнине туйса илнӗ те вӗҫсе каяҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте тӑрнасем ҫуначӗсене сарса, вӗҫсе кайма хатӗрленеҫҫӗ, лере кӗшпӗлсем вӗҫе-вӗҫе тухаҫҫӗ.

Это она дает знать всему болотному населению; глядишь — там утка не в меру вылетела, а там журавли замахали крыльями, там стали вырываться бекасы.

Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed