Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илеҫҫӗ (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Ялхуҫалӑх производство предприятийӗсем, хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗсем ҫураки ирттерме «Россельхозбанк» ОООран кредит илеҫҫӗ.

Предприятия сельскохозяйственного производства, крестьянских (фермерских) хозяйств для проведения весенне-полевых работ берут кредиты в ООО «Россельхозбанк».

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Авӑ, шкул сукмакне такӑрлатнӑ тапхӑра аслисем те ӑшшӑн аса илеҫҫӗ.

Help to translate

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫак чир сӑлтавӗсем мӗн пӗчӗкренех, ачасене тантӑшӗсемпе танлаштарма пуҫланӑ вӑхӑтрах, вӑй илеҫҫӗ.

Help to translate

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Кун пек чухне ӑна Раҫҫейри уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине тӗпе хурса шыраса илеҫҫӗ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Хальхи вӑхӑтра унашкаллисене салтака та илеҫҫӗ», — шухӑшланӑ хӗрарӑм хӑйӗн ӑшӗнче.

Help to translate

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗр-пӗрне тӗл пулсан арҫынсем хӑш вӑхӑта ытларах аса илеҫҫӗ тетӗр?

Help to translate

Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫак уявпа пӗрлех хӗле ӑсатса ҫуркуннене те кӗтсе илеҫҫӗ.

Help to translate

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пылак ҫимӗҫе ытларах Тукай Мишер тутарӗсем нумай илеҫҫӗ.

Help to translate

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫуркунне вӗлле хурчӗсем кӑчкӑран, ҫӳҫерен пыл илеҫҫӗ.

Help to translate

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пӗрремӗшне 70 ҫула яхӑнах, «Коммунизм ялавӗ» ятпа тухнӑ вӑхӑтранпах, ҫырӑнса илеҫҫӗ.

Help to translate

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӗсем мана халӗ те ырӑпа аса илеҫҫӗ.

Они меня и сейчас добром вспоминают.

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Петр Киргизова ун чухнехи дояркӑсем питӗ ҫирӗп ыйтакан ертӳҫӗ пек аса илеҫҫӗ.

Help to translate

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Элӗкри муниципалитет архивӗ» учрежденире ӗҫлекенсем ӑна савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа кӗтсе илеҫҫӗ.

Help to translate

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Инвалидсене ӗҫе вырнаҫтарнине те шута илеҫҫӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кунта вӗсем Брайль меслетне алла илеҫҫӗ, ятарлӑ туясемпе - тактиль тросчӗсемпе - тротуарпа чӑрмавсӑр ҫӳремешкӗн хӑнӑхаҫҫӗ.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ытларах наци апат-ҫимӗҫне – шӳрпе, шӑрттан, хуплу... – суйласа илеҫҫӗ.

Help to translate

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Конкурса хутшӑннӑ кӗнекесенчен чи нумай вулаканнине палӑртма вулакансен сӗнӗвӗсене шута илеҫҫӗ.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Ҫавӑнпа та спорт мероприятийӗсенче те Раҫҫей ялавӗ пирки ҫеҫ аса илеҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Техникумсемпе колледжсем социаллӑ ӗҫтешсемпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫлессине йӗркеленӗ, кадрсене вӗрентсе хатӗрленӗ чухне ӗҫ паракансем вӗренсе тухакансен умне професси пӗлӗвӗ тата хӑнӑхӑвӗ тӗлӗшпе лартакан требованисене шута илеҫҫӗ.

Налажено эффективное взаимодействие техникумов и колледжей с социальными партнерами, при подготовке кадров учитываются требования работодателей к профессиональным умениям и навыкам выпускников.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫак вӑхӑтра кӳршӗри Смычка ялӗнче медсестра шыранӑ - опытлӑ Евдокийӑна тӳрех унта илеҫҫӗ.

Help to translate

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed