Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хан ярлӑк пама та, ӑна каялла туртса илме те ӑстаччӗ.
15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Алӑк хӑлӑпне тытсан каялла ҫаврӑнса татах сӑмах хушрӗ.
14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах Тукай тимӗрҫӗ пӗччен килменнине асӑрхарӗ пулмалла, ҫийӗнчех каялла тухрӗ.
14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Йӗнерленӗ утсене каялла витене хупас ҫук ӗнтӗ, Туринке кӗрсе тухнӑшӑн килте пуҫа усса ларас ҫук.
13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Темиҫе эрне каялла ялта ҫуркунне ҫӗр валеҫмелле пулать тесе хыттӑнах шавласа илчӗҫ.
13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Северьян вӗсене виҫҫӗшне те чиркӳ хурал пӳртне каялла хӑваласа ячӗ пулин те, лешсем унта нимӗн те тупаймарӗҫ.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тукайпа Черемисинов икӗ ҫул каялла кунта хӑнара та пулнӑ.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Тарса хӑтӑлас текенсем нумай ҫут тӗнчере, анчах темшӗн каялла килеҫҫӗ-ҫке вӗсем.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эп пӗр уйӑх каялла пулнӑччӗ ялта.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пур пӗр ман япаласене каялла килсе паратӑр.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Мӗнле вӑл «каялла пушатӑр»? — сасартӑк шӑртланчӗ вырӑс.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Лав ҫинчи япаласене каялла пушатӑр.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тукай сӗтел ҫине темиҫе кун каялла ҫеҫ илсе тухнӑ вӗр-ҫӗнӗ ярлыка сарса хучӗ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эсир мана Кӑрмӑша ҫитерӗр те каялла таврӑнӑр.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иливан хапхаран каялла тухрӗ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Девлизер ялӗпе иртнӗ чухне Шигалейпе Ту енчи мӑрсасем те ҫулталӑк ҫурӑ каялла, Новоград Свияжский хулине туса пӗтерсенех хӑйсем кунта ырӑ курса пурӑннине, Ту енчен килекен чӑвашсемпе ҫармӑссене шертнӑй грамӑтӑсем панине аса илчӗҫ пулас, хӑлаҫлансах тем ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Шигалей ҫапах та каялла ҫаврӑнса Хусан ҫине тепре пӑхса илчӗ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫакна та пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ: вырӑс патшинчен хан ятне илсе, аслӑ князь «шӑллӗ» пулса Хусана килнӗ чухне ҫав тери хаваслӑ вӑл, вӗҫӗмсӗр шӳт тума юратать, хан ятне ҫухатса Мускава патшасен хӳттине каялла таврӑннӑ чухне нӑйкӑш этем кӑна, аллах ҫак ҫут тӗнчере хӑйне телей паманшӑн тулашса та пӑшӑрханса пыракан мӗскӗн ҫын.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӗсем каялла аннӑ ҫӗре стрелецсем халӑха чылай аякка илсе кайса тӑратнӑччӗ ӗнтӗ.
7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иван Васильевич алтӑра илчӗ те каялла ҫаврӑнса ӑна хӑйӗн ҫыннисенчен пӗрне тыттарчӗ.