Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юн the word is in our database.
юн (тĕпĕ: юн) more information about the word form can be found here.
Тухса тӑтӑр та калатӑрччӗ: «Тӑвансем, акӑ мӗншӗн юн ӑшӗнче вилетӗр!» — тетӗрччӗ.

Вышел бы и сказал: «Братцы, вот за что вы гибнете в кровях».

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку ҫын, ахӑртнех халь кӑна вокзалтан ҫитнӗ пулмалла: ун ҫийӗнче вараланса пӗтнӗ салтак гимнастёрки, кӑкри тӗлӗнче ҫывӑрса ларнӑ юн йӗрӗсем пур; ҫаксем вӑл ӑҫтан килнине кӑтартса параҫҫӗ.

Этот человек, наверное, только что прибыл с вокзала: об этом свидетельствовала его грязная солдатская гимнастерка с кровяными бурыми следами на груди.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Манӑн пӗчӗк юн тумламӗ… — пӑшӑлтатать Аксинья сивӗнсе пыракан тутисемпе, хӑш чухне, чунӗ тӑвӑрланса ҫитнӗ вӑхӑтра, куҫкӗретӗн пекех курать вӑл хӑй ачине, ачи хӑй чӗркуҫҫийӗ ҫумне пӑчӑртаннӑ пек курӑнса каять, ун пек чухне вӑл унӑн кӑтра пуҫне ачашлас тесе, аллине тӑснине сиссе илет.

— Кровиночка моя… — шептала Аксинья холодеющими губами, даже в гнетущей яви мерещилось ей иногда, что вот у колен ее жмется ребенок, и она ловила себя на том, что тянется рукой приласкать курчавую головку.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрачи усал юн тулнипе хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене хушӑран ҫӗклесе пӑхать, вӑл ӑҫталла пӑхнине тавҫӑрса илме ҫук.

Девочка изредка поднимала воспаленные веки, налитые кровью дурной глазенки устремляли текучий, неуловимый взгляд.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн чухлӗ юн!..

— Кровишши-то!..

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юн нумай кайнипе ӑш пӑтранать.

От потери крови мутила тошнота.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӳхлеҫҫӗ казачкӑсем, вӗсен тӑванӗсем-тусӗсем кашни кун юн тӑкаҫҫӗ, пуҫӗсене хураҫҫӗ, унтан куҫӗсене сӳнтерсе, нихҫан вӑранми ыйха путса, Австри, Польша, Прусси ҫӗрӗсенче тупӑ сассипе ҫӗрсе кайса, тӑпра пулаҫҫӗ…

Ложились родимые головами на все четыре стороны, лили рудую казачью кровь и, мертвоглазые, беспробудные, истлевали под артиллерийскую панихиду в Австрии, в Польше, в Пруссии…

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӗмӗ унӑн ним майсӑр ҫуркаланса пӗтнӗ, юн хытса ларнипе кункрашкаланса кайнӑ.

На ягодицах у него топорщились безобразно изорванные, покоробленные от спекшейся крови штаны.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗр ҫине ӳкнӗ чух питӗ хытӑ ҫапӑннипе пӗр самантлӑха ӑнӗ килсе кӗчӗ те вӑл куҫӗсене уҫрӗ, анчах вӗсене юн кӳлленсе хупласа хучӗ.

Жестокий толчок при падении на секунду вернул его к действительности, он открыл глаза; омывая, их залила кровь.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ҫӑварне тӑварлӑ вӗри юн килнине туйрӗ, вара хӑй ҫӗре ӳкнине ӑнланса илчӗ: ӑна хирӗҫ таҫтан аякран, хӑмӑлпа витӗннӗ ҫӗр мӗлтлетсе ыткӑнчӗ иккен.

Он ощутил во рту горячий рассол крови и понял, что падает, — откуда-то сбоку, кружась, стремительно неслась на него одетая жнивьем земля.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗркуҫҫи тӗлӗнчен ҫурӑлса кайнӑ рейтузӗ витӗр юн сӑрхӑнать, хӗрлӗ ӳт ҫинче суран пурри палӑрать.

Из разорванных на колене рейтуз стекала кровь, виднелась на розовом теле ссадина.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иртсе кайсан ҫакна асӑрхарӑм: сулахай енчерехре пуля шӑтарса тухнӑ тӗлте, ҫӗр ҫине юн самаях нумай юхса хытса ларнӑ, тата мундирӗ татӑк-татӑккӑн ҫӗтӗлсе тухнӑ.

Проезжая, заметил, что с левой стороны, там, где она вышла, — пятно и подтек крови на земле гораздо больше и мундир вырван хлопьями.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ ун мундирӗн сылтӑм енчи пӗр пӳрне пусӑмӗ пысӑкӑш юн лаптӑкӗ ҫине пӑхрӑм.

Я смотрел на пятнышко крови с правой стороны мундира.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кунта юн шӑршиех кӗрет ӗнтӗ.

Тут уже попахивает кровицей.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гимнастерки ҫине лачкам хӗрлӗ юн ҫапса тухнӑ.

На гимнастерке рдяно мокрели пятна.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов, чӗп-чӗр юн юхтарса, тӑшмансем хушшинчен сиктерсе тухрӗ.

Астахов прорвал кольцо и выскочил, истекая кровью.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мундирӗ ҫине шапӑртатса юн тумлать.

На мундир кривым ручьем падала кровь.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн ҫинҫе пӳрнисем хушшипе юн юхса анчӗ.

Сквозь тонкие пальцы его цевкой брызнула кровь.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ вӑл мужиксене чӗп-чӗр юн тӑвӑп!

— Я их, мужиков, в кррровь!

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн мӑйӗ ҫинчи ермекленсе пӗтнӗ юн тымарӗсем кӳпчесе кайнӑ та чӗтресе тӑраҫҫӗ.

На шее его вздулись и дрожали перепутанные жилы.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed