Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун ури сассине илтсе, лапамри хытхурасем хушшинчен ҫӑвӑрланӑ кашкӑр ами тӑрса тухрӗ.Потревоженная его шагами, из бурьянов на сувалке поднялась щенная волчица.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ну, халӗ ӗнтӗ, Федотка, кӳр, эпӗ те санӑн пӳрнӳне ҫыртса пӑхам, — сӗнчӗ вӑл, анчах Федотка, кӑштах турткаланса тӑранҫи пулчӗ те, пынӑ ҫӗртех сасартӑк ҫӑмӑл урапа ҫинчен кӑвак шӑрчӑк пек ялт ҫеҫ сиксе анса юлчӗ; хӑрах ури ҫинче сиккелесе, хыҫран ҫапла кӑшкӑрчӗ:
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чатӑр умӗнче, ашшӗ ури йӗри-тавра, чанасем пекех хуп-хура та шавлӑ ачасем ҫуйӑхашаҫҫӗ; чикан майрисем шӑри-шари ҫухӑрсах ахӑрашаҫҫӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Майра-патша ӳт-пӳне, аллисене хулпуҫҫи таран та ури хырӑмӗсене ҫурри таран ҫара хӑварса, йӗтӗн газӗнчен ҫӗленӗ тӑвӑртарах ҫӑмӑл платье, кӗмӗлпе тӗрлаттерсе тӗртнӗскер, ҫат тытса тӑнӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тигр тирӗсенчен тунӑ вырӑн ҫинче йӑлт ҫарамасланнӑ Суламифь выртнӑ, патша вара, ун ури патне урайне ларнӑскер, хӑйӗн изумруд куркине Мареотисран кӳртернӗ ылтӑн тӗслӗ эрехе иле-иле тултарнӑ та, пӗтӗм чӗрипе хӑпартланса, хӑй варлийӗн сывлӑхӗшӗн ӗҫнӗ тата ӑна ӗлӗкхи тӗлӗнмелле ӑслӑ халлапсем кала-кала кӑтартнӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Йӗкӗт, кӗпӗр-кепӗр талкӑшса кайса пӗр карчӑк ури айне пырса тирӗнет.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗҫӗн алӑк умне тӑккаланнӑ улӑма вӑл улӑм ури патнелле вӗҫтерсе пычӗ, унпа йытӑсем чавса шӑтарнӑ шӑтӑксене питӗрсе лартрӗ, улӑм урин пусӑрӑнсах тӑман кӗтессисене тураса якатрӗ, ун тӑрринчи типӗ юра шӑлса тӑкрӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Яков Лукич шурӑ эрех илме Ҫеменне ячӗ, хӑй вара, пӗр пӗччен пулас килнипе, анкартине тухрӗ те улӑм ури ҫумӗнче пӗр-икӗ сехете яхӑн шухӑшласа ларчӗ:
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӗксӗммӗн пӑхакан Яков Лукич арчаран пӗр тӗрке кӗпе-тумтир туртса кӑларчӗ те тӳрех Любишкин ури умне печӗ:Хмурый Яков Лукич вытащил из сундука ворох одежды, метнул под ноги Любишкину:
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Аллӑмсемпе сӗртӗнем вӑл тытнӑ чулсене, ун ури айӗнче пулнӑ ҫӗре чуптӑвам.— Прикоснусь руками к камням, которые он трогал, поцелую землю под его ногами.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Савнийӗ кӗтсе илеймен — кайнӑ, ури сассисем те илтӗнмеҫҫӗ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Большевиксен ури айӗнчи ҫӗре тӑпӑлтарса туртса илес пулать.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Сурӑхӑмсене колхоз кӗтӳне яриччен, унта вӗсене самӑртса та ӗрчетсе совет влаҫне савӑнтариччен, тушкисене ак ҫак Половцев ури умӗнче пӑсланса юхан сурӑх юнне ҫуласа тӑракан хура аҫа йытта пӑрахса парам пӗреххут! — шухӑшлать Яков Лукич.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Революци сиввӗн сывласа ячӗ те, мӗн пурне халиччен курманла кисретме, айӗн-ҫийӗн ҫавӑрма, Яков Лукичӑн ури айӗнчи ҫӗре чӗтретме тапратрӗ, анчах вӑл аптраса ӳкмерӗ.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хуҫи ӑна аллисемпе ачашласа лӑпкать, хӑйӗн тимӗр пек хытӑ, хутланман пӳрнисемпе унӑн ури сыпписене хыпашласа пӑхать.Хозяин охаживал его руками, щупал суставы ног своими негнущимися, железными пальцами.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак ҫын, таканланӑ чухне кирек мӗнле лашана та кайри ури чӗрнинчен ярса илсе тытса тӑма пултараканскер, ытарлӑн йӑл кулса пӑхакан Лапшиновпа хирӗҫ пулсанах, тӑм тивнипе хӑрнӑ юман ҫулҫи пекех сиксе чӗтреме тытӑнатчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӗн тумалла, пӗрре ури ыратать, тепре — мӗнле ҫӗр каҫмалла кунта?!
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Ай-ай ыратса кайрӗ ури.
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Щукарь мучи, аҫа йытта урисемпе тем тӗрлӗ те тапкаласа, ҫатан картаран пӗр-пӗр шалча хуҫса илме хӑтланса, ури ҫине сиксе тӑчӗ.Дед Щукарь вскочил, неистово брыкая кобеля ногами, пытаясь выломать из плетня кол.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗҫӗнни кантрине туртса карӑнтарнӑччӗ ӗнтӗ, ун ҫине ҫӗмренне те хунӑччӗ, анчах уххине сасартӑк ури патне антарчӗ те каялла ҫаврӑнса тӑчӗ:
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.