Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манса (тĕпĕ: ман) more information about the word form can be found here.
— Эпӗ ҫул ҫӳреме манса кайнӑ ӗнтӗ, хӑнӑхманран тата хӗлле, чӑнах калатӑп, мана йывӑр пулать, ҫӳресех те килмест…

— Я отвык совсем ездить; с непривычки, да еще зимой, признаюсь, мне бы трудно было, не хотелось бы…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑна ҫӗвӗҫ магазинтан кӗпе виҫсе пӑхма килсен манса хӑварнӑ.

Это портниха приезжала из магазина рубашки примерять.

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ильинская пике манса хӑварнӑ пулмалла, — терӗ вӑл.

— Должно быть, Ильинская барышня забыла, — сказал он.

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпе ӑна урӑх тӑхӑнмастӑп, ун ҫинчен манса та кайнӑ, мана кирлӗ мар вӑл.

Я его не ношу больше, я отстал, он мне не нужен.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Манӑн сана ҫак аллея тӑрӑх вӑрттӑн мар, пӗтӗм халӑх умӗнче мӑнкӑмӑллӑн ҫавӑтса пырас килет, ҫынсене сан ҫине чӑрсӑррӑн та чеен мар, хисеплӗн пӑхтарас килет; эсӗ мӑнкӑмӑллӑ хӗр, ним шухӑшламасӑр, намӑса та, хӑвна мӗнле пӑхса ӳстернине те манса, юратушӑн ху тивӗҫне ҫухатнӑ, тесе никам та ан шухӑшлатӑр…

Я хочу с гордостью вести тебя под руку по этой самой аллее, всенародно, а не тайком, чтоб взгляды склонялись перед тобой с уважением, а не устремлялись на тебя смело и лукаво, чтоб ни в чьей голове не смело родиться подозрение, что ты, гордая девушка, могла, очертя голову, забыв стыд и воспитание, увлечься и нарушить долг…

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Манса кайнӑ!

Забыла!

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ах, эпӗ темскер калас тенӗччӗ — манса та кайрӑм…

Ах, что-то я хотела сказать, да забыла…

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӗрне те сӑнран манса кайрӑм…

Да я и барышню в лицо забыла…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗр уйӑх та ҫитет ӗнтӗ Ильинскисен тарҫисене курманни, вӗсене мӗнле чӗннине манса та кайрӑм.

С Ильинскими людьми не видалась с месяц, забыла, как их и зовут.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов укҫа ҫинчен те манса кайрӗ; тепӗр кунне тин ирхине кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ пакет йӑтса чӳрече умӗнчен иртсе кайнине курсан, вӑл доверенность ҫинчен аса илчӗ.

Обломов и про деньги забыл; только когда, на другой день утром, увидел мелькнувший мимо окон пакет братца, он вспомнил про доверенность

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ахаллӗн вӗсене тахҫанах манса кайнӑ ӗнтӗ, халӗ вара ҫӗнӗрен вуласа йӑлт аса илме май пур.

Help to translate

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Юлашкинчен вӑл паянхи ире аса илчӗ те Тарантьев киревсӗр хӑтланнине манса кайрӗ; унӑн сӑн-питӗнче каллех хаваслӑ кулӑ йӑлкӑшма пуҫларӗ.

Наконец он вспомнил нынешнее утро, и безобразное явление Тарантьева вылетело из головы; на лице опять появилась улыбка.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл Ольгӑна пӗтӗмӗшпех манса кайнӑ пек пулчӗ: ун умне Соничкӑпа упӑшки, хӑнасем тухса тӑчӗҫ; вӗсем калаҫни-кулни илтӗнчӗ.

Он почти забыл про Ольгу; перед ним толпились: Сонечка с мужем, гости; слышались их толки, смех.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Урӑхла пурнӑҫа манса та кайрӑм ӗнтӗ.

 — Я уж и забыла, как живут иначе.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсир… пур хӗрарӑмсенчен те лайӑхрах, эсир тӗнчери хӗрарӑмсенчен малта тӑратӑр! — терӗ Обломов хавхаланса, вара, пурне те манса, аллине тӑсса, ун енне пӗшкӗнчӗ.

Вы… лучше всех женщин, вы первая женщина в мире! — сказал он в восторге и, не помня себя, простер руки, наклонился к ней.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мана курнипе сирӗн куҫсем хӗмленме пуҫланине, эсир мана шыраса, сӑртсем ҫине чармакланса хӑпарнине, юлхава манса мана валли кӗнеке е чечек ҫыххи илме шӑрӑхра хулана кайнине; эпӗ сире йӑл култарма, пурнӑҫа юратма пултарнине курсан, эпӗ мӗн хака та пулин хуратӑп…

Я во что-нибудь ценю, когда от меня у вас заблестят глаза, когда вы отыскиваете меня, карабкаясь на холмы, забываете лень и спешите для меня по жаре в город за букетом, за книгой; когда вижу, что я заставляю вас улыбаться, желать жизни…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга халь канва тӑрӑх тӗрленӗ пек юратать: тӗрӗсене ерипен, ӳркевлӗн тӑвать, вӑл ӑна тата ӳркевлӗн салатать, кӑмӑллӑн пӑхать, унтан хурать те манса каять.

Она любит теперь, как вышивает по канве: тихо, лениво выходит узор, она еще ленивее развертывает его, любуется, потом положит и забудет.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов та, Ольга та ҫав сасӑсене итленӗ, вӗсене ӑнкарса ыран урӑх сасӑсем, урӑх ҫулӑмсем пуласса пӗр-пӗрин умӗнче нимӗн шухӑшламасӑр тата тепӗр кунне ӗнер урӑх ҫутӑ пулнине манса, кашниех хӑй илтнине юрлама васканӑ.

И он и она прислушивались к этим звукам, уловляли их и спешили выпевать, что каждый слышит, друг перед другом, не подозревая, что завтра зазвучат другие звуки, явятся иные лучи, и забывая на другой день, что вчера было пение другое.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ йӑлтах манса кайнӑ… эпӗ ав тери час манатӑп!

— Я все забыла… я такая беспамятная!

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫапла, турӑшӑн та, ан ҫилленӗр, манса кайӑр.

— Да, ради Бога, не сердитесь и забудьте.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed