Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ав the word is in our database.
ав (тĕпĕ: ав) more information about the word form can be found here.
Халӗ ав мӗн пулса тухрӗ!

А теперь что получилось?

Айӑпли айӑпне йышӑнӗ-ши? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Пӗр уйӑх ҫурӑ хушшинчех ялти ӗҫсемпе паллашса ҫитрӗ, ҫамрӑксемпе туслашрӗ, халӗ ав пуриншӗн те сывлӑш пек кирлӗ ҫын пулса тӑчӗ.

— За полтора месяца познакомилась с деревенскими ребятами, подружилась с молодежью, а теперь стала для всех нужным, как воздух, человеком.

Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пӑхма тӑтӑм та… пӑртак вараланса тухрӑм ав

Я посмотреть хотел, ну и немножко запачкался…

Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Паян пирӗн стена хаҫачӗ кӑлармалла ав.

А сегодня нам выпускать стенную газету.

Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ав ман ывӑлӑн ывӑлӗ Тынэт сирӗн пек чухне туртатчӗ, питӗ нумай туртатчӗ.

— Вот когда внук мой Тынэт был таким же, как вы, он курил, сильно курил.

Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ав мӗнле ҫивӗч хӗрача эс! — кулса ячӗ йӗкӗт.

— Вот какая ты быстрая, девочка! — засмеялся юноша.

Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ав унта ҫеҫ, ҫулла выртнӑ ҫӗрте, тусем хушшинче юлнӑ, — кӑтартрӗ Петя ту тӑррисем ҫине.

Вот только там, где и летом лежал, в горах остался, — показал на вершины гор Петя.

Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Вӑрҫӑ пӗтни виҫӗ ҫул ҫеҫ иртрӗ, унтан ав каллех пире вӑрҫӑпа хӑратаҫҫӗ.

— Всего три года прошло, как окончилась война, а оттуда уже снова грозят нам войной.

Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ав, ҫавӑнта, ҫав ту хыҫӗнчи сӑрт ҫинче, Ако вилли выртать.

— Там вон, за той сопкой, лежит на холме убитый Ако.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ыттисем, ав, хӑшӗ-хӑшӗ, ҫав инкеке тупасшӑн хӗлӗн-ҫӑвӑн пульницан-пульницан ҫӳреҫҫӗ, эмел ӗҫсе сипленме тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ав, ахальтен-им калама ҫук шӑпӑрт та шухӑшлӑ Явраҫ кати.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ав, темӗскер хуралнӑ пек те, шуралнӑ-пек те туйӑнать лере.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кашни иртен-ҫӳрен: «Ав, хӗрле ача тӑвакан», — тесе, пӳрниле тӗллесе кӑтарттӑр-и?

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ун тавра, ав, Турчӑка ачи явӑнать-ха тулӗк.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, питӗ хӑй ӑссӑн тӑвасса картса хунӑччӗ те вӑл пурнӑҫне — ӳсен ачисен, ав, ӑсӗсем хӑйсен.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑн ятне, питрав кунӗ валли, хӗр ӗмӗрне ирттерсе яма, кӗпе те ҫӗлеттертӗм, ав, — иккӗшӗ пӗрле савӑнмалли хыпара пӗлтернӗрен, тинех хаш сывласа ячӗ Нина савӑккӑн.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑншӑнах… ав, Шӗшлӗ мучи те…

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ав, алӑк хӑлӑпӗ те ҫывӑхӑнтах, шӗшлӗ — алӑкӑн-тӗпелӗн кумать Мукуҫ мучи сасси.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ат-ту ҫӳрет-ха унта, ав, пӗри — Турчӑка ачи, явӑнса.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тутри те, ав, тутри — ал тутри епле хӳхӗм, шӗшлӗ…

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed