Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшӗнче (тĕпĕ: ӑш) more information about the word form can be found here.
Ранчо ӑшӗнче ҫӳревҫӗсем пӗр тенкел, вӑкӑр тирӗнчен хатӗрленӗ вырӑн, пӗчӗк кӑна чугун, вертел тата мате пӗҫермелли пӗчӗк котелок тупрӗҫ.

Внутри хижины путешественники нашли скамью, ложе из бычьей кожи, чугунок, вертел и маленький котелок для кипячения мате.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑй ӑшӗнче вӑл, ахӑрнех, ытларах мулсен туйӑм сисӗмӗсем ҫине шанать, мӗншӗн тесен кун пек вырӑнсенче ертсе пыракан тӑн-пуҫӗпе пӗлни кӑна ҫителӗксӗр.

В глубине души, пожалуй, он больше рассчитывал на инстинкт мулов, чем на память и знания проводника.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кашни тӗл пулакан ҫынна вӑл тинкерсе пӑхать, молух йӑхӗсенчен тухнӑ ҫынсен пӗвӗ-сийӗ мӗнлине, вӗсен хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсене хӑй ӑшӗнче асӑрхаса юлать, ҫапла вара пӗтӗмӗшпе илсен, унӑн кӑмӑлӗ те тулли.

Он жадно всматривался во всех встречных, отмечая в уме особенности строения представителей расы молуев, и в общем был вполне доволен.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗн шуйттана кирлӗ ҫак капӑрчӑк?» — шухӑшласа илчӗ вӑл хӑйӗн ӑшӗнче.

Какому черту нужен этот форс?» — подумал он про себя.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пуҫӗ анчах гипс ӑшӗнче ҫӗклейми йывӑррӑн выртать, ӑна ниепле те вырӑнтан тапратма ҫук.

Только голова тяжестью непреодолимой лежала неподвижно в гипсовой коробке, и не было сил сдвинуть ее с места.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫакӑн пек кӗске вӑхӑтра ӑҫтан каласа пӗтерес вӗсен халиччен хӑйсен ӑшӗнче тытса ҫӳренӗ миллион шухӑша, миллион сӑмаха?

Разве можно рассказать за этот коротенький срок те миллионы мыслей и слов, которые носит в себе каждый из них!

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Ку аппа аван ҫын пулмалла», тесе шухӑшларӗ вӑт хӑй ӑшӗнче.

«Тетка эта, видно, ничего», — решил он про себя.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Эх!.. Лайӑх та!..» — хӑй ӑшӗнче шухӑшларӗ Света, ӳт-пӳне темле ҫӑмӑллӑх кӗнине туйса илчӗ, ним пулмасӑрах йӑл ҫиҫрӗ.

Help to translate

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Ыранах килелле, — татса хучӗ хӑй ӑшӗнче Натка.

Завтра же домой, — подумала Натка.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Миҫе? — тесе вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те, Натка хӑй ӑшӗнче пӳрнисене хуҫлата-хуҫлата шутлама пуҫларӗ.

— Сколько? — вздохнула горько Натка и начала про себя подсчитывать по пальцам.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Начальник ҫӗр хут чӗнтӗр, пурӗ пӗрех ним чӗнмесӗр тӑрап, ан тив, кам мӗн шутлас тет, ҫапла шутлатӑр, — тенӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

И хоть вызывай его сто начальников, он будет стоять молча, и пусть думают как хотят.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Чӗртсе янӑ кӑвайт купи ӑшӗнче вутӑ ҫути нумайччен чупса ҫӳресе хӑйне тухма вырӑн шырарӗ.

Долго огонь бежал и метался внутри подожжённого костра.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

«Кам ку?» — терӗ хӑй ӑшӗнче аптӑранӑ Натка.

«Кто это? — растерялась Натка.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Маруська вӑл ашшӗ патне фронта пынӑ та, ашшӗ хӑйӗн отрячӗпе шавлакан Украина хирӗсем тӑрӑх тата вут-кӑвар ӑшӗнче ҫунакан Бессараби чиккисем тӑрӑх хӑвӑрт ыткӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра фронтра, вӑрҫӑра вилсе кайнӑ.

Маруську, погибшую на фронте в те дни, когда он носился со своим отрядом по полям Украины и границам пылающей Бессарабии.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

«Эпӗ те вӗт матрос пулнӑ, манӑн та кӑкӑр лаша пӗкки пек каҫрӑлса тӑнӑ. Эх, иртрӗҫ ҫав ҫулсем», — кулянчӗ ӑшӗнче шупка пуҫлӑ мучи.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

«Ырра кӑна пултӑрччӗ ҫак кӑмӑл ҫӗкленӗвӗ», — тет ӑшӗнче.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

«Ха, эпӗ вут тӗртмесӗрех ҫав ҫурт ҫунма тытӑннӑ иккен», — савӑнать ӑшӗнче Яхруҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫакна илтсен Ҫинук нӑшӑклатма чарӑнчӗ те йӗпеннӗ куҫӗсемпе амӑшӗпе директор ҫине ӑшӗнче тав тунӑн ӑшшӑн пӑхса илчӗ, йӑл кулса Кирюкпа юнашар кайса тӑчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Анчах, тавҫӑрса илсен вара, вӗсем йӑл кулса, хӑшӗсем хӑйсен ӑшӗнче, теприсем пурне те илтӗнмелле, Георгие телейлӗ те ырӑ ҫул сунма тытӑнчӗҫ.

Но, разобравшись, они улыбались и кто про себя, а кто и вслух желали Георгию счастливого пути.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

«Вӑт мӗнле пулать иккен пурнӑҫ!» — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

О том: вот она какая бывает, жизнь!

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed