Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ пур, каяннӑй пек, ҫӳре кашни кун ҫураҫнӑ хӗр патне, — ялан сарӑ перчеткепе, ҫи-пуҫу вӗр-ҫӗнӗ пултӑр, сӑну салхуллӑ ан курӑнтӑр, тӑраниччен ан ӗҫ те, ан ҫи те, ҫаплипех, сывлӑшпа та чечек ҫыххисемпе тутӑ пурӑн!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кичем, ухмахла, ялан пӗччен!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Час-часах килкелӗр, — терӗ Ольга инкӗшӗ: — Сире кичем пулсан, эпир кашни кунах килте, вырсарникун пирӗн патра ялан кам та пулин пур — кичем пулмӗ сире.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача ялан хавас пултӑр, нумай ҫитӗр, тесе чунтан тӑрӑшаҫҫӗ.Усердно хлопотали, чтоб дитя было всегда весело и кушало много.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫхине, ялан тенӗ пекех ҫиччӗ таврашнелле, чир ҫӗнӗрен хускалса каять те мана тӑвӑл евӗррӗнех килсе сӑптӑрать, эпӗ вара, е сивӗ пулнипе витӗнкӗҫ айӗнчех сиксе чӗтӗресе, е чӑтмалла мар вӗриленсе кайнипе кӑварла ҫунса, пӗтӗм ӗмӗр вӑрӑмӑшне тӑсӑлакан хӑрушӑ ҫӗре вырӑн ҫинче нушаланса ирттеретӗп.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тарантьев ҫивӗч те чее ӑслӑ ҫын; пурнӑҫри мӗнле те пулин ыйтӑва е пӑтрашуллӑ суд ӗҫне никам та унран лайӑх татса пама пултараймасть: вӑл кирек мӗнле ӗҫре те мӗн тумаллине ҫийӗнчех палӑртса хурать те, хӑй шухӑшне питӗ чеен ҫирӗплетсе кӑтартать, юлашкинчен тата, ялан тенӗ пекех, хӑйпе пӗр-пӗр ӗҫ пирки канашлакан ҫынна вӑрҫса тӑкать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн хусканӑвӗсем хӑюллӑ та сулмаклӑ; калаҫма та вӑл хыттӑн та ҫивӗччӗн, ялан тенӗ пекех ҫиллессӗн калаҫать; вӑл калаҫнине итлес пулсан, виҫӗ пушӑ урапа кӗпер урлӑ каҫать пулӗ, тейӗн.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовшӑн пӳлӗм таса пултӑрччӗ, анчах ҫав тасалӑх сисмесӗрех пулса пытӑрччӗ; Захар пур — ӑна тусан шӑлма, урай ҫума хушсанах, ялан хирӗҫме пӑхать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Килте чухне — вӑл ялан тенӗ пекех килте, — вӑл пӗрмай выртать, пӗрмай эпир тӗл пулнӑ пӗр пӳлӗмре; ҫав пӳлӗм уншӑн ҫывӑрмалли те, ӗҫлемелли те, хӑнасене йышӑнмалли те шутланать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ялан каланиех: аякри ҫул, хӗрес интересӗ…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫуркунне кӑҫал ир, хастаррӑн та — Полесьере ялан пулнӑ пекех — кӗтмен ҫӗртен килсе ҫитрӗ.Весна наступила в этом году ранняя, дружная и — как всегда на Полесье — неожиданная.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Ялан тӳп-тӳрӗ утӑр ун тӑрӑх.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кунашкал задачӑн тупсӑмне пӗлес тесе вӑл, ялан тенӗ пекех, вунӑ минута майлӑ е ытларах та тертлӗн шутлать, анса ларнӑ хура куҫлӑ ырхан та кӗре пичӗ хӑйӑн пысӑк мӑйӑхпа хытӑ шӑртлӑ хура сухалӗ ӑшне путнӑ, — вӑл чӑннипех те питӗ тӑрӑшса пуҫ ватать.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Крыловсем хӑйсем патне килсен Филатовсемпе Сеченовсем — пӗр-пӗринпе ялан туслӑ пурӑнакан тӑвансем — ухутана ҫӳренӗ Теплый Стан ҫывӑхӗнчи рашчасемпе вӑрмансенче тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк — ӑсансем, вальдшнепсем, хир чӑххисем, ҫавӑн пекех мулкачсемпе тилӗсемӳ6 кашкӑрсем ҫителӗклех пулнӑ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Эп ахаль те ялан пӗччен!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Ялан ҫапла: кама пуҫтармалла — мана хушаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ялан кровать ларакан вырӑнта халӗ кусла тӑнӑ, ун ҫинче вӑрӑм, хура мӑйне Киев хӗресне ҫакнӑ ют ҫын хӑма саваланӑ.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӑваш Республикинчен тухнӑ офицерсен Мускаври «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» пӗрлешӳре тӑракан запасри полковник Э.В.Васильев тӑван Вӑрнар районне, хӑй вӗреннӗ шкулсене ялан килсе ҫӳрет.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03
Ку ӗҫсем, хуть те мӗнле пулсан та, Терентий ялан тӑвакан вӑрттӑн ӗҫсемпе ҫыхӑнса тӑнӑ.Несомненно эти дела имели какую-то связь с теми делами, которыми постоянно был занят Терентий.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Килте, ялан тенӗ пекех, таҫтан килнӗ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем валли кулеш хатӗрлемелле, чейникпе шыв вӗретсе памалла.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949