Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Питне (тĕпĕ: пит) more information about the word form can be found here.
Унтан питне куҫ айӗнчен пӗчӗк чӑмӑрӗпе хуллен сӑтӑрса илчӗ.

И потом кулаком осторожно провел по щеке, под глазом.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пур ҫӗрте те таса мар хулӑн материалсемччӗ, чӳрече карӑмӗсем вырӑнне те, диванӑн ҫӗтӗк питне те, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан кӗпине те ҫав кивӗ материпех витнӗччӗ.

Везде была грязная обивочная материя — на окне вместо занавески, на диване поверх рваной обивки, и этой же материей было прикрыто висевшее на стене платье.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вут чӗрӗлсе кайса, унӑн питне ҫутата-ҫутата илет.

Круглое лицо иногда освещалось, когда сырой ивняк разгорался.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Паллах ӗнтӗ, вилнӗ, питне упасем ҫисе янӑ.

— Конечно, мёртвый, медведи лицо съели.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем сӗтел питне те ҫӗклесе килчӗҫ.

Они притащили даже спинку стола.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шансах тӑрӑр, эпӗ… эпӗ… — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах йӗрсе ячӗ, аллисемпе питне хупларӗ…

Будьте уверены, что… что… — тут она заплакала… и закрыла лицо руками…

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Питне унӑнне нимӗнпе те хупламан.

Она лежала с открытым лицом,

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл лӑп та шӑп ҫак самантра ҫутта куҫаркаланипе куҫне уҫса пӑхрӗ, сывласа илчӗ те питне аллипе хупласа каллех ҫывӑрса кайрӗ.

который как раз в эту минуту открыл глаза, потревоженный передвижением света, и сразу опять заснул, вздохнув и закрыв лицо рукою.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кӗсйинчен алтутри кӑларать те, кула-кула, унӑн питне шӑлать.

Саня берет из ее рук платок и, смеясь, вытирает ей слезы.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗнле тӗтре витӗр эпӗ унӑн питне, вӑл ман ҫине йӗрӗнсе пӑхнине асӑрхарӑм, мӗн пулнине аса илтӗм.

Сквозь какой-то туман я увидел ее лицо и понял, что она смотрит на меня с отвращением. Я опомнился.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн ӑна паҫӑрах, шӑнса хӗрелсе кайнӑскерне, килсе кӗрсенех питне кӑмака ҫумне тытнӑ самантрах, чуптӑвас килетчӗ.

Мне давно хотелось поцеловать ее, еще когда она только что пришла, замерзшая, раскрасневшаяся, и приложилась к печке щекой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑвӑрттӑн ман ҫине пӑхса илчӗ, питне пӗркелерӗ, сӑмсине туртрӗ.

Он, мельком взглянул на меня, сморщился и неприятно потянул носом воздух.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Катя питне пӗркеленине асӑрхарӑм.

Я заметил, что Катя нахмурилась.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ прожектор ҫуттинче Расщепей питне юлашки хут куратӑп.

Я вижу лицо Расщепея в луче прожектора.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Свидетель, Ларина карчӑк, Онегин вӗсен килӗнче тӑван вырӑнӗнче пулнӑ тенине илтсен, Гришка, хӑй мӗнле асапланнине кӑтартасшӑн пулса, хӑрах аллипе питне хупларӗ, теприне кӑкӑрӗ ҫине тытрӗ.

Когда свидетельница, старуха Ларина, сказала, что у них в доме Онегин был как родной, Гришка одной рукой прикрыл глаза, я другую положил на сердце, чтобы показать, как он страдает.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чыхӑна-чыхӑна кайса, питне вутран платпа хӳтӗлесе, император пӗтекен, анчах парӑнма шутламан хула урлӑ каҫать.

Задыхаясь, прикрывая плащом лицо от жара, пробирается завоеватель через гибнущий, но неукрощенный город.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Кам вӗрентнӗ сана ҫак усал юрра? — ыйтрӗ император, питне пӗркелесе.

— Кто научил тебя этой бессмыслице? — спрашивает император, морщась.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах асту, пурне те вӑл хушнӑ пек ан ту, хӑвӑн питне ан ҫухат.

Только смотри не потакай во всем, не теряй своего лица.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл сасартӑк пуҫне сӗлтсе илчӗ, эрешмен картине сирсе пӑрахнӑ пек, аллипе питне хӑвӑрт шӑлчӗ, унтан, ман ҫине именчӗклӗн пӑхса, телефон патне васкарӗ.

Он вдруг резко мотнул головой, провел быстро рукой по лицу, будто паутину снял, смущенно покосившись на меня, кинулся к телефону.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл питне те сӑрлама пуҫланӑ-ҫке! — тесе пӑшӑлтатса каларӗ.

Да она, никак, краситься стала! — зашептала.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed