Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Икӗ the word is in our database.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) more information about the word form can be found here.
Унта ҫитме икӗ ҫухрӑмран та кая мар пулӗ.

До него было не меньше двух километров.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпӗ ӑна икӗ кунлӑха киле ятӑм.

— Я его домой на два дня отпустил.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ман вӑкӑрсем ӗҫе хӑнӑхнӑ, вӑйлӑ, икӗ мӑшӑр ҫамрӑк вӑкӑр пирӗн халӗ курортра.

— Мои быки втянутые в работу и собою справные, а две пары молодых бычат у нас сейчас на курорте.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сӗм ухмах эсӗ! — пӗтӗм ҫын куллине хупласа, хаяр ҫилӗпе кӑшкӑрса ячӗ те стрепке сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗке ҫурри таранах икӗ аллипе ҫавӑрса илчӗ.

— Дурак ты меченый! — покрывая общий хохот, в ярости крикнула стряпуха и сгребла в охапку половину посуды со стола.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ санран икӗ хут аслӑ-ҫке, аманса пӗтнӗскер, сӑнсӑрскер, шатра питлӗскер, эсӗ нимӗн те курмастӑн…

Ведь я вдвое тебя старше, израненный, некрасивый, щербатый, а ты ничего не видишь…

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Акӑ мӗн, ывӑлӑм, эсӗ ӗнтӗ вун виҫҫе пусрӑн, ман хыҫҫӑн эсӗ хуҫа вырӑнне юлатӑн, асту: мана Аверьян Архиповпа унӑн икӗ пиччӗшӗ, Афанасийпе хӑрах куҫлӑ Сергей, хӗнерӗҫ.

«Вот что, сынок, тебе уже тринадцатый год идет, ты после меня останешься за хозяина, запомни: били меня Аверьян Архипов и два его брата, Афанасий и Сергей-косой.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Икӗ уйӑх каярах атте ҫӑхан пек хураччӗ, халӗ ӳссе кайнӑ сухалӗ ҫурри кӑвакарнӑ, мӑйӑхӗ те ҫавах, тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ юр пек шурӑ…

Два месяца назад отец был черный как ворон, а теперь борода отросла наполовину седая и усы тоже, а волосы на песиках стали вовсе белые, как снег…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл икӗ уйӑх хырӑнман, анчах пирӗн тӗттӗм пӳртре ун сӑнӗ мӗнле улшӑнни палӑрман…

Два месяца он не брился, и в нашей темной хатенке не видно было, как он переменился обличьем…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫуркунне — юр ирӗлнӗччӗ ӗнтӗ — атте ура ҫине тӑчӗ, икӗ кун пӳртре ҫӳрекелерӗ, виҫҫӗмӗш кун хайхи, пӑхатӑп, вӑл ваткӑллӑ сюртук, ҫӗлӗк тӑхӑнать, хӑй калать мана: «Ванятка, кӗсрене йӗнерлесе пар мана».

Весною — снег уже стаял — отец поднялся, дня два походил по хате, а на третий, гляжу, он надевает ватный сюртук и папаху, говорит мне: «Пойди, Ванятка, подседлай мне кобыленку».

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах икӗ уйӑх вырӑн ҫинчех выртрӗ, хӑй юн сурать, аран-аран калаҫать.

А с кровати два месяца не вставал, кровью харкал и разговаривал потихонечку-потихонечку.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атте еркӗнӗн упӑшки вара хӑйӗн икӗ тӑван пиччӗшне хӗтӗртнӗ.

Тогда муж отцовой любушки подговорил двух своих родных братьев.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр хӗлте ун айӗнче икӗ ут ӳксе вилчӗ.

В одну зиму два коня под ним убились насмерть.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫултан пӑрӑнтӑм та пӗр икӗ километр кайрӑм — икӗ урапа лараҫҫӗ; пӗр мучи вут ҫинче пӑтӑ пӗҫерет, урапа айӗнче вӑкӑр пек тӗреклӗ, сарлака пит-куҫлӑ йӗкӗт выртать, ура тупанне хыҫкалать, ҫулҫӑллӑ туратпа шӑнасене хӑвалать.

Свернул в сторону, проехал километра два — стоят две брички; какой-то дедок кашу на огневище мастерит; здоровый, как бугай, мордатый парень лежит под бричкой, пятки чешет и мух веточкой отгоняет.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар тӗттӗмелле татах икӗ хут: «Чарӑн!..» — тесе кӑшкӑрчӗ, хӑйӗн кил хуҫи арӑмне, ыйхӑран вӑрата-вӑрата, сехрине хӑпартрӗ.

Еще два раза кричал Макар в темноту: «Отставить!» — будя и пугая своим криком хозяйку.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав йӗпе туталлӑ таса чун икӗ питлӗ пулнине пӗлет вӑл, сурать вӑл ун ҫине!

Чихать она хотела на эту вечно мокрогубую ханжу и чистюлю!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗрремӗш хут хирӗҫичченех-ха Лушка каҫа хирӗҫ ун патне хваттере икӗ хутчен пынӑ, — пӑртак ларнӑ та хытӑ янӑракан сасӑпа каланӑ:

Еще до первой размолвки два раза Лушка в сумерках приходила к нему на квартиру, — посидев немного, громко говорила:

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем икӗ ушкӑна пайланнӑ: пӗр ушкӑнӗ Лушкӑна тарӑхтарма юлнӑ, тепри ҫине тӑрса Давыдов хыҫҫӑн пынӑ.

Они разделялись на две партии: одна оставалась изводить Лушку, другая упорно сопровождала Давыдова.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем ҫак килӗшӳсӗр сӑвва темӗн тӗрлӗ калама, вӗҫӗмсӗр улӑштарма вӗренсе ҫитнӗ, вара йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Давыдов, ачасене, Лушкӑна тата хӑйӗн ҫемҫешке кӑмӑлне чунтан ылханса, Лушкӑпа пӗрле икӗ урам тӑваткалӗ кайнӑ ҫӗре хайхи «унаман чуста» унанӑ чуста, тӑварсӑр, кӑпӑш, тутлӑ чуста тата темле чуста та пулса тӑнӑ.

Они бешено изощрялись, без конца варьируя свое нелепое двустишие, и пока мокрый от пота Давыдов проходил с Лушкой два квартала, кляня в душе ребятишек, Лушку и свою слабохарактерность, «кислое тесто» последовательно превращалось в крутое, пресное, сдобное, сладкое и так далее.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Икӗ кун хушши вӑл иртен пуҫласа каҫчен лаҫран тухмасӑр ӗҫлерӗ.

Два дня он проработал от зари до зари, не выходя из кузницы.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑштах лӑпланса, вӑл пысӑк куркапа харӑсах икӗ хут шыв ӑсса ӗҫрӗ, йывӑр шухӑша кайса, сак ҫине пырса ларчӗ.

Немного успокоившись, он выпил подряд две большие кружки воды, в тяжком раздумье опустился на лавку.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed