Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте пулчӗ кунта: 16 мӑшӑрӑн та ташларӗҫ, 12 мӑшӑрӑн та, пӗр кадриле ташланӑ чухне тата 20 мӑшӑр ташларӗ; тытмалла вылярӗҫ, 22 мӑшӑрӑн та пулӗ, йывӑҫсем хушшинче виҫӗ чуччу туса лартрӗҫ, каннӑ хушӑра чей ӗҫрӗҫ, апатланчӗҫ; халӑхӑн ҫурри пулӗ, пӗр ҫур сехете яхӑн, — ҫук, сахалтарах, чылай сахалтарах, — Дмитрий Сергеичпа икӗ студент тавлашнине итлерӗ, вӗсем Лопуховӑн чи ҫамрӑк юлташӗсенчен чи ҫывӑх тусӗсем шутланатчӗҫ; вӗсем пӗр-пӗрне эсӗ консеквентнӑй мар, сан модерантизм тата буржуалла туйӑм пур тесе хӑратрӗҫ; анчах, уйрӑммӑн илсен, вӗсен кашниннех расна ҫылӑх та тупӑнчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗн пурӗ аллӑ ҫын е ытларах та пухӑнчӗҫ; ҫӗвӗҫсем ҫирӗм хӗр ытла, — улттӑшӗ ҫеҫ хутшӑнман, — ватӑ хӗрарӑмсем виҫҫӗн, пӗр вунӑ ача, ҫӗвӗҫсен амӑшӗсем, йӑмӑкӗсем тата шӑллӗсем, виҫӗ ҫамрӑк ҫын, каччӑсем: пӗри — сехет ӑсти патӗнче вӗренекенскер, тепри — вак-тӗвек таварсемпе сут тӑвакан, виҫҫӗмӗш — уезднӑй училище учителӗ, лешсем иккӗшӗ те хӑйсене ҫак учитель евӗрлех тыткалаҫҫӗ; тата ҫамрӑк ҫынсем пиллӗкӗн, тӗрлӗ ӗҫпе пурӑнакансем, вӗсем хушшинче икӗ офицер, университет студенчӗсемпе медик-студентсем пӗр сакӑр ҫын.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр сехет ҫурӑ — икӗ сехет ҫывӑрнӑ е ачашланса выртнӑ хыҫҫӑн тумланать, каллех мастерскоя каять те унта чей ӗҫме вӑхӑт ҫитичченех ларать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апат ҫинӗ чухне час-часах кам та пулин пулать: пӗр ҫын, нумай пулсан — иккӗн — икӗ ҫынтан ытла юрамасть; иккӗн ҫинӗ чухне те ӗҫ пурах, апат ҫиттӗр тесен, ҫӗнӗрен хатӗрлемелле.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна пур майпа та хӑйне палӑртас мар тесе тӑрӑшрӗ, ыттисене мала кӑларасшӑн пулчӗ, мала кӑларчӗ те, ҫавна пула мастерскоя заказсем пама пыракан хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ ӑна ытти икӗ закройшицӑран уйӑрса илеймерӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑш чухне унӑн савӑнӑҫне йывӑр хуйхӑсем хуплаҫҫӗ пулсан, вӗсем вырӑнне унӑн хуйхӑсенчен часрах тӗл пулакан уйрӑмах хаваслӑ кунсем ҫуралаҫҫӗ; акӑ пӗр е тепӗр хӗрӗн шӑллӗне е йӑмӑкне питӗ лайӑх вырнаҫтарма май пур; виҫҫӗмӗш ҫулта икӗ хӗр килти учитель пулма экзамен тытрӗҫ, — епле телей пулчӗ вӑл вӗсемшӗн!
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Серж таврӑннӑ хыҫҫӑн тата икӗ сехетрен частнӑй пристав Прибытковӑран каҫару ыйтать те ун каччинчен каҫару ыйтма тухса каять.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухова хытӑ вӑрҫса тӑкаҫҫӗ, вӑл хӑй икӗ хут ытларах вӑрҫса пӗтерет те Серж патне тухса каять.Лопухову наговорили грубостей, он наговорил их вдвое и отправился к Сержу.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Икӗ будочник ҫавӑнтах чупса ҫитнӗ, Прибытковӑна илсе кайса хупса лартнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Икӗ вырӑн: профессор тата ырӑ кӑмӑллӑхӑн хӳтӗлӗхӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗчӗкрех арҫын ачасем валли уйрӑм пӳлӗм тата икӗ пӳлӗмӗ — хӗрачасем вырнаҫмалли.Для маленьких мальчиков была своя комната, две другие для девочек.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйсем вӗсем икшерӗн, виҫшерӗн пӗр пӳлӗмре пурӑнаҫҫӗ; вӗсен тӑванӗсем хӑйсене мӗнле меллӗрех, ҫавӑн пек вырнаҫнӑ: икӗ карчӑкӑн кашниннех хӑйне уйрӑм пӳлӗм пур, ытти карчӑксем пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑшпӗрисен асламӑшӗсем, амӑшӗсем е аппӑшӗсем пур; икӗ хӗр ватӑ ашшӗсене пӑхса усраҫҫӗ; нумайӑшӗн пӗчӗк шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем пур.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манпа пӗрле ҫав ӗҫе туса пыма хӑвӑр хушӑртан икӗ ҫын суйлӑр.Выберите двух из себя, чтоб они занимались этим вместе со мною.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ман пата паллакан ҫын килет те икӗ сехетре тепӗр паллакан ҫын килесси ҫинчен пӗлтерет; эпӗ пӗр сехетре ӗҫпе тухса каятӑп; икӗ сехетре килекен ҫав паллакан ҫынна кирлӗ ответ пама сана хушма пултаратӑп-и эпӗ, — эсӗ килте юлма шухӑшлатӑн пулсан, сана ҫапла тума ыйтма пултаратӑп-и?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗрремӗшӗ, акӑ мӗн, пирӗн икӗ пӳлӗм пулать, санӑн та манӑн, унтан тата чей ӗҫмелли, апатланмалли, хӑнасем йышӑнмалли; пирӗн хӑнасем сан патӑнта е ман патӑмра ҫеҫ пулмаҫҫӗ, эпир вӗсене пӗрле йышӑнӑпӑр.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ, тусӑмҫӑм, савӑннипе икӗ сехетчен ҫывӑраймарӑм.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Кун пек пулсан, питӗ лайӑх пулать-ха, — шухӑшлать Лопухов ун патне утнӑ май, — тепӗр икӗ ҫултан, нумай пулсан, тата икӗ ҫур ҫултан манӑн кафедра пулать.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак тӑванӗ, лашапа килмелле тенӗскер, ҫуранах килнӗ, ҫынсем ҫине тинкерсе пӑхса калаҫнӑ та ялан тенӗ пекех кӑмӑлсӑр юлнӑ; пӗр ҫемьере хӑйсене ытлашши мӑнаҫлӑ тыткалаҫҫӗ; тепринче — амӑшӗ лайӑх, ашшӗ ухмах, виҫҫӗмӗшӗнче вара — пачах тепӗр майлӑ, т. ыт. те, хӑшпӗрисенче пурӑнма та юрамалла, анчах условисем Верочкӑшӑн юрӑхлӑ мар: е акӑлчанла калаҫмалла, — Верочка калаҫма пӗлмест; е, гувернантка мар, нянька кирлӗ; е ҫынсем пур енчен те лайӑх, анчах хӑйсем чухӑн тата вӗсен хваттерӗнче гувернантка валли пӳлӗм ҫук — ача-пӑча пӳлӗмӗ ҫеҫ, унта вӗсен икӗ пысӑк ача, икӗ пӗчӗк ача, нянька тата ӗмӗртекен хӗрарӑм пурӑнаҫҫӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата икӗ кунтан «Полици ведомоҫӗсенче» французла, нимӗҫле т. ыт. калаҫма пултаракан, лайӑх йӑхран тухнӑ хӗр гувернантка пулса ӗҫлеме вырӑн шырать, ун ҫинчен Коломнӑра, NN урамра, NN ҫуртра, ҫав-ҫав чиновникрен ыйтса пӗлме юрать» текен пӗлтерӳ пичетленсе тухрӗ.