Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑслӑ the word is in our database.
ӑслӑ (тĕпĕ: ӑслӑ) more information about the word form can be found here.
Ялан шухӑшлатӑп ҫакӑн пирки, — ӑслӑ калаҫӑвӗпе шалт тӗлӗнтерчӗ хӗрача.

Всегда думаю об этом, - удивила нас умными речами девочка.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Анчах Марина хӑйне ӳпкеленипе килӗшмесӗр шухӑшне ҫапларах уҫӑмлатнӑ: «Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, мӗскӗн чунлӑ этем кӑна тум-юмшӑн именет — комплекс ку. Несӗлсем ҫӑпата тӑхӑннишӗнех хальхисен мӗн именмелли пур? Ӑслӑ, ӗҫчен хресчен ҫемйинче сӑран атӑ та пулнах. Мӗн ӗҫ тума хӑшӗ меллӗ е вырӑнлӑ пулнӑ, ҫавна тӑхӑннӑ. Паян эпир акӑш-макӑш капӑр та шукӑль ҫӳреме пултаратпӑр, чун-чӗремӗрте, кӑмӑлӑмӑрта несӗлӗмӗрсен пулни — пӗр сӑмахпа шалти культура теме май пурри, И. Яковлев асилӗвӗнче «бог весть откуда дошедшая до нас деликатность» текенни унта… — юлнӑ-и-ха? Тем пекчӗ!»

Help to translate

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Вӑл питӗ хитре, ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ, ӗҫчен хӗрарӑмччӗ.

А она была красивая, умная, с широким кругозором и трудолюбивой женщиной.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Хӗрачасем иккӗшӗ те ӑслӑ, тавҫӑруллӑ, тӗрлӗ енӗпе пултаруллӑ.

Help to translate

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗсем маттур та ӑслӑ ачасем — хӗрпе ывӑл — ҫитӗнтернӗ.

Они вырастили хороших и умных детей — дочку и сына.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Шӑпам мана пурнӑҫӑмра хамӑр тӑрӑхри аслӑ та ӑслӑ нумай ҫыннӑн чун ӑшшине туйма май пачӗ.

Судьба дала мне шанс в своей жизни почувствовать теплоту многих умных и великих людей нашего края.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ют пурлӑха хапсӑнакансем халь чее те ӑслӑ — «прогрессивлӑ» технологисемпе усӑ кураҫҫӗ.

Help to translate

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Л.Кэролл ӑслӑ калани — тӗрӗсех: «Хальхи вырӑнтах пулас тесен — мӗн пур вӑйран чупмалла».

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Мӗн тери ӑслӑ, ҫав вӑхӑтрах мӗн тери сӑпайлӑ, ӑшпиллӗ вӑл! Ҫынна итлеме пӗлет, ыйтусене чунтан хуравлать.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Николай Васильевич кулленех пирӗнпе: унӑн портречӗ ӗҫ пӳлӗмӗнче ҫакӑнса тӑрать. Хӑйӗн ӑслӑ куҫӗпе пирӗн ӗҫе тишкерсе пӑхать, эпир унӑн витӗмне яланах туятпӑр», — терӗ Михаил Михайлович.

Help to translate

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пирӗн ҫӗршывра яланах пултаруллӑ, ӑслӑ тренерсем пулнӑ: Гавриил Качалин, Михаил Якушин, Константин Бесков, Валерий Лобановский, Анатолий Бышовец, Павел Садырин, Олег Романцев, Валерий Газзаев, Юрий Семин тӗрлӗ вӑхӑтра хӑйсен командисемпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.

Help to translate

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Критикӑпа библиографи ӗҫне тивӗҫилипе йӗркелесе, чӑваш ӗҫҫыннисене ӑслӑ та пысӑк художествӑллӑ, большевикла кӗнекесем парас ӗҫе пӗтӗм вӑя хурар.

Help to translate

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Апла пулсан ун валли чӑн-чӑн культурӑллӑ пурӑнма пулӑшакан ӑслӑран та ӑслӑ паха кӗнекесем кирлӗ.

Help to translate

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

«Эпир мар-тӑк кам?» — теҫҫӗ те Васильевсем архивсенче чакаланаҫҫӗ, ял-йышран тӗпчеҫҫӗ, ӑслӑ кӗнекесем вулаҫҫӗ, хӑйсем те ҫыраҫҫӗ.

Help to translate

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ӑслӑ, хӑйсен ӗҫне, Чӑваш Ен лару-тӑрӑвне лайӑх пӗлекен ертӳҫӗсен шанӑҫне тӳрре кӑларас тесе хамӑртан мӗн кирлине йӑлтах тӑваттӑмӑр.

Help to translate

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Библиотекӑна кӗрекен вырӑнта ҫамрӑк ӳнерҫӗсене Ӑслӑ кушак ачи кӗтсе илнӗ, вӗсене чӑваш сӑмахлӑхӗпе каларӑшӗсен тӗркемӗсене парнеленӗ.

Help to translate

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Айӑплӑ ҫынсене йӗркене кӗртессинче тата ҫитменлӗхсене пӗтерессинче ҫак ӑслӑ хӗрарӑм хӑйӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпе пухнӑ ӑсталӑхӗпе тата вӑрттӑнлӑхӗпе усӑ курать.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

7. Кирек хӑҫан та санран курса ырӑ ӗҫ тума вӗренмелле пултӑр: вӗрентнӗ чухне таса кӑмӑлпа, йӗркеллӗ, тӳрӗ кала, 8. сӑмаху ӑслӑ та тӗрӗс пултӑр — хирӗҫ тӑракан пирӗн ҫинчен нимӗн усал калама тупаймасӑр намӑса юлтӑр.

7. Во всем показывай в себе образец добрых дел, в учительстве чистоту, степенность, неповрежденность, 8. слово здравое, неукоризненное, чтобы противник был посрамлен, не имея ничего сказать о нас худого.

Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Апла эсир — Туррӑн суйласа илнӗ, сӑваплӑ, савнӑ ҫыннисем — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр.

12. Итак облекитесь, как избранные Божии, святые и возлюбленные, в милосердие, благость, смиренномудрие, кротость, долготерпение,

Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Хӑйсен йӗркипе кӗлӗ туни, хӑйсене йӑвашлатни, ӳтне хавшатлатни ӑслӑ пек курӑнать пулӗ те, анчах та ҫакӑ ӳтпе кӗрешме пулӑшмасть.

23. Это имеет только вид мудрости в самовольном служении, смиренномудрии и изнурении тела, в некотором небрежении о насыщении плоти.

Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed