Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫӗ (тĕпĕ: пуҫ) more information about the word form can be found here.
Анчах хыҫалалла хытӑ чӑмӑртаса ҫыхса лартнӑ ылтӑн тӗслӗ сарӑ йывӑр ҫивӗтлӗ пуҫӗ хӑйӗн ӗлӗкхи илемне ҫав-ҫавах ҫухатман.

Но голова ее с бело-золотистыми тяжелыми косами, туго затянутыми и скрученными на затылке, сохранила свою прежнюю красоту.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейӑн пуҫӗ ҫаврӑнать, вӑл сӗтелтен ярса тытать.

У Андрея кружится голова, он хватается за столик.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пуҫӗ патне амӑшӗ пырса тӑрать, ӑна пуҫӗнчен ачашлать, лӑплантарас тенӗ пек, темӗн пӑшӑлтатса калать.

Мать останавливалась возле изголовья и гладила его по голове, она что-то шептала, будто стараясь его успокоить.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Чавсине пуҫӗ айне хурса, Маринкин чӳречерен курӑнакан тӗттӗм пӗлӗт ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса выртать.

Подложив под голову локоть, Маринкин, не отрывая глаз, смотрел на видневшееся в окне темное небо.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ сасартӑк ыратса кайнипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнма тытӑнчӗ те, вӑл ҫурӑмӗ ҫине тӳнсе кайрӗ.

От боли, пронзившей вдруг все тело, у него закружилась голова, он повалился на спину.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Юнашарти тӗмеске хыҫӗнчен Рогачӑн тем пысӑкӑш пӑра евӗр мӑйракаллӑ, пуклак сӑмсаллӑ пӗчӗк пуҫӗ курӑнчӗ.

Из-за соседнего увала вынырнула маленькая горбоносая голова Рогача, с огромными штопорообразными рогами.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Валентина диспетчерскинче Витя ӗҫне пӑхса савӑнса ларнӑ хушӑра Ефросинья трактор тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ, хӑйӗн упӑшкин, уй-хир бригадин бригадирӗ Петр Бортниковӑн, пуҫӗ ҫине тӗнчере мӗн пур-ҫук инкек ӳктӗр тесе ылханчӗ.

Пока Валентина сидела в диспетчерской и любовалась Витиной работой, Евфросинья ходила вокруг трактора и призывала на голову своего мужа, бригадира полеводческой бригады Петра Бортникова, все существующие и несуществующие в природе беды:

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хытӑ сиктернипе чейник силленсе илчӗ, шыв примус пуҫӗ ҫине тӑкӑнчӗ, ҫулӑм сӳнчӗ, шӑршлӑ тӗтӗм сывлӑша ҫӗкленчӗ.

От резкого движения качнулся чайник, вода пролилась на горелку, огонь погас, смрадный столб поднялся в воздух.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫакӑ пӗтӗмпех кӗтмен ҫӗртен килсе тухнипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, вара унӑн пӗр вӑхӑтрах ҫак ӗҫе хӑй аллине илес те килчӗ, ҫак ӗҫрен тарас та килчӗ.

Все это было таким неожиданным, большим, что голова у нее кружилась и ей хотелось одновременно и хвататься за эту работу и бежать от нее.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ӑҫтан килсе тухрӗ ку мур пуҫӗ! — ятласа тӑкрӗ те вӑл хӑйӗн ӗнсине, ӑна аллипе сӑтӑрса, ӑшри шухӑшне малалла тӑсрӗ:

«Вот взялся, чортов черепок! — выругал он свой затылок, потер его ладонью и мысленно продолжал:

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья пуҫӗ тӗлӗнче ҫивиттинчен шӗвӗр вӗҫлӗ пысӑк пар ҫакӑнса тӑрать, ун тӑрӑх чупса анакан тумламсем аялалла, юртан тата пӑртан тунӑ пӗчӗк башньӑсем, стенасем, каҫмасем пула-пула тӑнӑ, е ҫӗрелле ишӗле-ишӗле аннӑ, — пӗр тикӗссӗн тумлаҫҫӗ.

Над головой Авдотьи с крыши свисала большая остроконечная сосулька, и капли, срываясь с нее, мерно падали вниз, туда, где то вырастали из снега и наледи, то вновь разрушались крохотные башни, стены и переходы.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Вӑл, эсремет пуҫӗ, пурне те пӗлет.

— Ей, бесовке, все ведомо.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эрех ӑна яланах ыйхӑлаттарса яратчӗ, пуҫӗ анкӑ-минкӗленсе каятчӗ унӑн, чӗлхи-ҫӑварӗ аран-аран ҫаврӑнкалакан пулатчӗ.

Водка немедленно вгоняла его в сон, голова тупела, язык ворочался с трудом.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ӳссӗр, эсрел пуҫӗ

Пьян, сукин сын…

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Боецӑн йӗтӗн сӳсӗ пек шурӑ пуҫӗ юнпа хӗрелчӗ, вӑл тӗршӗнсе анчӗ.

Кровь показалась на голове у Оленина, он упал.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӗвеланӑҫ енче вӑрман хыҫӗнчен упа пуҫӗ евӗрлӗ хура та катмар пӗлӗт хӗрри курӑнать.

На западе из-за леса выглядывал край тучи, темный и косматый, как медвежья голова.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл алтупанне унӑн пуҫӗ ҫине ҫаврӑнӑҫусӑр хучӗ те сывласа илчӗ.

Он неумело положил ладонь на ее голову и вздохнул:

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

… Лаша каллех чӗрнипе чаклаттарать, кӗсре пуҫӗ сулланать, унӑн ура чӗрни айӗнчен пылчӑк сирпӗнет…

…Снова цоканье копыт, качающаяся голова кобылы, комья летящей из-под копыт грязи…

3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пуҫӗ пӗчӗккӗ те тишпӗм, вӗче шӑмми тӗреклӗ, кайри урисем чармак.

Морда маленькая, сухая, а крестец могучий, и задние ноги поставлены широко.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫук, вӑл пысӑк та самӑр, пуҫӗ те пысӑк, ку енчен вӑл питех аван, анчах пур енчен те паллӑ, вӑл часах хӑнӑхас ҫук, сӗтне хӑвӑрт ӳстерес ҫук.

Нет, тяжела, массивна, большеголова, хороша, но, по всему видно, неподатлива, не скора на раздой.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed