Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пулӑшу the word is in our database.
Пулӑшу (тĕпĕ: пулӑшу) more information about the word form can be found here.
Мана ҫапла туйӑнать: ют ҫын пулӑшмасӑр эсир ку инкекрен хӑтӑлас ҫук тата мансӑр пуҫне урӑх никамран та ӑнӑҫлӑ пулӑшу илме пултарас ҫук пек туйӑнать.

Мне кажется, что вы не можете выйти из него без посторонней помощи и не можете ждать успешной помощи ни от кого, кроме меня.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ, сан пулӑшу кирлӗ мар мана, теместӗп!

Я не отказываюсь от твоей помощи!

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ытлашши хӗсӗкех пулмӗ-ха; хӗсӗк пулас пулсан, санран пулӑшу ыйтӑп; ман валли мӗн чухлӗ те пулин укҫа хатӗр тыт-ха эсӗ; мӗнле хытса пурӑнсан та, ӑна-кӑна илмелли, тӑккаланмалли пулатех ӗнтӗ ман, — ӑна пӗлетӗн эсӗ; эпӗ унсӑрӑн пурӑнма пултараймастӑп.

Я думаю, что не буду нуждаться; но если буду, обращусь к тебе; позаботься же, чтоб у тебя на всякий случай было готово несколько денег для меня; ведь ты знаешь, у меня много надобностей, расходов, хоть я и скупа; я не могу обойтись без этого.

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ман пулӑшу кирлӗ мар.

Моя помощь не требуется.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ сана юрататӑп пулсан, санран пулӑшу илеп-и е колхозран кӗлмӗҫленсе ыйтӑп-и вара?!

Как же я приму от тебя помощь или от колхоза милостыню, ежели я тебя люблю?!

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сӑмах ман пулӑшу ҫинчен пымасть, сан аннӳне, нумай ачаллӑ тӑлӑх арӑм тесе, колхоз пулӑшӗ.

— Да не о моей помощи разговор идет, а колхоз будет помогать твоей матери как многодетной вдове.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сан пулӑшу кирлӗ мар мана!

— Не нуждаюсь я в твоей помощи!

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сан пата пӗтӗмпех хӗнесе пӗтернӗ юланутҫӑ чуптарса килнӗ тетӗп-ҫке, пулӑшу ыйтма пулӗ-ха…

— Гонец, говорю, прискакал к тебе, весь побитый, не иначе — за подмогой…

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир питӗ кирлӗ пулса тухсан ҫеҫ пулӑшу ыйтатпӑр, итту шӑла ҫыртса кӑна, урӑхла тума пире мӑнаҫлӑх хушмасть…

Мы при самой вострой нужде помощи просим, и то скрозь зубы, иначе нам гордость не позволяет…

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунта эпӗ пачах пулӑшу илме мар, пысӑк ӗҫпе килтӗм.

А приехал я сюда вовсе не за помощью, а по важному делу.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн колхозри ӗҫ эртел ӗҫӗ, вӑл пурне те усӑ тума каять, ҫавӑнпа тепӗр бригадӑран пулӑшу илнине япӑх япала тесе шутламастӑп эпӗ.

Я так разумею: работа наша в колхозе артельная, идет она на общую пользу, и принять помощь от другой бригады не считаю зазорным делом.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пулӑшу ыйтма-и?

Помощи просить?

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хам санпа пӗрле пырайманни ҫеҫ пӗтерет, атту эпӗ сана тӗне хирӗҫ кӗрешес енӗпе пысӑк пулӑшу панӑ пулӑттӑм.

Жалко, что я с тобой не поеду, а то бы я мог тебе большую пользу в антирелигии оказать.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗннисенчен пулӑшу кӗтсе илӗн унта, асту!

От наших дождешься помочи, как же!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пулӑшу — ҫынсем, туртӑм вӑйӗ — илтӗр-и?

Подкрепление уже получили людьми и тяглом?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шар курнисен йышӗнче Виталий Сергеева тата Вероника Пинеслӑва асӑнма пулать — сайт редакторӗ вӗсенчен укҫа енчен пулӑшу ыйтакан ҫырусем илнӗ.

Среди пострадавших, от имени которых редактор сайта получил сообщения с просьбой помочь с деньгами — Виталий Сергеев и Вероника Пинеслу.

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен страницисене ҫӗмӗрнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23597.html

Тӗрлӗ пулӑшу та парне салатать вӑл хӑй тавра.

Он расточает вокруг себя милости и дары.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вара Агафон, Гремячие пырсан, чи малтан Давыдовран пулӑшу ыйтрӗ:

Тогда Агафон при первом же приезде в Гремячий обратился за содействием к Давыдову.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унашкал пулӑшу пулсан…

Такое покровительство…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Унтан, Давыдовпа Нагульнов еннелле ҫаврӑнса: — Сирӗн патӑра эпир мӗнле те пулин пулӑшу парас тесе килтӗмӗр, эсир ӑна пӗлетӗр ӗнтӗ.

— И обращаясь к Давыдову и Нагульнову: — Приихалы мы до вас, шоб якусь-то помогу вам зробить, це вам, надиюсь, звистно.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed