Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавна илтнӗ Рада тем пек хӑраса ӳкрӗ пулин те чӳрече умӗнчех тӑчӗ; сасартӑк вӑл юнашарти тӑкӑрлӑкран чупса килекен башибузуксем икӗ пӑлхара урам варринчех ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернине курах кайрӗ…
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӗл туса пӗтерчӗҫ те мечӗтри халӑх урам варрине тухрӗ, ҫынсем унта-кунта пуҫтарӑнса софта сӑмахӗ пирки калаҫрӗҫ.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак хӗвӗшӳ пуҫлансанах вӑл галерее хӑпарнӑ та, урам варринче мӗн пулса иртнине ҫӳлти чӳречерен пӑхнӑ, тул енче нимӗнле пӑлхану та пулман.
XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пытарма каякан ушкӑн тӑкӑрлӑкалла пӑрӑнсан урам вӗҫӗнче кларнет сасси те параппан ҫапни илтӗнсе кайрӗ, ӑна хирӗҫех вӑйӑ калакансен савӑк ушкӑнӗ тухрӗ.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чечекпе ладан шӑрши урам варринчен сирӗле пӗлмест, пуҫа анратать.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пытаракан ушкӑн урам варрине тухсан, тупӑкне каллех ҫӗре лартрӗҫ, кӗл тума тытӑнчӗҫ, Кандов ҫавӑнта урам варринчех юпа пек хытса тӑчӗ.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Урамра иртен-ҫӳрен хӗвӗшет, хӑшӗ урам урлах каҫса ҫӳрет, вӗсен хушшинче Рада та, карчӑк та ҫук.Прохожие сновали взад-вперед по улице, но ни Рады, ни ее старухи хозяйки среди них не было.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Урам тӑрӑх вӗсем тӑвалла васкарӗҫ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑй ҫаплах урам тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ тинех хайхи ҫурт мӗлки кӳленчӗкрен те тухрӗ, ҫур урам ҫап-ҫутӑ пулса тӑчӗ, Кандова хӑйне тесен вара тин кӑна хӗвел тухассӑн туйӑнчӗ…
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах ҫурт мӗлки хирӗҫри ҫуртран чӑтма ҫук хуллен шуса анать те, пӗтӗм урам сарлакӑш тӗксӗммӗн курӑнать…
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кандов урам урлӑшне темиҫе хут та хутларӗ, пӗрре мӗлке енне, тепре Лиловӑца карчӑкӑн ҫурт стенине пӑхкаласах тӑчӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав мӗлке хӗрри урам варринчи шыв кӳлленчӗкӗ патне ҫитнӗ чух Рада пахча сапма тухнине Кандов асӑрханӑччӗ-ха.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак ирхи сехетре Марко Иванов хула хӗрринчи лӑпкӑ урам вӗҫне тухса, пӗр ҫурт хапхи умне чарӑнчӗ, алӑкӗнчен хуллен ҫеҫ шаккарӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Колчо, ҫав Мичо патӗнчен тухса кайсанах, хӑйне куракансем тӗлӗнсе пӑхса юлнӑ май, урам тӑрӑх Рада патне чупрӗ, вӑл ӑна хаваслӑ хыпар пӗлтерме васкарӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ Лалка каллех пӗр-пӗччен тӑрса юлчӗ; ҫак шӑв-шавлӑ урам уншӑн пушансах юлнӑ пек пулса тӑчӗ.И вот Лалка опять осталась одна; одна на этой людной улице, которая ей сейчас казалась пустыней.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл пӑтранчӑк ҫырма урлӑ чӗркуҫҫи таран шыва путса каҫрӗ, шывӗ тилӗрсе юхатчӗ ӗнтӗ, урам варрипе иртнӗ чух сивӗ ҫил касса вӗрчӗ, ҫумӑр пите ҫапса ҫӑвать.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Урамра та, Лалка тӑракан урам варринче те пӗр ҫын ҫук.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лалка, сунчӑкне уҫса, урам тӑрӑх васкавлӑн утрӗ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн, — терӗ Ганчо, — анчах пирӗн пӑхӑрҫӑ таппа ҫакланнӑ пек туйӑнать мана, питӗрсех илнӗ ӑна, пӗтӗм урам халӑхӗ унта пуҫтарӑннӑ.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.