Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытма the word is in our database.
тытма (тĕпĕ: тытма) more information about the word form can be found here.
Авдотья лапам еннелле, пирвайхи сӗт витре тӗпне шарласа юхнӑ ҫӗре, ҫынсем шухӑшланӑ пек пулса тухнӑ Дарочка тутисемпе шыв еннелле туртӑннӑ ҫӗре, пӗчӗк Дуняшка, шыв варрине кӗмелли хӑма ҫинчен кула-кула усӑнса, выльӑхсене шӑварнӑ ҫӗрти кӑтрашка пӗчӗк хумсем ҫинче чӗтрекен пирвайхи ҫӑмӑл ҫӑлтӑра аллипе ярса тытма тӑрӑшнӑ ҫӗрелле утса кайрӗ.

Авдотья прошла в ложбину, туда, где первые молочные струи разбрызгивались о днище, где Дарочка, созданная по замыслу людей, тянулась розовыми губами к, речной синеве, где маленькая Дуняшка, смеясь и перегибаясь с мостков, все силилась поймать ладонями первую легкую звезду, дрожавшую на ряби водопоя.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Алеша сӑрчӗ ҫинчи пур хӗрсем те хӑй ҫине пӑхнине Володя пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне маттуррӑн тытма тӑрӑшнӑ.

Володя знал, что на него смотрят все девушки Алешина холма, и старался держаться молодцевато.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вара эпӗ ӑна хама ҫывӑхрах тытма пуҫларӑм.

Ну, я стала придерживать ее около себя.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Фроська та хытӑ тытма юратакан хунямӑш патне каясшӑн пулмарӗ те, Петр ун патне куҫрӗ.

Фроська не пожелала итти под начало к властной свекрови, и Петр переехал к ней.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Штурвала хам, хамӑн алӑпа тытма юрататӑп.

Сама, своими руками люблю держаться за штурвал.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫакӑ маншӑн уйрӑмах йывӑр вӑхӑтра та пулин йӗркеллӗ ҫемьепе пурӑнма, хам ҫумра арӑма тытма ирӗк пур-и манӑн?

Имею я право хотя бы в это особо трудное для меня время иметь нормальную семью, иметь жену рядом с собой?

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Инженера ытти ҫӗртен тара тытма пултараймастпӑр эпир тата кирлӗ те мар.

 — Нанять со стороны инженера мы не можем, да и не к чему.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Мӗнпур красноармеец юлташсене хӑйсен речӗсене коммунизмӑн хӗрлӗ ялавӗ тавра тачӑрах пӗтӗҫтерме, алӑра винтовкӑна ҫирӗпрех тытма, усал ирсӗрсем пире хирӗҫ тухнине ҫӗнӗрен хӑватлӑн пырса ҫапнипе ответ пама чӗнсе калатпӑр.

Призываем всех товарищей красноармейцев тесней сомкнуть свои ряды вокруг красного знамени коммунизма, крепче сжать в руках винтовку и на вызов хищников ответить новым, мощным ударом.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑвна ху тытма пӗл, Павлин Федорович…

Не распускай себя, Павлин Федорович…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл, капитан помощникне ҫыран хӗррине май килнӗ таран ҫывӑхарах тытма хушса, ҫӗнӗ атакӑна кӗрсе кайрӗ.

Он пошел в новую атаку, приказав помощнику капитана держаться как можно ближе к берегу.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эсӗ вӑлтапа пулӑ тытма юрататӑн-и?

Ты удить любишь?

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ыран, Маркин, пулӑ тытма каятпӑр.

Пойдем, Маркин, завтра рыбку половим.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ыттисем вара тинӗс кайӑкӗсене тытма кайнӑ, юханшывсенче — минога, юханшывсен варринче — навага тытнӑ, семга ятлӑ пулла тытма «ишекен» тетелсем лартнӑ, ҫав пуллах тытма Онега урлӑ йывӑҫ хӳмесем пура-пура тухнӑ.

Остальные брали морского зверя, ловили в реках миногу, на взморье — навагу, ладили «плавные» сети для улова семги, «рюжи» — для поимки той же рыбы в деревянных заборах, поставленных через реку Онегу.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫамрӑк чухне упа тытма та ҫӳреттӗм.

Молодой на медведя хаживал.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Министр Пуль генерала халлӗхе пурне те вӑрттӑнлӑхра тытма хушать.

Министр требовал от генерала Пуля полного сохранения тайны.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Авдотья — пит лайӑх работница пулнине, вӑл колхозӑн выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес пӗтӗм ӗҫне хӑй аллинче тытма пултарнине уҫса палӑртрӗ вӑл.

Он открыл, что Авдотья — золотая работница и держит в своих руках все колхозное животноводство.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Лена хӑш чухне улӑха ҫул май лавпа килсе каять; вӑл ӑна утӑ ҫулма вӗрентрӗ, вара унӑн тытма пӗлмен, хӗвел тепле хӗртсен те пиҫсе хуралман ҫинҫе аллисенче ҫава курма ӑна питех те килӗшет.

Лена иногда приезжала на луга с попутной подводой; он учил ее косить, и ему трогательно было видеть косу в ее неумелых тонких, ни под каким солнцем не загоравших руках.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫитес эрнере сирӗн пата хӳме тытма ҫынсем яратӑп.

На той неделе пришлю к вам людей делать забор!

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий халь сасартӑках ӑнланса илчӗ: вӑл хӑюсӑр пулнипе мар тухса кайнӑ, ҫамрӑк пулнипе тата ҫынна шаннипе, хӳме тытма май ҫукки ҫинчен Василий ҫирӗплетсе каланине ӗненнипе, май пулсанах Василий хӳме тыттарассине шанса тӑнипе.

Теперь Василий вдруг понял, что она ушла не потому, что была мямлей, а потому, что по молодости лет и врожденной доверчивости просто поверила в то, что забор сделать невозможно, раз Василий это утверждает, и что, когда будет возможно, он забор сделает.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫемьере чи кӗҫенни, хитре те пултаруллӑскер, Степанидӑн юратса иртӗнтернӗ ачи пулнипе вӑл хӑйне ачаранпах чӑрсӑрла тытма хӑнӑхнӑ.

Младший в семье, красивый, способный любимец и баловень Степаниды, он с детства не привык вести себя бесшабашно.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed