Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнине (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Саньӑпа иксӗмӗр пӗррехинче ун патне кайнине астуса илтӗм, Валя ун чух пире хӑйӗн хир кайӑкӗсене кӑтартнӑччӗ.

Я вспомнила, как мы однажды были у него с Саней и как он показывал нам своих грызунов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак иртнӗ кунсенче вӑл епле ватӑлса кайнине, вӑл ытла имшерӗн курӑннине эпӗ тин ҫеҫ асӑрхарӑм.

Только теперь я заметил, как он постарел за эти дни, как был удручен и жалок.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Саня, мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсене пула Катя пӗр кӗтмен ҫӗртен килне пӑрахса кайнине пӗлместӗп-ха эпӗ, анчах ҫавӑн пирки ыйтса пӗлмешкӗн тивӗҫӗм пур; эсӗ кунта килнипе ҫыхӑнман-ши ҫав сӑлтавсем?

– Я не знаю, какие непосредственные причины побудили Катю внезапно уехать из дому, но я вправе спросить: не связаны ли эти причины с твоим появлением?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун ҫинчен эпӗ ҫӗрӗпех шухӑшларӑм та хам ҫывӑрса кайнине те сисмерӗм, ирхине хайхи вӑрантӑм та ҫӗрӗпех шухӑшла-шухӑшла ҫывӑрман пекех пулчӗ.

Я думал над нею весь вечер и не заметил, как заснул, а утром проснулся с таким чувством, как будто и не спал — всё думал.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑҫта кайнине пӗлместӗп.

— Не знаю, куда делись.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн динамикӑллӑ пӗчӗк фонарь пурччӗ, ӑна ҫутас тесен пӗр вӗҫӗмрен пӳрнесемпе ӗҫлемелле пулать, анчах та тӑтӑшах ӗҫлеме май ҫук, эпӗ вара пӳрнесене сарса яратӑп, — халӗ ӗнтӗ акӑ сасартӑках сивӗ пулса кайрӗ, вара малтан мӗн пулнӑ, пурте хӑйсен вырӑнне вырнаҫаҫҫӗ, эпӗ вара кабина хушӑкӗнчен варкӑшса кӗрекен тӑман хама хӳсе кайнине туйма пуҫларӑм.

У меня был фонарик с динамкой, и нужно было всё время работать пальцами, чтобы он горел; но всё время работать невозможно, и я разжимал пальцы — тогда сразу становилось холодно, и всё возвращалось на свои места, и я начинал чувствовать снег, который заносил меня сквозь щели кабины.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ вӗҫне ҫитиччен хӑвӑн ӳт-тирне туйса тӑнӑ вӑхӑтра, хӑлха ҫурхахӗ шӑнса кӳтнӗ пекех, таҫта шалта-шалта хӑлха шӑнса кайнине чухланӑ самантра, юр питҫӑмарти ҫумне ҫыпҫӑнса пӑр-маскӑ пулнине туйнӑ чухне, примус чӗртсе ярасси йывӑр япала вӑл.

Трудно разжечь примус, когда ежеминутно чувствуешь с ног до головы собственную кожу, когда вдруг становится холодно где-то глубоко в ушах, как будто мёрзнет барабанная перепонка, когда снег мигом залепляет лицо и превращается в ледяную маску.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, палаткӑна чупса кӗрсе: «Мӗскер эсир катемпи пек хытса тӑратӑр, мӗскер эсир ҫывӑрса выртатӑр, е эсир хамӑра ҫӗр патнелле илсе кайнине курмастӑр-и?» тесе кӑшкӑрса ярасран хама хам аран-аран кӑна тытса чаратӑп.

Какого труда стоит мне сдержать себя, не вбежать в палатку, не закричать во весь голос: «Что вы сидите чучелами, что вы спите, разве вы не видите, что нас подносит к земле?»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна эпӗ хамӑн ним юрахсӑр хронометрипех, хуҫа пулса тӑракан ҫиле сӑнасах, шыва янӑ линь ӑҫталла кайнине пӑхсах, куратӑп.

Это я вижу и по моему никуда не годному хронометру, и по господствующим ветрам, и по направлению выпущенного в воду линя.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пытарнӑ чухне Катя хамран пӑрӑнса кайнине те астӑватӑп-ха.

Я ещё не забыл, как Катя отвернулась от меня на похоронах.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ҫырӑва вуласа тухнӑ-тухманах пурте улшӑнса кайнине асӑнма та кулӑшла пек туйӑнать.

Даже смешно вспомнить, как все переменилось, едва только я прочитал это письмо.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хам шуралса кайнине чухласа илтӗм.

Я чувствовал, что очень бледен.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ кӑна, хам калаҫнӑ вӑхӑтра кӑна, эпӗ Николай Антоныч ватӑлса кайнине асӑрхарӑм.

Теперь только, во время этой речи, я заметил, как постарел Николай Антоныч.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Экспедици хӑйпе пӗрле типӗтнӗ бульон, макарон, сухари, кофе илсе кайнине ыйтӑр-ха эсир унтан?

Спросите у него, сколько сухого бульона взяла с собой экспедиция, сколько макарон, сухарей и кофе.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сывпуллашнӑ май эпӗ тата темскер мӑкӑртатрӑм, Кораблев тилӗрсе кайса ман паталла ыткӑнчӗ, эпӗ вара хам пӳртрен тухса кайнине те сисмесӗрех юлтӑм.

Прощаясь, я пробормотал еще что-то, но Кораблев, нахмурясь, пошел прямо на меня, так что я как-то незаметно оказался за дверью.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юрӗччӗ турокпа е шведпа ҫапӑҫма каяс пулсан, халӗ акӑ кам ҫине кайнине калама та ҫылӑх.

И добро бы уж ходил ты на турку или на шведа, а то грех и сказать на кого.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ Саньӑран Петька карточкине ыйтсан вӑл пӑлханса кайнине, унтан ҫавӑнтах, алӑк хыҫне тухса кӗсйинчен кӑларнӑ пекех ҫав карточкӑна питӗ хӑвӑрт илсе килнине, ирӗксӗрех аса илтӗм.

Я невольно вспомнил, как Саня смутилась, когда я спросил, нет ли у нее Петькиной карточки, и как быстро принесла ее — точно вышла за дверь и вынула карточку из кармана.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрсе, Ромашкӑна хӗнесе тӑкнине, никама каламасӑр Энска тухса кайнине?

Что я ворвался в спальню, избил Ромашку и, никому не сказавшись, уехал в Энск?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗнле хӑвӑртлӑхпа кайнине калама пултараймастӑп эпӗ, сехетне хӗрӗх ҫухрӑм пулас, анчах та маншӑн эпир халап-юмахсенчи пек хӑвӑрт ыткӑнса пынӑ пек туйӑнса кайрӗ.

Не знаю, с какой быстротой мы ехали, должно быть не больше сорока километров в час, но мне казалось, что мы мчимся с какой-то сказочной быстротой.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир хӑрушлӑха хирӗҫ кайрӑмӑр, эпир хамӑр хӑрушлӑха хирӗҫ кайнине те пӗлсе тӑтӑмӑр, анчах та эпир хун пекех пуласса кӗтменччӗ.

Мы шли на риск, мы знали, что идем на риск, но мы не ждали такого удара.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed