Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑтам the word is in our database.
вӑтам (тĕпĕ: вӑтам) more information about the word form can be found here.
Нумаях пулмасть туса хунӑ Федерацин вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантармалли корпорацийӗпе те эпир туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелӗпӗр.

Мы выстроим партнерские отношения и с недавно созданной Федеральной корпорацией по развитию малого и среднего предпринимательства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫак проектсене пурнӑҫланине пула кӑна вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 27-30 пин тенкӗпе танлашакан 1500 ытла ҫӗнӗ хушма ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленмелле, вӗсенчен 850-шӗ шалу виҫи 35 пин тенкӗрен те иртекен пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ.

Реализация только этих проектов позволит дополнительно создать более 1500 новых рабочих мест со средней зарплатой 27–30 тыс. рублей, из них – 850 высокопроизводительных с зарплатой выше 35 тыс. рублей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӗсен ӗҫченӗсен вӑтам ӗҫ укҫи, шутласа палӑртнӑ тӑрӑх, 25 пин тенкӗрен кая мар пулмалла.

Средняя зарплата их работников составит, по расчетам, не менее 25 тыс. рублей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Асӑннӑ предприятисенче пысӑк ӗҫ тухӑҫлӑхне кура ӗҫшӗн тӳлекен укҫа-тенкӗ те регионти экономикӑри вӑтам ӗҫ укҫи шайӗнчен 2-2,5 хут пысӑкрах.

Благодаря высокой производительности труда на этих предприятиях заработная плата выше средней по экономике региона в 2-2,5 раза.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Штанашри вӑтам шкул директорӗ, гвардин аслӑ лейтенанчӗ Василий Матвеевич Келлер 1941 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче ҫар ретне тӑнӑ, политрук Сталинград патӗнчи хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, ӑна 1943 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе награ-дӑланӑ пулнӑ.

Help to translate

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Евгений ХОХЛОВ, Питӗркассинчи вӑтам шкулта 7-мӗш класра вӗренекен:

Help to translate

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Вӗсен хушшинче - Шупашкар хулинчи 57-мӗш номерлӗ вӑтам шкул ҫумӗнчи «Набат» Шырав клуб руководителӗ - Е.Шумилов.

Help to translate

Чи тӑрӑшуллисене чысланӑ // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Шкул ӳсӗмӗнчи ачасен йышӗ чакасси ҫакӑнпа та сӑлтавланчӗ: аслӑ классене ҫитсен пурпӗрех Шӑхасанта вӗренмелле пулать тесе хӑшпӗр ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне кӗҫӗн е вӑтам классенчех унта ҫӳретме тытӑнчӗ.

Help to translate

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫӗнӗ Чалкасси шкулӗнче те /вӑл Малти Тукайра вырнаҫнӑ/ улшӑну пулнӑ: ача йышӗ сахалланнине, инҫех мар, Шӑхасанта, вӗренӗвӗн ресурс центрӗ туса хунине кура 2009 ҫулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула реорганизациленӗ, тӗп шкул ҫеҫ хӑварнӑ.

Help to translate

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Канаш районӗнче паянхи кун — 30 шкул, ҫав шутра 17-шӗ — вӑтам.

В Канашском районе на сегодняшний день - 30 школ, из них 17 - средних.

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта «Илемпипе Сентти» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ.

В Балабаш-Баишевской сердней школе Батыревского района прошел конкурс творчества «Илемби и Сентти».

Илемписемпе Сенттисем ӑмӑртнӑ // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/12294.html

Павел Усанов 1975 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, 5-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ.

Help to translate

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хамӑр ялти клубра та лартнӑччӗ, — ҫамрӑклӑхне аса илчӗ ҫулӗпе улттӑмӗш теҫеткене те тултарса пыракан кил хуҫи, хальхи вӑхӑтра Кӑшавӑшри вӑтам шкул директорӗнче вӑй хуракан Геннадий Леонидович.

Help to translate

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хӑй вӑхӑтӗнче вара чӑвашла тулли вӑтам шкул пулнӑ.

Help to translate

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Унта вӗренӳ енӗпе ҫирӗп ыйтаҫҫӗ: тӑван чӗлхепе тулли вӑтам пӗлӳ илме пултарни ҫын прависен шутне кӗрет тенӗ.

Help to translate

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Асанкасси вӑтам шкулӗнче ирттернӗ тӗлпулура Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явма учительсем активлӑн хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче 248 ҫын, ҫав шутра 40 врач тата 124 вӑтам медработник тӑрӑшать.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Вак тата вӑтам предпринимательлӗх аталансах пырать.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн итогӗсемпе Тӑвайри вӑтам шкул Раҫҫейри ялсенчи чи лайӑх 200 шкул шутне кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

-Район тата ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем, ҫынсем 2015 ҫулта Тӑвай енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарассипе, халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерессипе, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе вӑйлатассипе, инвестицисем явӑҫтарассипе ӗҫленӗ, социаллӑ сферӑн ыйтӑвӗсене татса панӑ, бюджет укҫи-тенкипе эффективлӑ усӑ курма тӑрӑшнӑ, - тесе пуҫларӗ калаҫӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлесе канӑва тухнисене, халь тӑрӑшакансене саламланӑ хыҫҫӑн. -Пӗлтӗр районӑн пӗрлештернӗ бюджетне тупӑшсем 259249,7 пин тенкӗ пырса кӗнӗ, ку вӑл планпа палӑртнин 98,7 проценчӗпе танлашать.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed