Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пар the word is in our database.
пар (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
— Пуҫласа илтетӗп, каласа пар.

— Первый раз слышу, ну-ка, расскажи.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл аллине кӗсьене чикмерӗ, ҫиелтен ҫеҫ хыпашласа пӑхрӗ те: «Нимӗн те ҫук, — терӗ. — Вӑтанма кирлӗ мар, килти пекех пулмалла, — терӗ вӑл, — ху камне каласа пар».

Он не стал лазить по карманам, а только провел руками поверх платья и сказал, что все в порядке. Он велел мне не стесняться, быть как дома и рассказать, кто я такой.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Акӑ манран тепӗр ҫирӗм доллар, хӑма ҫине хурса пар

— Вот еще двадцать от меня, положи на доску…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Джим, каласа пар мана пӗтӗмпех йӗркипе.

Ну-ка, расскажи мне все по порядку, Джим.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ну халь, ӑслӑ ача пулса, йӑлтах каласа пар.

Ну, а теперь выкладывай мне все, будь умником.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эсӗ мана шан кӑна, хӑвӑн вӑрттӑнлӑхна уҫса пар.

Ты только доверься мне, открой свой секрет.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫавӑнпа нимӗн те ан хӑра, атя, каласа пар.

Так что валяй рассказывай.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пар тенӗ сана.

Давай, и все тут.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Укҫуна эсӗ мана ыранччен илсе килсе пар, кирлӗ вӑл мана.

Ты мне эти деньги достань к завтрему — они мне нужны.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ну, эппин, вуласа пар, итлесе пӑхам!

А ну-ка, почитай, я послушаю.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Анчах эсӗ мана шухӑшласа илме вӑхӑт пар.

 — Дай мне только осмотреться, дай подумать.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Тӑхта-ха, — терӗ Елена, аллине ачашшӑн илсе: — шлепкене хывма ирӗк пар.

— Постой, — сказала она, ласково отнимая у него руки, — дай мне шляпу снять.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эй! — кӑшкӑрчӗ тепӗр ҫур сехет иртсен Увар Иванович: — мӗн ту-ха… пӗр черкке эрех пар!

— Эй! — воскликнул четверть часа спустя Увар Иванович, — того… рюмку водки.

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

«Ну, эсӗ ҫавӑн пек ырӑ пулсан, халь ӑна хӑвна ҫыртма пар», йӗкӗлтесе астутарнӑ ӑна ашшӗ; анчах хӗрӗ ӑна итлемен.

«Ну, теперь дай себя покусать, коли ты такая добрая», — иронически замечал отец; но она его не слушала.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пар аллуна.

Help to translate

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Упӑшки улталани Анна Васильевнӑна кӳрентернӗ; уйрӑмах вӑл пӗррехинче Анна Васильевна заводӗнчен ултавлӑ майпа кӑвак пар лаша илсе хӑйӗн ерӗшкине парнелени арӑмӗн чӗрине ыраттарнӑ.

Неверность мужа очень огорчала Анну Васильевну; особенно больно ей было то, что он однажды обманом подарил своей немке пару серых лошадей с ее, Анны Васильевны, собственного завода.

III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ӑшчикке чӑн-чӑн апат пар, вӑл часах йӗркене кӗрет.

Дай желудку настоящую пищу, и всё тотчас придет в порядок.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мӗнешкел лайӑх ҫемьере пурӑнма турӑ пилленӗ ҫав ҫынна — ҫук, Августина Христиановнӑнах пар ӑна!

Каким семейством бог благословил этого человека: нет, подай ему Августину Христиановну!

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ну-ка, философ, ӑнлантарса пар мана ҫакна.

Ну-ка, философ, разреши мне эту задачу!

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Атя, яра пар

— Иди, иди…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed