Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсене (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Ыйтӑва татса парасси унӑн сӑмахӗсем ӳкӗте кӗртмелле пулнинчен нумай килнине Андрей пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн хӗрлӗ питне тата ҫиленсе йӑлтӑртатакан куҫӗсене пачах килӗшмен ҫирӗплӗхпе лӑпкӑн ответлерӗ:

Андрей понимал, что от убедительности его доводов во многом зависит решение вопроса, и ответил с твердостью и спокойствием, противоречившими его красному лицу и сердито блестевшим глазам:

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл, куҫӗсене ун ҫинелле ҫӗклесе, ӑнланман пек, Авдотья тӑнине ӗненмен пек пӑхрӗ.

Он поднял на нее глаза и смотрел, словно не понимал и не верил, что это она.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий йывӑррӑн пусса утнине, унӑн тунсӑхланӑ куҫӗсене курчӗ вӑл, ӑна пӗчченлӗх пусса тӑнине туйрӗ…

Она представила тяжелую поступь Василия и тоскливые глаза, почувствовала тяжесть его одиночества и всю горечь со-рвавшихся с языка необдуманных фраз.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Куҫӗсене хупнӑ вӑл.

Он закрыл глаза.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Андрей Любӑн харсӑр куҫӗсене, вӑл кулнине курать…

Он видел ее дерзкие глаза, ее усмешку…

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑйӗн ҫивӗч куҫӗсене кӑшт хӗсерех вӗсенчен кашнине тинкерсе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл хӗрӳллӗ те вӑрттӑнла калаҫма тытӑнчӗ:

Пристально вглядевшись в каждого из них, блеснув своими острыми, как иглы, глазками, он горячо и таинственно заговорил:

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫӑм фуфайкин ҫаннипе никель кӑшкарлӑ куҫлӑхне шӑлса тасатса, куҫӗсене мӑч-мӑч хупа-хупа илсе, вӑл пристань патне ҫывхарса килекен пӑрахут ҫинчи ҫынсене палласа илме тӑрӑшать.

Протирая обшлагом шерстяной фуфайки стекла очков в никелевой оправе и щурясь, он старался разглядеть людей на палубе приближавшегося к пристани парохода.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Семенковский хырӑнман, шыҫӑнса кайнӑ хӗрлӗ куҫӗсене вӗҫӗмсӗр сӑтӑркалать, шӑлӗ сурнӑ пек, час-часах питҫӑмартине шӑла-шӑла илет.

Семенковский был небрит, беспрерывно щурил красные опухшие глаза и поглаживал щеку, будто у него болели зубы.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Павлин ҫак ҫамрӑк каччӑн илемлӗ сӑн-пичӗ ҫинчен ниепле те хӑйӗн куҫӗсене илеймерӗ.

И Павлин никак не мог отвести взгляда от прекрасного лица юноши.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл шывланнӑ куҫӗсене чарса пӑрахнӑ.

Глаза его, подернутые влагой, были широко раскрыты.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл куҫӗсене хӗснӗ.

Глаза его были полузакрыты.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Адмирал тӗлӗнсе куҫӗсене чарса пӑрахрӗ:

Адмирал сделал удивленные глаза.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Мэрфи тӗлӗннипе хӑйӗн вилнӗ ҫыннӑнни евӗрлӗ, кӗленчерен тунӑ пек, хурҫӑ тӗслӗ куҫӗсене чарса пӑрахрӗ.

Мэрфи удивленно выкатил свои мертвые, точно искусственные стального цвета глаза.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗрентӗпӗр! — терӗ Сергунько танлӑн, харсӑр куҫӗсене выляткаласа.

Научим! — важно заметил Сергунько, поигрывая озорными глазами.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Гурдов та куҫӗсене комиссар куҫӗсем ҫинчен илмерӗ.

Help to translate

Хӗр тусӗ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23 с.

Унӑн ачаш куллине, хурлӑхлӑн та вылямасӑр пӑхакан куҫӗсене кашниех асӑрханӑ, вара кашниех ӑна мӗнле те пулсан ӑшӑ сӑмах калама тӑрӑшнӑ.

Ее мягкая улыбка и печальный, неподвижный взгляд всем бросались в глаза, и каждый старался сказать ей что-то ласковое.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Куҫхаршийӗсене пӗркелесе, куҫӗсене хӗссе, Василий барометр умӗнче шӑп тӑрать.

Василий неподвижно стоял перед барометром, стянув брови к переносице и прищуря глаза.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑшпӗр чухне сӗмсӗрле чӑпар куҫӗсене хӗссе, намӑса пӗлмесӗр каланӑ вӑл:

Иногда, щуря нахальные пестрые глаза, она бесстыдно говорила:

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Минут хыҫҫӑн минут иртрӗ, анчах Василипе Валентина ҫаплах тӑраҫҫӗ-ха, вӗсем хӑвӑрт ӗҫлекенсен савӑнӑҫлӑ ӗҫӗнчен куҫӗсене те вӗҫертме пултараймаҫҫӗ.

Минута шла за минутой, а Василий и Валентина все стояли и глаз не могли отвести от веселой работы скоростниц.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сестра куҫӗсене утюгласа якатнӑ тутӑр вӗҫӗпе шӑла-шӑла илчӗ.

Сестра вытирала глаза концом отутюженной косынки.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed