Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тупнӑ (тĕпĕ: туп) more information about the word form can be found here.
Тупнӑ вӑхӑт.

— Нашли время.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Анчах та манӑн мар, сирӗн ӑнлантарма тивӗ: мӗнле лекнӗ эсир ют машинӑна, мӗншӗн ун хуҫине, хисеплӗ гражданина, паллӑ политика деятельне, ҫыхса хунӑ, пистолета ӑҫтан тупнӑ, мӗншӗн ҫын енчӗкне тата хаклӑ телефонне туртса илнӗ?

— Только ведь не мне, а вам придется объяснять, как вы оказались в чужой машине, да еще и с оружием в руках, связали владельца, уважаемого гражданина, известного политического деятеля, отняли у него бумажник и дорогой мобильный телефон.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тупнӑ пуҫ ватмалли.

Далась ему Маргарита!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тупнӑ кулянмалли япала!

— Да ладно тебе изводиться из-за мелочей!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Аван шутласа тупнӑ.

— Классно придумал.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пӗр чӗлхе тупнӑ виҫӗ юлташ шкул алӑкӗнчен тухсан хайхисем тӗлӗннипе ҫӑварӗсене карса пӑрахрӗҫ.

Когда новоиспеченная троица друзей вышла из дверей школы, то у восьмиклассников лица вытянулись от удивления.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

«Кунта И. Л. Татаринов капитана пытарнӑ, вӑл чи хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗсенчен пӗри пулнӑ, хай тупнӑ Ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен каялла таврӑннӑ чух 1915 ҫулта июньте ҫакӑнта вилнӗ.

«Здесь покоится тело капитана И. Л. Татаринова, совершившего одно из самых отважных путешествий и погибшего на обратном пути с открытой им Северной Земли в июне 1915 года.

Эпилог // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Э-э, ак ӑҫта иккен-ха вӗсем! — терӗ вӑл пире шыра-шыра супнӑ хыҫҫӑн тинех тупнӑ пек пулса.

— Ага, вот они где! — сказал он, как будто долго искал и наконец нашёл нас.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ку ыйтӑва халь сӳтсе явма кирлӗ мар ӗнтӗ, мӗншӗн тесен экспедици юлашкине эпӗ тупрӑм, тупнӑ документсем хушшинче эпӗ тӗрес пулнине кӑтартакан материалсем нумай, вӗсене эпӗ халӑх хушшинче пӗлтерме ӗмӗтленетӗп-ха.

Но этот вопрос теперь не подлежит обсуждению, потому что я нашёл остатки экспедиции и среди них — прямые доказательства, которые намерен огласить публично.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тупнӑ ҫӗрӗн кӑнтӑр енчи ҫыранне те пӗлсе ҫитесшӗнччӗ эпӗ, анчах вӑл вӑхӑтра эпир Харитон Лаптев ҫыранӗ тӑрӑх Енисей патнелле кайма шутларӑмӑр.

Я намеревался исследовать южный берег вновь открытой земли, но в это время было уже решено двигаться вдоль берега Харитона Лаптева по направлению к Енисею.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата пилӗк кун иртсен ҫеҫ эпир тепӗр тем пысӑкӑш утрава ҫитрӗмӗр, вӑл утрав хамӑр тупнӑ ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш утравӗ пулать.

Только через пять дней нам удалось достичь второго, огромного острова, одного из трёх или четырёх, составляющих новооткрытую землю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пайтах асап курса пӗтнӗ хыҫҫӑн — вӗсем ҫинчен рапортра асӑнма кирлӗ те мар — 1915-мӗш ҫулхи майӑн 23-мӗшӗнче тупнӑ ҫӗр ҫине тухрӑмӑр, 81°09′ широтара, 58°36′ долготара.

После многочисленных затруднений, не имеющих отношения к существу настоящего рапорта, нам удалось 23 мая 1915 года выйти на берег вновь открытой земли в широте 81°09′ и долготе 58°36′.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Плитана шыв сапса сӳнтерсе кӗлне кӑларсан, унта ҫуннӑ револьвер патронӗсен гильзисен купине тупнӑ.

Когда плиту залили водой и выгребли золу, в ней нашли кучу обгоревших гильз от револьверных патронов.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн тупнӑ япалана хӑвӑртрах килйышсене тата пӗр ҫуртра пурӑнакан ҫынсене кӑтартмалла.

Ему хотелось как можно скорее показать находку дома и во дворе.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав кун тӗлӗнмелле укҫа тупнӑ пирки ачашӑн праҫник пек пулнӑ.

Весь этот день, волшебно озаренный находкой, превратился для мальчика в сплошной праздник.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ыйтам-ха эпӗ сирӗнтен, ӑҫтан тупнӑ ӑна вӗсем?

А, позвольте спросить, откуда?

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Юлашкинчен, Гаврик ушкилле выляса укҫа тупнӑ.

Наконец, Гаврик добывал деньги игрой в ушки.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫул ҫинче вӑл лапчӑннӑ винтовка патронне тупнӑ, анчах ку та ӑна нимӗн чухлӗ те хаваслантарман.

Даже сплющенная гильза от винтовочного патрона, которую он нашел по дороге, нисколько не обрадовала его.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Палимпсестсем теекен авалхи пергаментсем ҫинчен таҫта вуланӑччӗ эпӗ, ҫавӑнта мӗн ҫырнине пӑсса, ыттисем тӗрлӗ счетсемпе кирлӗ-кирлӗмарсем ҫырнӑ, ҫавӑнтан вара чылай ҫулсем иртсен ученӑйсем чи малтанхи хутчен мӗн ҫырнине вуламалли май тупнӑ та, хӑшпӗр палимпсестсем ҫинче гениллӗ поэтсен сӑввисем пулнӑ.

Не помню, где я читал о палимпсестах, то есть старинных пергаментах, с которых позднейшие писцы стирали текст и писали счета и расписки, но через много лет учёные открывали первоначальный текст, иногда принадлежавший перу гениальных поэтов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл докторпа калаҫма май тупнӑ та, доктор ӑна вара Полярнӑя ҫитмешкӗн пропуск илме пулӑшнӑ.

Она снеслась с доктором, и он помог ей получить пропуск в Полярное.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed