Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пичӗ унӑн ҫукпа пӗрех; сӑмси ҫеҫ, пысӑках мар пулин те, питӗнчен уйрӑлнӑ пек, е тӗрӗс мар лартса янӑ пек палӑрса тӑрать, кунсӑр пуҫне сӑмси вӗҫӗ каҫӑр, ҫавна пула унӑн пичӗ палӑрмасть; вӑл тӗссӗрленсе, питӗ типсе ларнӑ, ҫавӑнпа та питне асӑрхиччен малтан, сӑмсине асӑрхатӑн.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хирӗҫ чӗнмерӗ, сирень туратне хуҫса илчӗ те унпа питне тата сӑмсине хупласа шӑршларӗ.Она молчала, сорвала ветку сирени и нюхала ее, закрыв лицо и нос.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ахальтен каламаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ, хӗрарӑмсене ӗненме юрамасть тесе: вӗсем усал шухӑшпа пулсан — чӗлхепе суяҫҫӗ, усал шухӑшсӑр пулсан — куҫӗсемпе, кулӑпа, питне хӗретсе суяҫҫӗ, тӑнсӑр пулса ӳксе те суяҫҫӗ…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вал, хӑйӗн сӑмси хуралнӑ пуль тесе, питне тутӑрпа та шӑлчӗ, галстукне тытса пӑхрӗ — салтӑнса кайман-и: ҫакнашкал пулкалать унӑн тепӗр чухне: ҫук, пурте йеркеллӗ пулас.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Питне хӗрлӗ сӑн та ҫапрӗ, хастарлӑх е, иҫмасса, хӑй ҫине шанни, куҫӗсенче ҫуталса тӑрать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗн эсир, Матвей Моисеич, мӗншӗн ку? — терӗ аптраса та вӑтанса ӳкнӗ ача, питне тытса, куҫӗсене мӑчлаттарса.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӑйне икшер эрне ҫумасть, анчах питне писев сӗрет…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ вӑл ачасем патне ҫитрӗ; юрпа печӗ — тивертеймерӗ: хӑнӑхман; тата тепре юр чӑмӑртаса илесшӗнччӗ ҫеҫ, ун питне лаппӑшӗпех юр катрамкки хупӑрласа хучӗ; вӑл ӳкрӗ, выляма хӑнӑхманнипе ыратать те ун, унпа пӗрлех хавас та ӑна, вӑл ахӑлтатса та кулать, куҫӗсем те шывланнӑ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сулхӑн ҫил ун питне касать, сивӗ хӑлхине чӗпӗтет, ҫӑварӗпе карланкине сивӗ сывлӑш питӗрет, чӗри вара савӑнӑҫпа хыпса илет — вӑл ыткӑнса чупать, ӑҫтан кӑна урисем ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, хӑй вара ҫухӑрать те, ахӑлтатать те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне йытӑсем ҫапла чӳрече янахӗ ҫине лараҫҫӗ те, пуҫӗсене хӗвел питне хурса, пур иртен-ҫӳрене те тӗплӗн пӑхса ӑсатаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача курать: ашшӗ те, амӑшӗ те, вата инкӗшӗ те, ҫывӑх ҫынсем — пурте хӑйсен пӳлӗмӗсене кайса пӗтнӗ; камӑн пӳлӗмӗ ҫук, вӑл утӑ сарайне утать, тепри сад пахчине, виҫҫӗмӗш ҫенӗкре сулхӑн шырать, хӑшпӗри вара, шӑнасем ларасран питне тутӑрпа хуплать те, хӑйне пӑчӑпа тутлӑ апат йывӑрӑшӗ ӑҫта пусса илнӗ, ҫавӑнтах йӑванса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫумӑр йӗпетет, хӗвел типӗтет! — тет вӑл, чашлатса ҫӑвакан ӑшӑ ҫумӑр айӗнче питне, хулпуҫҫине, ҫурӑмне лӳшкентерсе.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл сайра хутра ҫеҫ хырӑнать; аллине, питне ҫусан та, ячӗшӗн ҫеҫ ҫӑвать пулас, вӗсене пурпӗрех нимле супӑньпе те ҫуса шуратаймастӑн.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн шурса ларнӑ, хыҫалалла ывтӑннӑ питне, унӑн уйӑх шевлисем ҫуттӑн вылянакан пысӑк хура куҫӗсене ҫывӑхранах тинкерсе пӑхрӑм эпӗ, — инҫех мар вайкӑнакан инкекӗн тӗтреллӗ сисчӗвӗ кӗтмен сивӗлӗхпе шӑвӑнса кӗчӗ вара ман чунӑ сасартӑк.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫакнашкал самантра эпӗ ӑна ятпа чӗнсен е пӗр-пӗр ыйту парсан, вӑл шарт сиксе илет те, каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне вӑйпалан пӗлесшӗн пулнӑ евӗр, хӑранӑ сӑнлӑ питне ман енне ерипен ҫеҫ ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Темскер сывах мар-ха, пыраймастӑп! — питне пӗркелентерсе каларӗ Обломов.— Нездоровится что-то, не могу! — сморщившись, сказал Обломов.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку господин герб тӳмеллӗ тӗксӗм-симӗс фрак тӑхӑннӑ, яп-яка хырӑннӑ, унӑн питне хура бакенбарда сӑрнӑ, ӗшенчӗк куҫӗсем лӑпкӑн та ӑслӑн курӑнаҫҫӗ, пичӗ хытах туртӑннӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, питӗ ҫӳхе батист тутӑрпа питне, йӑлтӑркка шлепкине шӑлса илчӗ, лакпа ҫутатнӑ аттисем ҫинчи тусана шӑлчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карчӑк, питне пӗркелентерсе те кӑмакаран перекен вӗрирен аллипе хӳтӗленсе, тимлӗн те ҫиллессӗн пӑхса тӑчӗ ман ҫине пӗр хушӑ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пӗччен юлатӑп та, ҫапла, — ку мана питӗ килӗшет, — шутлама лайӑхрах пултӑр тесе, куҫа хӗссе выртатӑп, вара чарӑнмасӑр йыхӑратӑп та йыхӑратӑп хам асра унӑн е хаяр, е чее, е тата ачаш кулӑпа ҫиҫекен питне, унӑн ватӑ хырлӑх ирӗкӗнче яштака та патвар ӳсекен чӑрӑш хунавӗ евӗр ҫитӗннӗ йӑрӑс та вӑйлӑ ҫамрӑк ӳт-пӳне, унӑн уҫӑ та кӗтмен ҫӗртенех хулӑнланса хӑпаракан пархӑтлӑ сассине…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.