Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳпене хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем карса илчӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӳпере хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем шӑваҫҫӗ, пӗр ҫутӑсӑр, йӗрри-паллисӗр.
V // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ пӗрер самантлӑха ҫыранпа ҫумӑр пӗлӗчӗ хушшинче тӗтреллӗ хӗрлӗ уйӑх курӑнса пытанать.Только на несколько мгновений между ним и тучей продвинулся красный, затуманенный месяц.
IV // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Аслатиллӗ ҫумӑр ҫилӗ океан ҫийӗн вӗркеме те тытӑнать.
I // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Ку таранччен ҫанталӑк пӗрмаях типӗ те уяр тӑчӗ, анчах халь ҫумӑр пуҫтарӑнать пулас.Погода все время стояла сухая и ясная, но сейчас, видимо, собирался дождь.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Кӗрсенех эс пулӑн хут айне, ӗҫ листисем ҫумӑр пек чӑшӑлтатаҫҫӗ.
Ларса юлнӑскерсем // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 103–105 с.
Вӑл тӗтӗм ҫумӑр пӗлӗчӗ пек, тем пысӑкӑш шурӑ ту пек капланса тӑрать.
5. Ватӑ ҫарҫынни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Ун ҫинчен лӑссисем ҫумӑр пек тӑкӑнчӗҫ, тураттисем ҫинче кӗрхи эрешмен карти пек канитель ҫиппи ялтӑратрӗ, ура айӗнче юр вырӑнне пулнӑ шурӑ порошок чакӑртатрӗ.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫумӑр ку вырӑнта пулман пулин те, пӑсланса тӑрать, сухӑр тата ҫӗр ҫырли шӑрши кӗрет.
Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— ҫумӑр хыҫҫӑн шыв вӑйлӑ юхать, тем амакӗ пулса тимми ҫаврӑнса ӳкӗ.— После дождя река бурливая, не ровен час, душегубку опрокинет.
Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫумӑр чӑнах та часах чарӑнчӗ.
Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ку ҫумӑр перекетлӗ, апла тӑк час иртекенскер.
Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Утӑ ҫӗртекен ҫумӑр теҫҫӗ ӑна урӑхла, утта ҫӗртет вӑл.
Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫӑвакан ҫумӑр витӗр Ушня шывӗн леш енче хӗвелпе ҫиҫекен уй курӑнать.
Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Тулта ҫутӑ ҫумӑр чашлаттарса ҫӑвать.
Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Хӑш-пӗр чухне аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫапса ҫурӗ; вӑл Дик Сэнда ҫав тери хӑратрӗ.Иногда разражались сильные грозы; они очень тревожили Дика Сэнда.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ку ҫумӑр пуласса пӗлтерет, анчах ҫумӑр ниепле те пуҫланмарӗ-ха, Дик Сэнд вара начар ҫанталӑк нумая пырать пуль тесе шухӑшларӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӗлле нумайччен сивӗ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн ртуть юпи хӑвӑрт анни ҫил урӑх енчен вӗрме тытӑнассине, ӑшӑтса ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтерет, анчах чылайччен сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн ртуть юпи хӑпарни юр ӳкессине кӑтартать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
4. Пӗр чарӑнми ҫумӑр лӳшкенӗ вӑхӑтра икӗ-виҫӗ кун хушши е ытларах барометр юпи майӗпен пӗр чарӑнми хӑпарать пулсан, ку ҫанталӑк уяртасса пӗлтерет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
2. Е, пач урӑхла, ҫумӑр кашни кун ҫуса тӑнӑ вӑхӑтра барометр юпи майӗпен, анчах пӗр чарӑнми хӑпарсан, лайӑх ҫанталӑк пуҫланасса шантарсах калама пулать.