Шырав
Шырав ĕçĕ:
54. Сирӗн хушшӑрта рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ ар хӑйӗн тӑванӗ ҫине, хӑйпе хӗве хупӑннӑ арӑмӗ ҫине, хӑйӗн чӗрӗ юлнӑ ачисем ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, 55. вӗсенчен нихӑшне те вӑл хӑй ҫиес ачисен ӳтне памӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑшману хупӑрласа илсессӗн, пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑрсассӑн, унӑн пӗр нимӗн те юлмӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫинче Моисей урлӑ Хӑйпе Израиль ывӑлӗсем хушшине хунӑ йӗркесем, туса тӑмалли йӑласем, саккунсем ҫаксем ӗнтӗ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Синай тӑвӗ ҫинчен аннӑ чухне, саккун ҫырнӑ икӗ чул хӑмана аллинче тытса ту ҫинчен аннӑ чухне, Моисей хӑйпе Турӑ калаҫнӑран пичӗ ҫуталса-ялтӑраса тӑнине пӗлмен.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. [Фараон] хӑйӗн ҫар урапине кӳлнӗ те халӑхне хӑйпе пӗрле ертсе кайнӑ; 7. ҫар ураписене чи лайӑххисене ултҫӗр урапа илнӗ, Египетри мӗнпур ҫар урапине, вӗсен пуҫлӑхӗсене пурне те илсе кайнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Моисей хӑйпе пӗрле Иосиф шӑммисене илсе тухнӑ, мӗншӗн тесессӗн [Иосиф] Израиль ывӑлӗсене тупа тутарса каланӑ пулнӑ: Турӑ сире килсе курӗ, вара эсир манӑн шӑммӑмсене кунтан хӑвӑрпа илсе тухӑр, тенӗ.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл хӑйпе пӗрле икӗ ывӑлне, Манассияпа Ефрема, илнӗ [те Иаков патне кайнӑ].И он взял с собою двух сынов своих, Манассию и Ефрема [и пошел к Иакову].
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иаковӑн [хӑйпе пӗрле] Египета куҫнӑ килӗ-йышӗ мӗнпурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун.Всех душ дома Иаковлева, перешедших [с Иаковом] в Египет, семьдесят [пять].
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл хӑйпе пӗрле хӑйӗн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен ывӑлӗсене, хӑйӗн хӗрӗсене, хӗрӗсен хӗрӗсене, хӑйӗн мӗнпур йӑхне Египета ертсе килнӗ.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иосиф хӑйӗн хуҫин ҫуртӗнче хӑйпе пӗрле хурал аллинче ларакан фараонӑн аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтнӑ: мӗншӗн паян сирӗн сӑнӑр салхуллӑ? тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйпе [Турӑ] калаҫнӑ вырӑна Иаков палӑк лартса хӑварнӑ, ӑна чулран туса лартнӑ, ун ҫине эрех юхтарнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ; 15. хӑйпе Турӑ калаҫнӑ вырӑна Иаков Вефиль тесе ят панӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иаков хӑйӗн кил-йышне, хӑйпе пӗрле пынӑ ҫынсене пурне те каланӑ: хӑвӑр аллӑрти ют турӑсене пӑрахӑр та тасалӑр, тумтирӗре улӑштарӑр; 3. тӑрар та Вефиле каяр; хӗн-асапӑм кунӗнче хама илтнӗ, эпӗ ҫӳренӗ ҫул ҫинче манпа пӗрле пулнӑ [тата мана сыхӑ усранӑ] Туррӑмшӑн парне вырӑнӗ тӑвӑп.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иаков питӗ хӑраса кайнӑ, аптӑраса ӳкнӗ; вара хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсене те, вак выльӑхпа шултӑра выльӑхне те, тӗвисене те икӗ ушкӑна уйӑрнӑ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Лаван хӑйпе пӗрле [ывӑлӗсене тата] хурӑнташӗсене илнӗ те ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун хӑваланӑ, ӑна Галаад тӑвӗ ҫинче хӑваласа ҫитнӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иаков вара хӑйӗн ачисене, арӑмӗсене тӗвесем ҫине лартнӑ, 18. хӑйӗн ашшӗ Исаак патне Ханаан ҫӗрне тухса кайнӑ чухне вӑл хӑйӗн мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хӑй пуҫтарнӑ мӗнпур пурлӑхне, Месопотамире ӗҫлесе илнӗ выльӑх-чӗрлӗхне, [хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах] хӑйпе пӗрле илсе тухнӑ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ашакне йӗнерлесе тӑратнӑ, хӑйпе пӗрле икӗ тарҫине тата хӑйӗн ывӑлне Исаака илнӗ; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме вутӑ ҫурнӑ, вара ҫийӗнчех хӑйне Турӑ каланӑ вырӑна тухса кайнӑ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑйпе калаҫакан Ҫӳлхуҫана [Агарь] «Эсӗ мана куракан Турӑ» тесе ят панӑ.13. И нарекла [Агарь] Господа, Который говорил к ней, сим именем: Ты Бог видящий меня.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Аврам хӑйпе пӗрле хӑйӗн арӑмне Сарӑна, хӑйӗн тӑванӗн ывӑлне Лота, хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тата Харранра чухне хӑйсен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ те Ханаан ҫӗрне кайма тухнӑ; унтан Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ.
Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.