Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Ачасем тӗттӗм пулса ҫитсессӗн тин таврӑнчӗҫ.

После ужина съехалась молодежь.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл сасартӑк шӑпланчӗ, хӑйне Цзин Юн-шэн нимсӗр кӑларса янӑ хыҫҫӑн хӑйпе мӗн пулса иртнине аса илчӗ вӑл.

Но тут он вдруг затих, вспомнил, как его выпроводил Цзинь Юн-шэн, и что с ним после этого произошло.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пӗлтӗр пулса иртнӗ пӗр ӗҫе астуса илчӗ.

Тут он вспомнил историю произошедшую в прошлом году.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Фан госпожа упӑшки ҫакӑн пек тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса тарӑхнине сайра хутра кӑна куркалать, ҫавӑнпа та вӑл малтанах хӑраса ӳкрӗ, анчах кайран часах лӑпланчӗ.

Госпожа Фан, не так уж часто видевшая столь благородный гнев, вначале даже испугалась, но очень скоро успокоилась.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Малтанах вӗсем: делегаципе пӗрле пулса шалу тӳлеме ыйтасшӑн мар пулнисене укҫа памастпӑр, терӗҫ, кайран: укҫа илме хӑвӑрӑн килмелле, тесе пӗлтерчӗҫ.

Сначала они заявили, что не выдадут чеков тем, кто вместе со всеми не ходил их требовать, а затем велели каждому являться за чеком лично.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Ыран кунтан пуҫласа эпӗ чиновник пулса ӗҫлеме пӑрахатӑп.

С завтрашнего дня я перестаю служить.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Шалу тӳлеме ыйтасси пурин тивӗҫӗ пулса тӑчӗ.

Со всех сторон раздавались требования об уплате жалованья.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Вӑл хӑйӗн ,,уйрӑмлӑхӗ пысӑках мар» текен теорине шута илсе, ку ӗҫ хаҫата ҫырса тӑракансем гонорар ҫитменнипе аптраманнинчен кӑна ҫакӑн пек пулса иртнине, правительство тата пуян аристократсем вӗсене укҫа пама пӑрахсан, вӗсем те ун чухне ҫийӗнчех пуху пуҫтарасса пӗлсе тӑчӗ.

Основываясь на своей теории «разница невелика», он знал, что газетным писакам пока еще хватает гонорара; но если бы паче чаяния правительство или богачи перестали их субсидировать, они немедленно созвали бы собрание.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Аудиторин тӗрлӗ кӗтесӗсенче ларакан ҫирӗм ытла студентран, пӗрисем — хурланчӗҫ, вӗсем Фан Сюань-чо сӑмахӗсене тӗрӗс тесе шутларӗҫ пулмалла; теприсем ҫилленчӗҫ, вӗсем: вӑл таса чунлӑ ҫамрӑксене намӑслантарать, тесе шутларӗҫ пулас; темиҫе ҫын мӑнаҫлӑн кулчӗҫ, — вӗсен шучӗпе, вӑл ҫак сӑмахсене пурне те хӑйне тӳрре кӑларасшӑн пулса каларӗ имӗш: Фан Сюань-чо пӗр вӑхӑтрах учительре те, чиновникре те ӗҫлет-ҫке-ха.

Двадцать с лишним учащихся, сидевших в разных концах аудитории, восприняли его слова по-разному: одни в нем разочаровались, другие решили, что он прав, третьи возмутились, приняв его слова за святотатство по отношению к современной молодежи, а некоторые многозначительно улыбались, считая, что Фан выгораживает самого себя: ведь он был по совместительству и преподавателем, и чиновником.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

«Вырӑнне улӑштарнӑ май хӑй те ҫавӑн пек пулса тӑчӗ», тесе калаҫҫӗ вӗт.

Ведь говорят: «Место меняется, а все остается по-прежнему».

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Ҫапла майпа ырри ҫине те, усалли ҫине те пӗр интересленмесӗр пӑхакан ҫын пулса тӑма пулать, тен, япала ҫине ҫӗнӗлле пӑхассине пӑрахсан лайӑхрах пулмӗ-ши?» — тесе шухӑшлать вӑл.

Ведь так недолго стать равнодушным к добру и ко злу, пожалуй, лучше отказаться от этой идеи», — думал он.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

«Эпӗ хама валли хамах улталамалла туса капкӑн лартмарӑм-ши тата ҫак манӑн хамӑрӑн пӑсӑлнӑ ҫак обществӑпа татӑклӑн кӗрешӗве тухма хастарлӑх ҫитерейменнипе пулса каймарӗ-ши?

«А не самообман ли это — намеренно открыть себе путь к отступлению только потому, что не хватает мужества бороться с нашим испорченным обществом?

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

«Ҫак рикша сасартӑк салтак пулса тӑрсан, акӑ ҫак салтаках кӳме туртса чупас пулсан, ӗлӗк рикша пулнӑ ҫын, паллах, ӗлӗк салтак пулнӑ ҫынна, хӑйне леш хӗненӗ пекех, хӗртнӗ пулӗччӗ.

Если бы рикша стал солдатом, а солдат тащил коляску, то бывший рикша, вероятно, так же бил бы бывшего солдата.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Фан Сюань-чо юлашки вӑхӑтра «Уйрӑмлӑхӗ пысӑках мар» тесе калама юрататчӗ, — ҫак сӑмахсем уншӑн хӑй юратакан халап пуҫламӑшӗ пекех пулса тӑнӑ.

В последнее время Фан Сюань-чо полюбилось выражение «разница невелика», оно стало у него чем-то вроде присловья.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Ниҫта та пулса курман-ха, вӑтанать…

Нигде еще не бывал, стесняется…

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Политикӑлла пур улшӑнусене, иртнӗ ҫулсенче пулса иртнӗ вӑрҫӑсене, ача чухнехи кӗнекери: «Вӑл: «Сӑвӑсем янӑраҫҫӗ», — терӗ…» сӑмахсене маннӑ пекех манса кайнӑ эпӗ.

Все примеры чиновничьей мудрости и воинской доблести, проявленной за эти несколько лет, так же полузабыты мною, как заучивавшееся в детстве: «Учитель сказал… Стихи гласят».

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Мӗн пулса иртни ҫинчен манса кайма тӑрӑшрӑм.

Я старался отвлечься от мыслей о том, что произошло.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Ку ӗҫ пин те тӑхӑрҫӗр вунҫиччӗмӗш ҫулхи хӗлле пулса иртрӗ.

Это случилось зимой тысяча девятьсот семнадцатого года.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Ҫав вӑхӑт хушшинче государствӑлла событисем текен сахал мар пысӑк ӗҫсем пулса иртрӗҫ, вӗсене курма тӳр килчӗ те мана; анчах вӗсенчен нихӑшӗ те манӑн чӗрере йӗр хӑвармарӗҫ.

За это время на моих глазах произошло немало и так называемых великих событий государственного масштаба, но ни одно из них не оставило какого-либо следа в моем сердце.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Манто — Яша пичче — Хӑмӑш-Бурунри столовӑй заведуюшийӗ, ҫулла повар пулса пионер лагерьне каять.

Манто — дядя Яшо — заведующий столовой в Камыш-Бурун, летом отправляется в лагерь в качестве повара.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed