Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн чӗрӗр чӑтаймасӑр кӗтет, акӑ сасартӑк — куна сунарҫӑсем кӑна ӑнланӗҫ, — сасартӑк тарӑн шӑплӑхра уйрӑмах темӗнле кӑранклатса чашкӑрни, ҫунатсем ваш-ваш авӑсни илтӗнсе каять, — вара сирӗн пӑшала хирӗҫ тӗксӗм хурӑн хыҫӗнчен, вӑрӑм сӑмсине аялалла илемлӗн усӑнтарса кӑрӑпчак ярӑнса тухать.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Эпӗ урӑх хӗрарӑмсене те куркаларӑм, — анчах Ася чӗртнӗ туйӑм, ҫавӑн пек хӗрӳ, ачаш, тарӑн туйӑм, тек пулмарӗ.
XXII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Пӳрнисене ҫӳҫ ӑшне тарӑн чиксе икӗ алли ҫипе пуҫӗпе тӗревленнӗ те кӗнекине пит тимлӗн вулать.Опершись головой на обе руки и запустив пальцы глубоко в волосы, она пожирала глазами строки.
VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Готически чиркӳ тӑрринчи автан шупка ылтӑнӗпе ялкӑшать, юханшывӑн йӑлтӑр хура ҫийӗнче те ҫавӑн пек ылтӑн тӗсех йӑлтӑртатса тӑрать; грифель ҫийлӗ ҫуртсен ансӑр чӳречисенче ҫинҫе ҫурта (нимӗҫ перекетлӗ!) ҫутисем вӑйсӑррӑн мӗлтлетеҫҫӗ; чул хӳмесем хыҫӗнчен иҫӗм ҫырлин кӑтра ҫиплӗ аврисем вӑрттӑн кармашаҫҫӗ, виҫӗ кӗтеслӗ лаптӑкри кивӗ тараса хӳттинче темскер чупса иртет, сасартӑк ҫӗрлехи хуралҫӑ ыйхӑллӑн шӑхӑртни илтӗнет, ырӑ кӑмӑллӑ хураҫка ҫурма сасӑпа хӑрлатса илкелет, сывлӑш питрен ҫупӑрласах тӑрать, ҫӑкасенчен ҫав тери тутлӑ шӑршӑ сарӑлать, кӑкӑр ирӗксӗрех тарӑнран тарӑн сывлать, ҫавӑнпа-и тен, «Гретхен» сӑмах, — те кӑшкӑруллӑн, те ыйтуллӑн — ялан чӗлхе ҫине килет.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эсӗ халь ман патӑма хӗр тарҫӑсене яр… тӑхта-ха: илсе кай эсӗ ку япалана! — вӑл ҫӗрлехи сӗтел ҫинче выртакан мерчен мӑй ҫыххи ҫине кӑтартрӗ, Муций парнеленӗ мӑй ҫыххи ҫине, — илсе кай та тӳрех хамӑрӑн чи тарӑн ҫӑл тӗпне пӑрах.
XI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Фабий хывӑнмарӗ, кантӑк умне чавсаланса ларчӗ те тарӑн шухӑша путрӗ.Он не разделся, присел под окном, подперся рукою — и снова погрузился в думу.
X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Пӗчӗк флигелӗн тӑвӑр та тирпейсӗр мал пӳлӗмне эпӗ ирӗксӗрех пӗтӗм шӑмшакӑмпа ҫӳҫенсе кӗтӗм, — мана кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ тарҫӑ кӗтсе илчӗ; унӑн пичӗ тӗксӗм, пӑхӑр тӗслӗ, сыснанни пек салхуллӑ та мӑран, пӗчӗк куҫӗсем, ҫамки те, тӑнлавӗсем те пӗркеленсе пӗтнӗ, — эпӗ унашкал тарӑн пӗркеленчӗксем нихҫан та курманччӗ.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
— О, мӗнле тарӑн шухӑш пытанса тӑрать ҫак контрастра!
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
«Невски проспект», — тенӗ вӑл, — тарӑн шухӑшлӑ, ҫав вӑхӑтрах илемлӗ ҫырнӑ произведени; ку вӑл пӗр пурнӑҫах икӗ енчен илсе кӑтартни пулать, ку вӑл чаплӑ япалапа кулӑшла япалана пӗр-пӗринпе юнашар лартни пулать.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Ҫак ҫынсенни пек мар тарӑн та вӑйлӑ йӗрсем, бронза тӗслӗ пичӗ, ҫав тери ҫара куҫхаршисем, чӑтма ҫук хӑрушӑ куҫсем, унӑн пӗрӗмлӗ, ытла та шалпар, Азире тӑхӑнакан тумтир пек тумӗ, — пурте унӑн вӑйӗ ытти ҫынсен вӑйӗ пек кӑна маррине кӑтартнӑн туйӑннӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ун арчисенче ассигнацисен купи ӳснӗҫем ӳсрӗ, ҫакӑн пек парне илнӗ мӗнпур ҫынсем пекех вӑл кичемленме пуҫларӗ, ылтӑнсӑр пуҫне урӑх ниме те юратми пулчӗ, сӑлтавсӑрах хыткукарланса, ҫӑткӑнланса кайрӗ; вӑл ҫут тӗнчере сахал мар тӗл пулакан, чӗре вырӑнне виле пытарнӑ чул тупӑксем евӗр курӑнакан ҫын пулса тӑма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗр ӗҫ пулса иртни ӑна тарӑн шухӑша ячӗ, унӑн чӗрине ыйӑхран вӑратрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Анчах, пулӑҫсем каланӑ тӑрӑх, кунта тарӑн вырӑнсем те пур.
Тӑрна шурӗ // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 37,39,41 с.
Ялӑн хӗвелтухӑҫ енче пысӑк улма-ҫырла пахчи вырнаҫнӑ, хӗвеланӑҫ енче — тарӑн ҫырмапа вӗҫӗ-хӗрри курӑнман вӑрман, кӑнтӑр енче — мӑнаҫлӑ Нар сӑрчӗ, ҫурҫӗр енче — Тӑрна шурӗ.
Тӑрна шурӗ // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 37,39,41 с.
Вӑл ялпа юнашарах вырнаҫнӑ, тарӑн ҫырма урлӑ ҫеҫ каҫмалла.Он находится рядом с деревней, надо только перейти большой овраг.
Пыл хурчӗсемпе паллашни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 19,21,23 с.
Ҫырми тарӑн.
Тутлӑ пулӑ шӳрпи // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 13,15,17 с.
Ридлер аллине илчӗ, карӑнчӗ, унтан: пурпӗрех хӑтӑлаймӑн тенӗ шухӑшпа: — Эпӗ сире шухӑшласа пӑхма ирӗк паратӑп, — терӗ те тарӑн анасласа кабинетран тухрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗр вӑхӑт шарламасӑр выртнӑ хыҫҫӑн вӑл тарӑн шухӑшлӑн каласа хучӗ:
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унӑн тилӗ пек сӑнарӗ халӗ темӗн сӗлкӗшнӗ, ҫамкине тарӑн йӗр картласа тӑрать.Лисье лицо его было насупленным; лоб прорезала глубокая складка.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл тӑрса тарасшӑн пулчӗ, куҫран ҫухалса тарӑн та тӗттӗм хӑвӑлне пытанасшӑн пулчӗ.Ей хотелось улизнуть, скрыться с глаз, спрятаться в своём глубоком, тёмном дупле.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Пӗчӗк те тарӑн шӑтӑксем.
Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.