Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Халӑха пӑхса тӑракансем виҫӗ кунран тапӑр тӑрӑх кайнӑ та 3. акӑ ҫапла каласа тухнӑ: хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчине, ӑна ҫӗклесе пыракан [хамӑр] священниксене [тата] левитсене курсассӑн, эсир те вырӑнтан тапранӑр та вӗсем хыҫҫӑн кайӑр; 4. саккун арчипе сирӗн хушшӑр икӗ пин чике пулмалла, унтан кая ан пултӑр; каяс ҫулӑра пӗлес тесе ун патне ҫывӑха ан пырӑр: вӑл ҫулпа эсир ӗнер те, виҫӗмкун та ҫӳремен, тенӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫапла вара ҫав икӗ ҫын каялла кайнӑ, ту ҫинчен анса [Иордан] урлӑ каҫнӑ та Нав ывӑлӗ Иисус патне ҫитнӗ, хӑйсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Моисей, пӗтӗм Израиль халӑхне ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсессӗн, 46. вӗсене каланӑ: эпӗ сире паян каласа пӗлтернӗ пур сӑмаха та хӑвӑр чӗрӗре хывӑр, вӗсене хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсе хӑварӑр: вӗсем ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫласа пыма тӑрӑшчӑр; 47. мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр, вӑл пулӑшнипе эсир Иордан урлӑ каҫса хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнатӑр, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Авалхи кунсене аса ил-ха, унчченхи йӑхсен кунҫулне ӑнла-ха; аҫунтан ыйт — каласа парӗ сана, ваттисенчен ыйт — пӗлтерӗҫӗ сана.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вара Моисей ҫак юрӑ сӑмахӗсене Израиль ҫыннисен пӗтӗм пухӑвӗ илтсе тӑмалла вӗҫне ҫитиех каласа панӑ:30. И изрек Моисей вслух всего собрания Израильтян слова песни сей до конца:
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей пынӑ та Израилӗн мӗнпур [ывӑлне] ҫак сӑмахсене каласа панӑ, 2. вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫирӗм ҫулта, эпӗ ӗнтӗ тухаймастӑп та, кӗрейместӗп те, Ҫӳлхуҫа та мана: «эсӗ ҫак Иордан урлӑ каҫаймӑн» терӗ; 3. Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй пырӗ сан умӑнтан; Вӑл ҫак халӑхсене санӑн куҫу умӗнчен пӗтерӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аллуна илӗн; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, сан умӑнтан Иисус пырӗ; 4. [Иорданӑн ку енче пулнӑ] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вӗсенӗн Хӑй пӗтерсе тӑкнӑ ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр мӗн кӑтартрӗ, ҫак халӑхсене те Вӑл ҫавнах кӑтартӗ; 5. Ҫӳлхуҫа вӗсене сирӗн аллӑра парӗ, эсир вара вӗсене эпӗ хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ ӳкӗтсем мӗн хушнине кӑтартӑр; 6. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ; 17. эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн, 18. сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Левитсем пӗтӗм Израиль халӑхне каласа тӑрӗҫ, хытӑ сасӑпа ҫапла кӑшкӑрса калӗҫ: 15. кам та кам касса-чутласа е шӑратса йӗрӗх тӑвать, ҫавна — Ҫӳлхуҫа умӗнчи йӗрӗнчӗке, ӳнерҫӗ алли ӑсталанӑскере — кам та кам вӑрттӑн вырӑна лартать, ҫавӑ ылханлӑ! тейӗҫ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫине пырса кӗрсессӗн, ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, 2. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру панӑ ҫӗрӳ ҫинчен чи малтан пуҫтарнӑ пур тӗрлӗ ҫимӗҫе илсе пӗрнене тултар та Ҫӳлхуҫа Турру Хӑйӗн ятне пуҫҫапма суйласа илнӗ вырӑна кай; 3. ҫав вӑхӑтри священник патне пыр та ӑна кала: эпӗ паян санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче чунӑма уҫса каласа паратӑп: эпӗ Ҫӳлхуҫа пирӗн аттемӗрсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре ҫитсе кӗтӗм, те.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Чӗлхӳ-ҫӑварунтан мӗн тухнине, Ҫӳлхуҫа Турруна хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа каласа ирӗккӗн парне кӳме сӑмах панине ҫирӗп тытса тӑр, ӑна пурӑнӑҫла.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн, 2. санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр; 3. вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те 4. ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр; 5. унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,] 6. виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр, 7. вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман; 8. эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӑха пӑхса тӑракансем ҫакна пӗтӗмпе каласа пӗтерсессӗн, ҫар пуҫлӑхӗсене халӑха ертсе кайма тӑратмалла.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӑха пӑхса тӑракансем тата ҫапла каласа пӗлтерӗҫ: кам хӑравҫӑ та хавшак, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: вӑл хӑйӗн чӗрине кура тӑванӗсене те шиклӗ чӗреллӗ туса ан ятӑр, тейӗҫ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӑха пӑхса тӑракансем вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: кам та кам ҫӗнӗ ҫурт лартса ӑна хӑтлама ӗлкӗреймен, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫуртне урӑххин хӑтламалла ан пултӑр; 6. кам та кам иҫӗм пахчи лартса ӳстерсе унпа усӑ курма ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, иҫӗм пахчипе урӑххин усӑ курмалла ан пултӑр; 7. кам та кам ҫураҫса хунӑ хӗрне качча илме ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫураҫнӑ хӗрне урӑххин качча илмелле ан пултӑр, теччӗр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа вара мана каларӗ: вӗсем [сана] мӗн калани аван; 18. Эпӗ вӗсене хӑйсен тӑванӗсем хушшинчен сан пек Пророк кӑларса парӑп, Унӑн чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑмсене хывӑп, Вӑл вӗсене Эпӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех каласа тӑрӗ; 19. кам та кам [ҫав Пророк] Ман ятӑмран калакан сӑмахӑмсене итлемесӗр тӑрӗ, Эпӗ унран шыраса илӗп; 20. анчах та Эпӗ калама хушманнине Ман ятӑмран каламашкӑн чӑрсӑрланса урӑх турӑсен ячӗпе калаҫакан пророка вӗлерме тытса парӑр.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑр хушшӑртан, хӑвӑн тӑванусем хушшинчен, ман пек пророк кӑларса парӗ, Ӑна итлӗр; 16. мӗншӗн тесессӗн эсӗ Хорив патӗнче пуху кунӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррунтан ҫапла каласа ыйтрӑн: ӳлӗмрен мана хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн сасси ан илтӗнтӗрччӗ, ҫак хӑватлӑ вут-ҫулӑм та мана урӑх ан курӑнтӑрччӗ — манӑн вилес марччӗ, терӗн.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗлермелле айӑпланӑ ҫын икӗ е виҫӗ кӳнтелен сӑмахӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлӗ: пӗр кӳнтелен ҫеҫ каласа кӑтартнипе вӗлерме тытса памалла мар; 7. ӑна вӗлермешкӗн ун ҫинче пуринчен малтан кӳнтеленсен алли пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫапла вара эпӗ сире паян каласа паракан [Унӑн] пур йӗркине, пур саккунне тытса тӑма тӑрӑшӑр.32. Итак старайтесь соблюдать все постановления и законы [Его], которые предлагаю я вам сегодня.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире паян каласа хӑваракан [Унӑн] пӗтӗм ӳкӗтне тытса тӑрӑр: сирӗн [чӗрӗ тӑмалла пултӑр,] тӗреклӗленсе, [Иордан леш енне] каҫса унти ҫӗре еткерлӗхе илмелле пултӑр; 9. Ҫӳлхуҫамӑр сирӗн аҫӑрсене тупа туса хӑйсене тата вӗсен йӑхне пама пулнӑ ҫӗр ҫинче, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр ҫинче, сирӗн нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна ҫеҫ: санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, Унӑн ҫулӗпе ҫӳремелле, Ӑна юратмалла, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа пӑхӑнса тӑмалла, 13. хӑвна ырӑ пултӑр тесессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн [хӑвӑн Туррун] ӳкӗчӗсемпе йӗркисене — эпӗ паян сана каласа хӑварассине — тытса пурӑнмалла.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.