Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑнта (тĕпĕ: ҫакӑ) more information about the word form can be found here.
«Ку вӑхӑта ҫакӑнта, ҫуллахи лаҫра, пурӑнса ирттерӗпӗр», — терӗ вӑл.

«Давайте пока это время переживем тут, в летней стряпке», — сказал он.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑв хутора таврӑнсанах кала ӑна, вӑл тем пулсан та паянах мана ҫакӑнта ҫимелли илсе килсе патӑр.

Ты, как приедешь, перекажи ей, чтобы она мне беспременно нынче же харчишков принесла сюда.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кил, ларар пӗрех хутчен ҫакӑнта, — терӗ те вӑл, уйӑх ҫуттинче сенкеррӗн курӑнакан канав хӗррин тӗмески ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Давай лучше сядем, посидим, — и указала на голубой при лунном свете гребень канавы.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучин планӗ тӗлӗнмелле ансат пулнӑ: ҫакӑнта унӑн пӗр-пӗр чӑх килсе тухасса сыхласа лармалла, ҫав чӑхха хуллен ярса тытмалла та пуҫне пӑрса татмалла, вара чӑх какайӗпе пӑтӑ пӗҫерсе памалла, ҫапла майпа хайхи бригадӑра чыслӑ та хисеплӗ ят илтмелле.

План у деда Щукаря был гениально прост: подстеречь курицу, осторожно схватить ее и обезглавить, чтобы наварить каши с курятиной и тем самым снискать себе в бригаде почет и уважение.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ӗнтӗ ӗҫ ытла та шала кӗрсе кайнине, ҫакӑнта тӑраканнисенчен нихӑшӗ те ӑна пулӑшма тухас ҫуккине ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа урӑхла хӑтланса пӑхма шут тытрӗ.

Он понял, что дело зашло уж слишком далеко, что на помощь ему никто из присутствующих не выступит, а поэтому и действовать решил иначе.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Партбилетна кӑларса хур ҫакӑнта! — терӗ те, хӗрлӗ ҫӑмлӑ аллин ывӑҫ тупанӗпе сӗтеле шарт ҫапрӗ.

Клади сюда партбилет! — и постучал по столу ладонью рыжеволосой руки.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑнта вара кайран Тубянскири казаксем тахҫанчченех асӑна-асӑна калаҫса пурӑннӑ мыскара пулса иртет: шӑп та шай ҫав вырӑнта Щукарь нихӑҫан курман намӑс курать, ун ҫинчен тухнӑ халап халӑх хушшинче паян кунччен те ҫӳрет, ахӑртнех, малашнехи ӑрӑва та куҫса юлать пулӗ…

Тут-то и случилось с ним то, о чем впоследствии долго говорили казаки в Тубянском: именно на этом месте и претерпел Щукарь неслыханное позорище, предание о котором сохранилось до наших дней и уж наверное перейдет к следующему потомству…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан вӑл, питсене тимлӗн тинкерсе пахса та паянхи ҫӗр ҫакӑнта кӗме ирӗк паракан вӑрттӑн сӑмахсемпе ыйтса, юлнисене тӗплӗн тӗрӗслесе тухнӑ.

Затем он внимательно обошел всех оставшихся, всматриваясь им в лица и опрашивая их таинственными словами, составлявшими пропуск нынешней ночи.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Акӑ эсӗ ҫакӑнта пӗр кун пурӑнса пӑх-ха, вара хӑвах пӗлӗн!

— А вот ты побудь тут денек, тогда узнаешь!

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах хӗвелпе ӗннӗ сан ҫепӗҫ аллуна ак ҫакӑнта чуптӑватӑп та тупа тусах калатӑп сана: нихҫан та, — ни яшлӑх вӑхӑтӗнчи юратӑвӑн малтанхи асапӗсемпе тертленнӗ чухне те, ни мухтавӑм ӳссе сарӑлнӑ кунсенче те, — ман чӗрем нихҫан кунашкалах чарса чарӑнман ҫулӑмпа ӗрӗхсе ялкӑшман, сан пӗртен-пӗр куллу, сан вут-кӑварлӑ кӑтрусем пӗр хут сӗртӗнниех, сан йӗпкӗн-хӗрлӗ тутун пӗр авӑнчӑкех вӑратса хускатать ҫак туйӑма манра!

Но вот на этом месте я целую твою милую руку, опаленную солнцем, и клянусь тебе, что еще никогда: ни в пору первых любовных томлений юности, ни в дни моей славы, не горело мое сердце таким неутолимым желанием, которое будит во мне одна твоя улыбка, одно прикосновение твоих огненных кудрей, один изгиб твоих пурпуровых губ!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫакӑнта кӑштах тӑхтаса тӑр-ха.

— Погоди трошки тут.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑнта пулать те ӗнтӗ пирӗн партин политики!

— В этом и есть политика нашей партии!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Сана, ерипен пыраканскере, илсе килсе ярасчӗ ҫакӑнта!» — аса илчӗ Давыдов райком секретарьне.

«Тебя бы сюда, тихохода!» — вспомнил Давыдов секретаря райкома.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лар та ак ҫакӑнта стена чулӗ ҫине, каласа кӑтарт мана мӗн те пулин хӑв ҫинчен.

Сядь вот здесь на камне стены и расскажи мне что-нибудь о себе.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ай, ыр ҫынсем, мӗнле пурӑнма пултаратӑр ара ҫакӑнта?

Эх, господа, как вы можете тут жить!

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Кусем — харпӑр хӑй хуйхипе асапланакан кичем ҫынсем; хуйхӑ вӗсене, хӑйсен хӗсӗр те ырхан тӑван ҫӗрӗнчен уйӑрса, кӗркуннехи сарӑхнӑ ҫулҫӑсене ҫил вӗҫтернӗ пек, ҫакӑнта илсе ҫитернӗ, кунта вӗсене ют ҫутҫанталӑкӑн чаплӑ илемӗ тӗлӗнтерсе янӑ, куҫӗсене шартарнӑ; йывӑр ӗҫ вара ку ҫынсене пӗтӗмпех ҫапса хуҫнӑ.

Это — скучные люди, раздавленные своим горем, оно сорвало их с родной, усталой, неродимой земли и, как ветер сухие листья осени, занесло сюда, где роскошь незнакомой природы — изумив — ослепила, а тяжкие условия труда окончательно пришибли этих людей.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Кӗркунне Кавказра хӑвна ху питӗ ӑслӑ ҫынсем тунӑ чаплӑ соборти пек туятӑн; питӗ ӑслӑ ҫынсем — яланах питӗ пысӑк ҫылӑхлӑ ҫынсем-ҫке, ҫавӑнпа вӗсем, хӑйсен иртнӗ пурнӑҫӗ умӗнче тӳрре тухас тесе, ҫакӑн пек аслӑ храм тунӑ, ӑна ылтӑнпа, тӗрлӗрен хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, тейӗн; Самаркандри, Шемахӑри туркменсен пурҫӑнпа тӗрленӗ чи лайӑх кавирӗсене ҫак тусем тӑрӑх ҫака-ҫака тухнӑ тейӗн; пӗтӗм тӗнчене ҫаратнӑ та — йӑлтах ҫакӑнта, хӗвел куҫӗ умне хурса тултарнӑ, ӑна ҫапла каласшӑн пулнӑ тейӗн: — Санӑн — Санӑн ҫыннусенчен — Сана!

Осенью на Кавказе — точно в богатом соборе, который построили великие мудрецы — они же всегда и великие грешники, — построили, чтобы скрыть от зорких глаз совести свое прошлое, необъятный храм из золота, бирюзы, изумрудов, развесили по горам лучшие ковры, шитые шелками у тюркмен, в Самарканде, в Шемахе, ограбили весь мир и всё — снесли сюда, на глаза солнца, как бы желая сказать ему: — Твое — от Твоих — Тебе.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Ҫав инкек-синкеке кӗрсе ӳкнӗ кӗпӗрнесенчен нумайӑшне тенӗ пекех выҫлӑх ҫакӑнта илсе ҫитернӗ.

Голод согнал сюда представителей чуть ли не всех охваченных несчастием губерний.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Асту-ха, ҫынна вӗлернӗ уголовнӑй ӗҫ ан пултӑр ҫакӑнта

Может, тут уголовное смертоубийство…

Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.

Вӑтӑр ҫула яхӑн ӗнтӗ ҫакӑнта пурӑнатӑп.

И вот уже около трех десятков лет живу здесь.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed