Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Лӑпкӑн ӗҫлесе тупнӑ пӗр ывӑҫ — хӗвӗшсе те ҫил хӑваласа тупнӑ йӗкӗр ывӑҫран лайӑхрах.6. Лучше горсть с покоем, нежели пригоршни с трудом и томлением духа.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак ҫӗр ҫинче ҫапла ӗҫлесе, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшса тунӑ ӗҫӗнчен мӗн усси-ха ҫав ҫынна?
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара ҫӗр ҫинче ӗҫлесе тунӑ пӗтӗм ӗҫӗме чӗрем мантӑр, пӑрахӑҫлатӑр терӗм, 21. мӗншӗн тесессӗн ҫынни ӑстайлӑ, пӗлсе, ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, анчах мӗн тунине унӑн ҫав ӗҫе туман тепӗр ҫынна парса хӑварма тивет.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара эпӗ ӗҫлесе тунӑ пӗтӗм ӗҫӗмпе, ӑсӑм-тӑнӑмпа тунӑ ӗҫӗмпе хуҫаланӗ.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӑй ҫӗрне ӗҫлесе тӑракан тутӑ пулать, ҫил хӑвалакансем хыҫҫӑн каякан — ҫуклӑхпа тӑранакан.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑй ҫӗрне ӗҫлесе тӑракан тутӑ пулать; ӗҫсӗр ҫынсем хыҫҫӑн каякан — ӑсран тайлӑк.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Чула ҫапса ҫурнӑ та — шыв палкаса тухнӑ, пушхир тӑрӑх ҫырма пек юхса кайнӑ, 42. мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ сӑмахне асне илнӗ, Авраама, Хӑйӗн чурине, асне илнӗ, 43. Хӑйӗн халӑхне савӑнтарса, Хӑй суйланӑ ҫыннисене хаваслантарса кӑларнӑ, 44. вӗсене халӑхсенӗн ҫӗрӗсене панӑ, вӗсем ют ӑрусем ӗҫлесе тунине еткерлӗхе илнӗ: 45. вӗсен вара Вӑл панӑ йӗркесене, Унӑн саккунне уяса пурӑнмалла пулнӑ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ сывлӑшсене Хӑвӑн ангелусем тӑватӑн, ялкӑшса ҫунакан вут-ҫулӑма Хӑвна ӗҫлесе тӑракансем тӑватӑн.4. Ты творишь ангелами Твоими духов, служителями Твоими - огонь пылающий.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫанӑн Ангелӗсем — вӑй-хӑватлисем, Вӑл каланине, Унӑн сӑмахне итлесе, Унӑн сӑмахне туса тӑракансем — [пурсӑр та] Ҫӳлхуҫана мухтӑр; 21. эй Унӑн пӗтӗм ҫарӗ — Ӑна ӗҫлесе тӑракансем, Унӑн ирӗкне туса тӑракансем — пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтӑр; 22. эй Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ, Унӑн патшалӑхӗнче пурсӑр та пур ҫӗрте те Ҫӳлхуҫана мухтӑр.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Куҫӑм ҫӗр ҫинчи тӳрӗ ҫынсем ҫине пӑхать: ӗнтӗ ман ҫумӑмра ҫавсем пулччӑр; кам айӑпсӑр ҫулпа ҫӳрет, маншӑн ҫавӑ ӗҫлесе тӑрӗ.
Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫашӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрӑр; Унӑн умне юрласа, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра пырӑр!2. Служите Господу с веселием; идите пред лице Его с восклицанием!
Пс 99 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. [Манӑн] йӑхӑм Уншӑн ӗҫлесе пурӑнӗ, ӑна ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа халӑхӗ тейӗҫ: 32. килӗҫ те — ҫуралакан этемсене Ҫӳлхуҫа тӳрӗлӗхӗ ҫинчен, Вӑл мӗн туни ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗҫ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эсӗ мана халӑх пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ турӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; 45. ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ; 46. ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса, чӗтресе тӑраҫҫӗ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫашӑн хӑраса ӗҫлесе тӑрӑр, [Унӑн умӗнче] йӑвашшӑн савӑнса тӑрӑр.11. Служите Господу со страхом и радуйтесь [пред Ним] с трепетом.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑна итлесе Уншӑн ӗҫлесе тӑрсассӑн, пурӑнан кунӗсене ырӑ курса, ӗмӗрне савӑнса ирттерӗҫ; 12. итлемесессӗн, вӗсене ҫӗмрен хирсе тухӗ, вӗсем хӑйсен ӑссӑрлӑхӗпех пӗтӗҫ.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйсем вара Турра ҫапла калаҫҫӗ: «кай пирӗн патӑмӑртан, пирӗн Санӑн ҫулна пӗлес те килмест! 15. Уншӑн ӗҫлесе тӑма — Пурне те Тытса Тӑракан пирӗншӗн камах вара Вӑл? Ӑна тилмӗрсе мӗн усси пултӑр?» теҫҫӗ.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патша патӗнче, патша хапхи умӗнче ӗҫлесе тӑракансем Мардохее каланӑ: эсӗ мӗншӗн патша хушнӑ пек тумастӑн? тенӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тата ӑна ӗҫлесе тӑмашкӑн керменри чи лайӑх хӗр тарҫӑсенчен ҫиччӗшне суйласа илнӗ те Эсфирьпе унӑн тарҫисене хӗрарӑм ҫуртӗнчи чи лайӑх уйрӑма вырӑнаҫтарнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшан ҫывӑх ҫыннисем, ӑна ӗҫлесе тӑракансем, каланӑ: патша валли ҫамрӑк та илемлӗ хӗрсем пӑхмалла, 3. хӑй патшалӑхӗнчи кашни ҫӗре патша сӑнавҫӑ суйласа ларттӑр, лешӗсем вара пур ҫамрӑк хӳхӗм хӗре тӗп хулана, Сузӑ хулине, унта патша хайранӗ Гегай пӑхса-тытса тӑракан арӑмсен ҫуртне пуҫтарччӑр та ҫав хӗрсене ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем [тата мӗн кирлӗ, ҫавна] паччӑр; 4. патша куҫне килӗшнӗ хӗр патша майри Астинь вырӑнне пултӑр.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫиччӗмӗш кунӗнче, чун-чӗри эрехпе хавасланса-ҫӗкленсе кайсан, Артаксеркс патша хӑй умӗнче ӗҫлесе тӑракан ҫичӗ хайранне — Мегуман, Бизфа, Харбона, Бигфа, Авагфа, Зефар тата Каркас хайрансене — ҫапла тума хушнӑ: 11. вӗсем патша майрине Астине чӗнсе килччӗр, вӑл мӗнешкел хитре пулнине халӑхсене, аслӑ улпутсене кӑтартма, ӑна, пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑскерне, патша умне тӑратчӑр, мӗншӗн тесессӗн Астинь, чӑнах та, ытарайми хӳхӗм пулнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.